Раштав уявӗнче, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Екатеринбургран килнӗ «Тзил шоу» «Щелкунчик на льду» (чӑв. Пӑр ҫинчи Щелкунчик) театрализациленӗ шоу кӑтартӗ. Анчах ӑна пурте пӑхаймаҫҫӗ.
Шоу курмашкӑн республикӑри 4 пин ача тивӗҫнӗ. Вӗсене унта парнесемпе те хавхалантарӗҫ. Мероприятие ЧР Элтеперӗнчен чӗнӳ хучӗ илнисем ҫеҫ кӗме пултараҫҫӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви — 1,5 пин ачана, Ӗҫ министерстви — 500 ачана, Шупашкар хула администрацийӗ 2 пин ачана шоу курма чӗннӗ. Шӑпӑрлансем 8–13 ҫулсенче.
2015 ҫулталӑк ҫыннине суйлас сасӑлавӑн вӑхӑчӗ тухмарӗ пулин те ӑна вӗҫлес терӗмӗр. Чӑваш халах сайчӗшӗн ку сасӑлав вӑйӑ шайӗнче ҫеҫ пулсан хӑш-пӗр чӑваша пӗр-пӗри мала тухни кӗвӗҫтерет, хӑйсен ҫыннине кӑларас тесе тем туса та хӑтланма пӑхаҫҫӗ. Ку вара хирӗҫтерет. Чӑваш халӑхӗ унсӑр та тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса кайнӑ, вӗсен хушшинчи хирӗҫӗве татах та вӑйлатас мар тесе Ҫулталӑк ҫынни номинацие паянах палӑртас терӗмӗр.
Ку ята 2015 ҫулта икӗ ҫын тивӗҫрӗ — Виталий Станьял тата Олег Цыпленков. Иккӗшӗ те ҫулталӑк хушшинче чӑвашлӑхшӑн нимӗнпе виҫейми паха ӗҫсем туса ирттерчӗҫ. Виталий Петрович Станьялӑн ӗҫӗсене асӑннӑ чухне эпир Тӗп ваттисен канашне йӗркеленине каларӑмӑр. Ҫавах та унӑн тӗп ҫитӗнӗвӗ урӑххинче — халӑха вӑратас тесе пӗрех май шӑв-шав тунинче. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче «Чемен карти» этнопарка тӑвас ӗҫре те пирӗн шутпа унӑн тӳпи пӗчӗк мар.
Олег Цыпленков та 2015 ҫулта пысӑк ӗҫсем сахал мар турӗ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелениех мӗн тӑрать! Пысӑк ҫакнашкал мероприятисене йӗркелеме чӑвашсем те пултарнине кӑтартса пачӗ.
Красноармейски районӗнчи шкулсенче Литература ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттернӗ.
«Эпир вун-вун пултарулӑх ҫыннипе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Хамӑр ентешпе, пултаруллӑ, пур енлӗ талантлӑ В.В. Рудниковапа иртнӗ тӗлпулу та чылайччен асра юлӗ», — тесе пӗлтерет кун пирки вӑл тӑрӑхри Р. Яковлева.
Валентина Васильевна Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Енӗшкассинчи пуҫламӑш шкула «4» тата «5» паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси шкулӗнче вӑтам пӗлỹ илнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститучӗн химипе биологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче спортпа туслӑ пулнӑ вӑл, тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрнӑ. Аслӑ шкулта пӗлӳ илнӗ тапхӑртах вӑл тракторпа, автомашинӑпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, киномеханик, медсестра удостоверениллӗ пулнӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Чатукасси шкулӗнче ӗҫлеме тӳр килнӗ ӑна. Унтан пурнӑҫ ҫулӗ Сӗнтӗрвӑрри районне илсе ҫитернӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре кино ҫулталӑкӗ. Ҫавна май ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн ҫулталӑк ӑнӑҫлӑ пуҫланнӑ темелле. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хулара кинотеатр уҫӑлнӑ.
Унчченхи «Атӑл» кинотеатр вырӑнӗнче «Тетерин Фильм» ятли уҫӑлнӑ. Унӑн директорӗ — Ольга Тетерина кинопродюсер. Хальлӗхе виҫӗ зала хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗ экрансем лартнӑ. Тепӗр икӗ зала хута яма палӑртнӑ. Ҫапла пилӗк зал ӗҫлӗ. Ку расписание ҫынсемшӗн меллӗ тума май парӗ.
Кинотеатр кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Малтанах унта «Самый лучший день» (чӑв. Чи лайӑх кун) фильм кӑтартнӑ.
Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист.
Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ спектакль лартӗҫ. К.В. Иванов ячӗллӗ ҫав театрӑн художество канашӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен Александр Вампиловӑн "Прошлым летом в Чулимске" пьесине суйласа илнӗ.
Бурят драматургӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман, вӑл 35-рех вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. "Прошлым летом в Чулимске" пьеса ҫырнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулхине "Ангара" альманахра 1972 ҫулта пичетленнӗ. Унти ӗҫ-пуҫ тайга тӑрӑхӗнчи район центрӗнче пулса иртнӗ. Пьесӑри тӗп сӑнар, Валентина, чайнӑйра ӗҫлет. Вӑл Шаманов следователе куҫ хывнӑ. Лешӗн ҫулӗ уҫӑлса пымалла пек, анчах вӑл пысӑк пуҫлӑхӑн ывӑлне айӑплама хӑять.
Спектакль премьерине кӑҫал ҫуркуннне куракан патне ҫитерӗҫ. Спектакле Наталья Сергеева режиссер лартӗ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне ҫитсе хӑйсен юрри-ташшине кӑтартса ҫӳрет. Сцена ҫине тинтерех ура ярса пуснисем те, сумлӑ ят ҫӗнсе илнисем те инҫе ҫула кӗскетсе аякри йӑхташӑмӑрсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ.
Кӑҫал та вӗсем тӗрлӗ региона ҫитӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра иртекен концертсенчен Тутарстан Республикинчи Ҫарӑмсан салинчи Культура керменӗнче кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Раштава халалланине асӑнмалла.
Уява Чӑваш Республиикн халӑх артистки Августа Уляндина пухӗ. Вӑл ыркӑмӑллӑх концертне чӗнет. Программӑна «Ярды» ушкӑн (Шупашкар), «Салам» фольклор ушкӑнӗ (Хусан), MC DANC ADRENALINE ушкӑн (Новосибирск), «ТРИ А» ушкӑн (Шупашкар) та кӗнӗ. Тӗрлӗ хуларан килнӗ артистсен концерчӗ 19 сехетре пуҫланмалла.
Раштавӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Литература ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тухса калаҫнӑ. Социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Рена Осипова районти Литература ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ. ЧНКн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Унтан маттуррисене чысланӑ. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пай редакторне Юрий Борисова, Тӗп вулавӑшӑн тӗп библиотекарьне Светлана Гурьевӑна тата ыттисене Красноармейски район администрацийӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Чи хастар вулакансене те чысланӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ. Трак енсем Литература ҫулталӑкне классикӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ инсцинировкӑпа вӗҫленӗ. Клубсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хайлаври тӗп шухӑша та халӑх патне илсе ҫитернӗ, наци колоритне те кӑтартнӑ.
Фойере вара «К.Иванов — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнекесен куравӗ ӗҫленӗ.
Элӗк районӗнчи Качалав ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Терентьев-Тӑвӑл ачасем валли те, аслисем валли те сӑвӑ-калав ҫырать. «Вӑл вулакан кӑмӑлне шута хурса, ӑна мӗн кирлине чунпа туйса ӗҫлет. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупать. Пурнӑҫ тути-масине астивнӗ хисеплӗ ватӑсем-и, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан кил хуҫисемпе мӑшӑрсем-и, ҫутӑ малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленекен яш-кӗрӗм-и, чарусӑр та хаваслӑ шӑпӑрлан — пурне валли сӑмах тупать вӑл, кашнинпех уйрӑммӑн калаҫнӑн туйӑнать. Урӑхла пултараймасть те. Литература чун эмелӗ пулсан, ҫыравҫӑ — чун сиплевҫи», — ҫапла ырлать ентешне Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат.
Владимир Терентьев «Я жизнь книгой открываю», «Мечтами жизнь полна моя», «Все за любовь...», «Не отрекаются любя» (вырӑсла тата чӑвашла), «Малыши» тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Сӑввисене вӑл 2013 ҫултанпа «Стихи.ру» литература порталӗнче пичетлет, калавӗсене — «Проза.ру» сайтра. Владимир Терентьева 2010 ҫулта чӑваш Ҫыравҫисен союзӗн пайташне илнӗ, 2012 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзне.
Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ.
Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет.
Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |