Чӑваш кӗнеке издательствинче шӑпӑрлансем валли «Ку мӗскер? Угадайте, кто?» кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн хйлавӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Екатерина Васильева.
Кӗнекене алла илсен пӗчӗк ачасем тӗрлӗ чӗрчунпа паллашайӗҫ: кушакпа, йытӑпа, лашапа, ӗнепе, качакапа, сурӑхпа, такапа, сысна ҫурипе, автанпа, кӑрккапа, кӑвакалпа, хурпа.
Кӗнекене икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Сӑвӑсене вырӑсла Андрей Растворцев куҫарнӑ. Кӑларӑма шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли хатӗрленӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти чӑвашсен автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ Валентина Размановӑна асра тытса тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш поэзйӗн каҫне ирттернӗ. Унта чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.
Уявӑн хӑнисен хушшинче чӑвашсен «Дубравушка» (чӑв. Юманлӑх), «Подснежник» (чӑв. Ҫеҫпӗл), ача-пӑчан «Снежинка» (чӑв. Юр пӗрчи) ансамблӗсем тата «Барвинок» украина хорӗн солисчӗ Федор Хазов пулнӑ.
Мероприяти Красноярски ӗҫпе ҫураҫу культура керменӗнче иртнӗ. Унта чӑвашла кнекесен тата РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Мешковӑн ӳкерчӗкӗсен куравӗсене йӗркеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать.
Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Раштав уйӑхӗнчи тӗлпулура клуб хастарӗсем Владимир Степановӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑллӑ калавне сӳтсе явма йышӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ.
Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнерери тӗлпулура Лидия Саринен «Шур пӗркенчӗк» кӗнекине тишкернӗ (сӑнӳкерчӗкре). Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулуӑва кӗнеке авторӗ хӑй те хутшӑннӑ, «ҫавна май калаҫу тата та интереслӗрех, кӑмӑллӑрах» йӗркеленнӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш экземплярне ҫыравҫӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующине Антонина Андреевӑна парнеленӗ. «Варкӑшри» тӗлпулуӑва хутшӑннӑ Антонина Васильевна чылай хайлаври ӗҫсем чӑн пурнӑҫра камсемпе пулса иртнине пӗлнине, прототипсене палланине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хакланӑ тӑрӑх, «Лидия Саринен хайлавӗсем ҫутӑ, ырӑ, ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, чун та вӗсене ӑшшӑн йышӑнать, ытлашши шыв юхтарни ҫук, чӗлхи ансат, хитре. Сӑнарсем идеал мар, кашнин хӑйӗн ҫитменлӗхӗ пур, ҫавӑнпа вӗсем вулакана ҫывӑх. Чӑн пурнӑҫри ҫынсем пекех».
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул Чӑваш тӗррин кунне уявлӑпӑр. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ «Я и чувашская вышивка» (чӑв. Эпӗ тата чӑваш тӗрри) флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӗрӗ — халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и — кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пурин ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарать. Кун пирки регионти Культура министерстви пӗлтерет.
Историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнӑ. Ӑна ҫӗршыври халӑхсен истори тата культура палӑкӗсен патшалӑх реестрне кӗртесшӗн.
Сӑмах май, Мӑкӑр кӗперне 100 ытла ҫул каялла тунӑ. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Халӗ ку вырӑна туристсем юратаҫҫӗ, унта сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтӗртенпе пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне ирттерме тытӑнчӗҫ.
Пӗлтӗртенпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн Халӑх пултарулӑх кафедринче «тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене студентсем ҫирӗп алла илччӗр тесе» вӗрентӳ планне ятарлӑ «Чӑваш тӗрри» ятлӑ предмет кӗртнӗ. Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова конгресӑн тӗнче тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, ку ӗҫ патне пурте ӑнтӑлмаҫҫӗ, ҫавах та ӳсекен ӑрӑвӑн пӗр пайӗ ҫак ӑсталӑха алла илме тӑрӑшни савӑнтарать. Вӗсем чӑваш тӗррине пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ку енӗпе диплом ӗҫӗ хатӗрлени чӑваш тӗррине хисепленине кӑтартать».
Чӑваш тӗррине кунне халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта «Тӗрӗ тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Эльвира Терентьева тата Лидия Архиповв ӑстасен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Чӑвашсен пурнӑҫӗнче тӗрӗ пысӑк вырӑн йышӑнать тесе пӗлтереҫҫӗ центрта. Чӑваш хӗрарӑмӗсем ҫипуҫа ҫеҫ мар, килти ытти япалана та мӗн авалтан тӗрӗпе капӑрлатнӑ. Тӗрлеме пӗлмен хӗр сумлӑ пулман.
Тӗрлеме юратакан икӗ тус — Эльвира Юрьевна тата Лидия Арсентьевна — тӗрлессине чуна лӑплантаракан туртӑм тесе калаҫҫӗ.
Тепӗр ҫул, 2022 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен чӑваш студийӗ вӗренсе килни 50 ҫул ҫитет, ҫур ӗмӗр. 1972-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ валли 19 хӗрпе каччӑ вӗренсе килнӗ вӑл институтран. 8 артист Чӑваш театрӗнче нумай ӗҫлеймен, тӳррех тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Вӗсен хушшинче талантлӑ артист Владимир Бурмистров та, Вӑрнар район каччи. Чӑваш театрӗнче ӗҫлеме пултарайман ытти артистсен ячӗсене те асӑнса хӑварам, вӗсем: Зинаида Андреева, Альберт Белков, Валентина Громова, Иосиф Дмитриев, Николай Ильин, Владимир Маломайкин, Леонид Трифонов.
«Шупашкарта пире асӑрхануллӑ кӗтсе илчӗҫ. Тӗрлӗ театрсене пайласа салатрӗҫ, хваттер тата йӑла ыйтӑвӗсене йӗркелемесӗр хӗстерме пуҫларӗҫ. Эпир парӑнас темерӗмӗр, хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗ патне кайса пӗр чӗлхе тупма пултартӑмӑр. Анчах пире панӑ хваттерсене урӑххисене салатрӗҫ», — тет 1972-мӗш ҫулхи вӑхӑтсене аса илсе Владимир Бурмистров. «Ман хыҫҫӑн театртан Валя Громова тухса кайрӗ, ӑна ушкӑнри чи талантлӑ артистка тетчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |