Космонавтика музейӗнче «Муса Манаров космонавт» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Муса Манаров космоса иккӗмӗш хут хӑпарнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра — сӑнӳкерчӗксем.
Муса Манаров 1951 ҫулта Бакура ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — лакец. 10-мӗш класа Муса Хираманович Улатӑрта ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1974 ҫулта Мускаври авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1987 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вӑл «Союз ТМ-4» краппа орбитӑра пулса курнӑ. Ун чухне ку ҫитӗнӳ пулнӑран ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Ара, космосра вӑл 365 талӑк та 22 сехет те 38 минут та 58 ҫеккунт пулнӑ-ҫке-ха. 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Муса Манаров космосра иккӗмӗш хут пулнӑ. Ун чухне вӑл унта 175 талӑк та 2 сехет пулнӑ.
Муса Манаровӑн пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашас тесен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи Космонавтика музейне курава ҫитмелле.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑна тата Николай Булаткина асӑнса «Асамлӑ чаршав» фестиваль пуҫланнӑ. Ҫак икӗ актер та Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Кашни ял тӑрӑхӗ паллӑ чӑваш драматургӗсен е ҫыравҫисен пьесисем тӑрӑх спектакль лартӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ав, Штанашри культура ҫуртӗнче Николай Угаринӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль лартнӑ. Постановка пӗр пӗрне юратакан Шурикпа Феня тата Вовчикпа Нюра пирки. Аслисем сӑмсине чикнине, ҫамрӑксем хӑйсем пӗр пӗрне ӑнланманнине пула шӳтлӗ самантсем сиксе тухаҫҫӗ. Рольсене Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева, Евгений Майоров калӑпланӑ.
Сӑнсем (23)
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗпе пӗрле чӑвашла календарь кӑларасси пирӗн йӑлана кӗчӗ теме пулать. Чи пирвайхи хут 2012 ҫул валли кӑларнӑ хыҫҫӑн кашни ҫулах ҫак ӗҫе тӑватпӑр.
Кӑҫал та ҫак йӑларан хӑпас темерӗмӗр, пиллӗкмӗш хут пичетлерӗмӗр. 2016 ҫулхи кунталӑка (календаре, эппин) эпир икӗ вариантпа хатӗрлерӗмӗр: пӗри пӗлтӗрхи пекех, тепри вара — «Паянхи улӑпсем» ятлӑ.
«Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» ятлӑскерӗ малтанхи ҫултисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть — унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, официаллисене те манман. Ҫавӑн пекех тепӗр пайӗнче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX-XXI ӗмӗрсенчи паллӑ кунӗсене кӑтартнӑ.
«Паянхи улӑпсем» календарьте вара паян пурӑнакан чи сумлӑ чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсен портречӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен ячӗсем самай паллӑ пулин те пӗлменнисем те ҫук мар. Ҫапла май ҫакӑн йышши календаре «Сӑвар» фонд кӑларас терӗ те. Чӑваш халӑх сайчӗ вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пачӗ. Ку календарьте вырнаҫнӑ: Иван Христофоров, Юхма Мишши, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров (ҫуралнӑ кунсем тӑрӑх йӗркеленӗ).
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.
Патӑрьелти тӗп вулавӑша ҫыравҫӑсемпе поэтсем час-часах килеҫҫӗ. Кӑҫал, Литература ҫулталӑкӗнче, ку енӗпе мероприятисем чылай ирттереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть вулавӑш ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Александр Павлов хӑйӗн «Калавсем» ятлӑ кӗнекине парнеленӗ.
Александр Павлов 1923 ҫулта Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ. Туҫари вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шӑнкӑртамри ҫу савутӗнче, статистикӑра, колхозра тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ.
Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ хыҫҫӑн вӑл хайлавсем ҫырма пуҫланӑ. Ҫак кунсенче унӑн «Асрах ун ячӗ» тата «Эпир те пулнӑ» сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Эппин, халӗ унӑн хайлавӗсемпе ыттисем те вуласа курӗҫ.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сусӑр куракансен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Вӑл «Пурин те пӗр пек пулмалла мар» ятлӑ. Тӗп хулана пукане театрӗсем килнӗ. Вӗсем халӗ сусӑр ачасемпе тата аслисемпе ӗҫлеҫҫӗ.
Паян пӗрремӗш спектакле Шупашкарти Пукане театрӗ кӑтартнӑ. Ачасем «Мышка под солнечным ключом» постановкӑпа киленнӗ.
Фестивале Курган, Караганда, Мытищи, Чуллӑ Ҫыр, Белгород, Ижевск, Симферополь, Ӗпхӳ, Витебск хулисенчи артистстсем килнӗ. Афишӑра Курганти пукане театрӗн «Сияющие ночи» спектаклӗ пӗрремӗш.
Фестиваль вӑхӑтӗнче спектакльсене сусӑрсен килӗнче, Республикӑри ача-пӑча пульницинче, сусӑр ачасен реабилитаци центрӗнче иртӗҫ. Постановкӑсене куҫ курманнисем валли те хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ вӗсем валли премьера кӑтартӗ. Вӑл «Что такое настоящий сюрприз» ятлӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче ӑсталӑх класӗсем те иртӗҫ.
Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.
1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ.
«Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен.
Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 19–23-мӗшӗсенче Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче Ял кинофестивалӗ иртӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 79 ҫул тултарнине халалланӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ирттермешкӗн пилӗк лапам суйланӑ. Вӗсем — Етӗрне, Ҫӗрпӳ хулисем, Муркаш, Элӗк тата Кӳкеҫ поселокӗ.
Кинофестиваль Етӗрне хулинче юпан 19-мӗшӗнче 13 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче халӑх литература хайлавӗсен экранизацийӗсене курма пултарӗ. Тӗслӗхрен, «Испанец», «Цель вижу». Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ кинолентӑсем пулӗҫ: «А зори здесь тихие», «В тумане», «Единичка».
Кинофестивале кирек кам та килме пултарӗ. Фильмсене тӳлевсӗрех кӑтартӗҫ.
Чӑваш халӑх артсистки Нина Яковлева сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнӑ.
Праски рольне калӑплаканскер юбилейне тӑван тӑрӑхӗнче — Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче те — паллӑ тунӑ. Унта Нина Яковлевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Актрисӑна район центрӗнче те юбилейпе саламланӑ.
Нина Михайловна тӑван тӑрӑхне час-часах килсе ҫӳреймест. Хальхинче вӑл унта театрти ӗҫтешӗсемпе килнӗ. Ентешӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Нина Яковлева ҫамрӑклӑхне аса илнӗ. Паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Вӑл чылай сӑнара калӑпланӑ. Ӗҫне кура хисепӗ те. Ентешӗсем унпа мухтанаҫҫӗ.
Унтан актерсем Вӑрмарта чарӑннӑ. Унта та Нина Михайловнӑна саламласа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унта театр ӗҫченӗсем «Чикагӑри асатте пурлӑхӗ» камите кӑтартнӑ. Нина Яковлева тӗп роле калӑпланӑ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн культура шайӗ мӗнле пулни пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Йӗркесӗрлӗхпе темиҫе хут та тӗл пултӑм, ҫавӑнпа шухӑша кайрӑм.
Туй… Лайӑх-ха вӑл. Икӗ ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнинчен мӗн пахи пур? Ӗлӗк ку илемлӗ йӑла пулнӑ. Каччӑ хӗре укҫа парса илни, хӗр юрри, ҫӗнӗ ҫынна тепӗр кунне картлампа шыв йӑттарса, апат пӗҫерттерсе тӗрӗслени… Чӑннипех те хитре. Шел те, халӗ эпир ҫав йӑласене спектакльсенче ҫеҫ курма пултаратпӑр. Халӗ ҫӑмрӑксем туя кафере ирттереҫҫӗ. Пурнӑҫ малаллах каять, ун хыҫҫӑнах талпӑнмалла ҫав пирӗн. Анчах хӑш чухне кафере пухӑнни ытларах ӗҫкӗ-ҫике аса илтерет. Ара, унта эрехе сӗтел ҫине лартаҫҫӗ, мӗн чухлӗ хырӑма кӗрет – ҫавӑн чухлӗ ӗҫ. Пӗррехинче туйра пултӑм. Хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ самаях хӗрӗнкӗ пулнине ку таранчен курманччӗ те тӗлӗнтӗм. Яваплӑ кун ҫапла хӑтланма юрать-и вара? Юрать, хӗрне качча панӑшӑн чунтан савӑннӑ тейӗпӗр. Анчах урӑхла мелпе те савӑнма пулать-ҫке. Тӗслӗхрен, ура ыратиччен ташласа. Самай ӗҫрӗҫ ҫакскерсем. Юлашкинчен ашшӗ тӗп сӗтел ҫине ӳпӗнсе ҫывӑрса кайрӗ. Ҫынсем малалла савӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |