Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче «Финн-угорсен пурлӑхӗ» курав уҫӑлнӑ. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре II-XX ӗмӗрсенче тупнӑ хӑйне евӗр артефактсене курма пулать.
Куравра Мӑкшӑ тата Мари республикисенчи ӗлӗкхи масарсенче тупнӑ япаласем, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑннӑ финн-угорсен XIX–XX ӗмӗрсенчи костюмӗсем вырӑн тупнӑ. Унтах ҫар ҫыннин хӗҫ-пӑшалӗ, капӑр таврашӗ, ӗҫ хатӗрӗсем пур.
Унччен ку экспонатсене ниҫта та кӑтартман. Ҫавӑнпа пурне те курав ҫитме сӗнеҫҫӗ.
«Туризм индустрийӗнчи профессийӗпе чи лайӑххи» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ӑна малтан регионсен шайӗнче пӗтӗмлетнӗ, кайран ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗршывра тупӑшнӑ.
Регионти тапхӑра республикӑн Культура министерстви ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ирттернӗ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: «Хӑна ҫурчӗсене чи лайӑх йышӑнакан тата вырнаҫтаракан ӗҫчен», «Шалти тата тулашри туризмри чи лайӑх менеджер», «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ».
Регионсенче ҫӗнтернисем федераци шайӗнчи тупӑшура хӑйсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер чысланӑ. Йышра Чӑваш Енрен те лекнӗ ҫын пулнӑ. «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ» номинацире Светлана Николаева ҫӗнтернӗ. Вӑл «Экскурси тӗнчи» компанире гид-экскурсоводра ӗҫлет.
Республикӑри культура ӗҫченӗсемпе вӗрентӳре тӑрӑшакансем ҫӗн кун поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине епле уявлассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хума шухӑшлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗ министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртет.
Чечек хума аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, тӗп хуламӑрти шкулсенче ӑс пухакансем, поэтсем, писательсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялта — Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (унта Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Митта Ваҫлейӗн преми лауреачӗ Надежда Кириллова Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне пултарулӑх каҫне чӗнет.
Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Республикӑн Культура министерстви Н. Кириллова хӑйӗн илемлӗхӗпе, уҫӑ чунӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе куракана хӑй майлӑ ҫавӑрнине палӑртать. Надежда Мефодьевна пирки Культура министерстви пур сӑнара та калӑплаять пуль тесе шухӑшлать.
Надежда Кириллован пултарулӑх каҫӗ чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисем пурте ҫитсе курма, хак пама пултараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16–21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна ЧР Кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗ тата ЧР Культура министерстви ирттерет.
Фестивале киноӳнерти пултаруллӑ ҫынсене тупса палӑртас, чӑваш киностудийӗн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, наци фильмӗсене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кинофестивале кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, анимаци фильмӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чи лайӑххине фестиваль гран-прине парӗҫ. Чӑваш киноӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ картинӑсене ятарлӑ номинацире палӑртӗҫ.
Кинофестиваль чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче уҫӑлӗ. Программӑна кино кӑтартассине, тӗлпулусене, хӑтлавсене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех фильм авторӗсемпе тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Фильмсене ЧР Наци вулавӑшӗнче, ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче кӑтартӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳкӗн 21-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Киносеанссене, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери «Истоки» канашлупа килӗшӳллӗн этноколлективсем концерт лартӗҫ. Вӑл Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче иртӗ. Этнофестиваль пирӗн патра иккӗмӗш хут пулӗ.
Шупашкара Раҫҫейри тата Молдовӑри 11 этноколлектив килӗ. Сцена ҫине Мускаври, Питӗрти, Екатеринбургри, Пушкӑрт Республикинчи, Чӑваш Енри, Молдовӑри ушкӑнсем тухӗҫ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӑватӑ лапамра пуллаштарӗҫ: «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, Культурӑпа ӳнер институтӗнче, Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Трактор историйӗн музейӗнче.
Ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхне сайра тӗл пулакан инструментсем каласа кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче — дудельзак, раушпфайк, бомбарда, зурна, фрестел, цитоль, эрмен дудукӗ, вырӑс кӗсли тата ыттисем.
Мероприятисене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Ҫулталӑкри кӗнекене суйлатпӑр» акци старт илнӗ. Вӑл кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет.
Акципе килӗшӳллӗн, ҫынсем аслисен тата ачасен хушшинче чи нумай вуланакан кӗнекене суйлаҫҫӗ. Ҫакна сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ.
Юратнӑ хайлавшӑн районти тӗп вулавӑш сайтӗнче сасӑлама пулать.
Онлайн-сасӑлав чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗпе раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак сайтрах паллашма май пулӗ.
Пӗлтӗр А.Павловскаян «Вӗренӗ шывӗ те пылак» кӗнеки чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 234-ӑн сасӑланӑ. Вулакансене романри сюжет, чӑваш хресченӗн пурнӑҫне ҫутатни килӗшнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
ЧР Культура министерстви пулӑшнипе республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс ирттерет.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса литература каҫалӑкӗнче пирвайхи утӑмсем тӑвакан 15–30 ҫулсенчи яш-хӗр хутшӑнма пултарать. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ: «Проза», «Драматурги», «Поэзи». Вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине 20 страницӑран ытла мар (вырӑсла ӗҫсене — 12 Times New Roman, чӑвашлисене — Arial Cyr Chuv шрифтпа) пичетлемелле. Кунсӑр пуҫне ӗҫсене СD-диск е флешка ҫинче илсе килме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн 6х8 калӑпӑшлӑ тӗслӗ сӑн ӳкерчӗк пулмалла. Алӑпа ҫырнӑ тата кӗнеке пуххисенче, литература альманахӗсенче пичетленнӗ ӗҫсене йышӑнмаҫҫӗ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитермелле. Тӗплӗнрех 8 (8352) 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвне библиотека сайтӗнче раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вырнаҫтарӗҫ. Чи лайӑх хайлавсене «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче», «Тантӑшра» тата «Самант», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» журналсенче пичетлеме, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература пуххин 5-мӗш кӗнекине кӗртме шантараҫҫӗ.
Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутлани пирки те ун чух каланӑччӗ. Кунсӑр пуҫне аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пынине, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулманнине каланӑччӗ. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнине хыпарланӑччӗ. Халӗ диск кун ҫути курнӑ-курнах. Вӑл сутлӑха та тухма ӗлкӗрнӗ.
омплекта икӗ диск кӗрет: пӗри — чӑвашла, тепри — вырӑсла. Вырӑсла вариантӗнче Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэминчи автор сӑмахӗсене паллӑ актер Михаил Ефремов вулать. Чӑвашла аудиокӗнекере ҫак сӑмахсене вуламашкӑн Николай Сергеева шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |