Шупашкарта иртекен кинофестивале кӑҫал 13-мӗш хут йӗркелӗҫ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртӗ.
Кӑҫал та конкурс программине хутшӑнакан фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программӑсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, пресс-конференцисем, ҫавра сӗтелсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Кинофестивале Дмитрий Астраханӑн «Судьба диверсанта» ҫӗнӗ фильмӗпе уҫӗҫ. Ӑна пурнӑҫри пулӑмсене тӗпе хурса ӳкернӗ. Халӗ жюри пайташӗсене, конкурс фильмӗсен элчисене суйлаҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене.
Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл.
Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ.
Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.
Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ.
Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ.
(Г.Н. Архипова асӑнса)\
Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм
Хура лаша валли, ай, пӗветсе.
Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм
Аякри тӑванӑм илттӗр тесе.
Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил,
Аякри тӑванна, ай, аса ил.
Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене. Чунӗ ун хӑҫан тухнӑччӗ-ха тесе интернета пӑхрӑм. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иккен.
«Ҫынпа ҫын хутшӑнса пӗр-пӗрне шанса калаҫнинчен пахи урӑх ҫук» (Хыпар, 2002, ҫертме, 6, 2 с.). «Чӗлхе ыйтавӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулӗ» ятпа пичетленнӗ интервьюри ҫак сӑмахсем палӑртаҫҫӗ пек Геннадий Николаевич уҫӑ кӑмӑллӑхне, культурине… «Бонопартист» тесе тиркетчӗҫ ӑна хӑшӗ-пӗри. (Ман архивра Ф.И. Мадуров калани упранать: «Геннадий Архипов хӑйне титулированнӑй король пек тытать».). Г.Н. Архипов хӑйне патша пек тытнин вӑрттӑнне «тӳрӗ тӑракан пуш пучахпа» ӑнлантарма ҫук.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, университетӑн пӗрлештернӗ команди КВНра палӑрнӑ, Премьер-лигӑна лекнӗ. Тепӗр вӑйӑ пуш уйӑхӗнче иртӗ, ентешӗмерсене те Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ.
«ЧПУн пӗрлештернӗ команди» кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери «КиВиН-2020» КВН фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Сочире иртнӗ. Фестивальте ентешӗмӗрсене ҫӑмӑлах пулман. Ара, унта 457 команда хутшӑннӑ, вӗсен 10 проценчӗ кӑна «Премьер-лигӑна тата «вышкӑна» тухнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енрен ЧПУ команди ҫеҫ кунашкал шая тухнӑ, унччен кун пекки пулман. Сочире иртнӗ фестивальте пирӗн студентсем залри ҫынсене кӑна мар, Александр Масляков телеертӳҫе те култарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Вся жизнь в науке» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ ӑслӑлӑхра) курав уҫӑлӗ. Ӑна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Карьерӑн малтанхи тапхӑрӗнче ученӑй чӑваш халӑх тӗррине тӗпченӗ. Унӑн пичетленнӗ малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри — «К вопросу о возникновении чувашской вышивк». Ӑна Вырӑс музейӗн хыпарлавӗсенче пичетленӗ.
1977 ҫулта Алексей Александрович диссертаци хӳтӗлӗсе искусствоведени кандидачӗ пулса тӑнӑ. Паян А.А. Трофимов – 18 кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.
Чӑваш тӗррине ученӑй Раҫҫейри тӗрлӗ музейра тӗпченӗ. Вӑл чӑвашсен тӗн скульптури пӑлхар скульптурипе ҫыхӑннине тишкернӗ.
А.А. Трофимов тӗрлӗ ордена тивӗҫнӗ.
(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни)
Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем.
Чӑваш хӗрарӑмӗсен ку саманари тӗрлӗ сӑнарӗсене курӑмлӑ сӑрланӑ ҫыраҫӑсемшӗн савӑнтӑм. Литературӑн анлӑ хирне вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ ушкӑнпа харӑс тухнӑшӑн хӗпӗртесе, хамӑн татӑк-кӗсӗк шухӑша каласа хӑварас тетӗп.
Елен Нарпин «Хӗл лариччен» (Ш., Чӑв. кӗн. из-ви, 2019.— 190 с.) кӗнекинче пӗр халайпа вунӑ калав пичетленнӗ. «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавне пӗлтӗр 8-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекине кӗртнӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗ (ертӳҫи — Геннадий Храмов, экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) тата унти «Дом кино» (чӑв. Кино ҫурчӗ) «К полярной звезде» фильм кӑтартнӑ. Фильм-портрет операторӗ — «Красноярск» ГТРКра ӗҫлекен Денис Жемчугов.
Юратса та тӗплӗн хатӗрленӗ ҫак ӗҫе чӑваша, Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Ҫӗпӗре тухса кайнӑ Владимир Мешков художника халалланӑ.
Пулас художник малтанласа сысна та пӑхнӑ. 15 ҫулта типографие ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑнта наборщик ӗҫне хӑнӑхнӑ. Унта райхаҫат кӑларнӑ май хаҫат валли ӳкерме пуҫланӑ.
Ҫапла вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑк художника ҫити ӳснӗ. Тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унӑн куравне Куба ертӳҫи Фидель Кастро йыхравланипе асӑннӑ ҫав ҫӗршывра та йӗркеленӗ.
Ҫурҫӗр енчи халӑхсем пирӗн ентешӗмӗре юратнӑран кашниех хӑйсен тесе калаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ ытахальтен мар пулӗ. Владимир Мешков Ҫурҫӗре капашсӑр юратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |