Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Молодцыгина паян, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткасси ялӗнче 1952 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Шупашкарти культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ театр коллективӗсен режиссёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Валентина Молодцыгина пурнӑҫне, чӑн та, театрпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл Чӑваш пукане театрӗнче, 1975-2007 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта, 2008 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче администраторта ӗҫленӗ.
Юбиляр йывӑр чире пула, шел те, икӗ ҫул каялла пӗр урисӗр тӑрса юлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Валентина Молодцыгинан ывӑлӗ Андрей ашшӗпе (Валерий Молодцыгин та артист пулнӑ, анчах пурнӑҫран ҫамрӑклах уйрӑлса кайнӑ) амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсать.
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускаври Патшалӑх истори музейӗнче И.Е. Забелин премийӗпе чысланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри сумлӑ премие 2019-2020 ҫулсенчи ӗҫсемшӗн панӑ. Чи лайӑх ӗҫсене 2021 ҫлхи юпа уйӑхн 5-мӗшӗнчех музейӑн Учёнӑй канашӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ-ха. Халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Наталия Захарова та пулнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII–XIX вв.» кӗнеке-альбома виҫҫӗмӗш вырӑншӑн чысланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан чӑваш хӗрӗ чӑвашла калаҫакан пуканесем ӑсталать. Ылтӑн алӑллӑ ӑстасен йышӗнче — Валентина Белова (Громова). Вӑл шӑпах пуканесене чӑвашла калаҫтарать те. Пуканесене ӑсталаса, вӗсем валли тӗрлӗ тум ҫӗлесе ытти ҫынсем те пулӑшаҫҫӗ.
33 ҫулти хӗр пуканесемпе тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче паллаштарать. «Контактра», сӑмахран, унӑн «PUKANE.RU» паблик та пур. «Туссем, сирӗн умра алӑпа ҫыхнӑ пуканесем. Тӗлӗнмелле ҫeмҫe те илемлӗ. Cacӑллӑ», — паллаштарнӑ хӗрарӑм.
Валентина Белова (Громова) 1988 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ.
Чӑвашла тумланнӑ, чӑвашла калаҫакан пуканесем туянас тесен 21-22-87 номерпе шӑнкӑравламалла. Пуканисем вара тем тӗрлисем те пур: ҫыхнисем те, пластикран ӑсталанисем те, сувенир евӗр хатӗрленӗ тухьяллисем те.
Эс пурнӑҫран уйрӑлса кайни 25 ҫул, чӗрӗк ӗмӗр ытла иртсе кайрӗ. Кӑҫалхи 2022 ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара, пурӑннӑ пулсан, сан 60 ҫула ҫитнӗ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Анчах пурнӑҫу питӗ кӗске пулчӗ, 34 ҫула ҫитсе эсӗ пиртен уйрӑлса кайрӑн. Пурӑнса ӗлкӗрнӗ 34 ҫул хушшинче мӗн туса ӗлкӗрнин пӗр пӗчӗк пайне, хӑв пурӑннӑ чух кӑларма ӗмӗтленсе кӗнекен ятне те хӑвах панӑ «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекӳне 2006-мӗш ҫулта ман Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларма тӳр килчӗ. Вунӑ ҫул хушши тапаҫлантӑм сан хӑв пурӑннӑ чух курма ӗмӗтленнӗ кӗнекӳне кӑларас тесе. Юлашкинчен, ку ыйтупа культура министрӗ патнех ҫитрӗм. «Чун кирлӗ, чун!.» ятлӑ кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗ 2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пичете ҫирӗплетрӗ. Ҫапла майпа, 2006-мӗш ҫулта, эс пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа вунӑ ҫул иртсен сан кӗнекӳ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке уявне, паллах, ирттермеллехччӗ! Халӗ пулсан Наци библиотекинче ирттереттӗм, анчах ун чух библиотекӑсем ун пек анлӑ мероприятисем ирттерместчӗҫ. Театрта канмалли кун, тунтикун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттертӗм.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчи кивӗ шкул ҫуртӗнче 2015 ҫултанпа таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. Ун валли экспонатсене пӗрчӗн-пӗрчӗн вырӑнти вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Патраева пухнӑ.
Ольга Патраева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «музей уйрӑм ҫынсем, «Авангард» ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшнипе хӑй ӗҫне пурнӑҫлать».
«Музейра экскурси ирттернӗ май ачасене тӑван кӗтесӗн хисеплӗ ҫыннисемпе, мӑн асатте-асаннесен кун-ҫулӗпе паллаштаратӑп. Вӗсем авалхи япаласем ҫинчен пӗлӳ илеҫҫӗ, хӑйсен аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ. Ачасем йывӑҫран тунӑ савӑт-сапапа усӑ курнӑ, пир-авӑр тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ, сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫ вӑхӑтӗнче «пулса кураҫҫӗ». Экспонатсем пирӗн асатте-асаннесем мӗнле ӗҫсем тунине, кулленхи пурнӑҫра епле япаласемпе усӑ курни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейра ачасем чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллашаҫҫӗ. Экскурси вӗҫленеспе чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса фотосесси ирттереҫҫӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи экспонатсен пӳлӗмӗ те пур кунта», — тесе хыпарланӑ Ольга Патраева.
Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.
Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ. Александр Пушкин вӗсен патӗнче час-часах пулкаланӑ. Карамзин вара чӑвашсем ҫинчен лайӑх асӑннӑ. Пушкин библиотекин ҫӳлӗкӗсем ҫинче Бичурин кӗнекисем, Рычков кӗнекисем, вӑл кӗнекесенче чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ цитатӑсене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Никита Бичурин аслӑ поэта, чӑвашсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ, хӑй чӑваш пулнӑран.
Ҫапла ӗнтӗ, Пушкин чӑвашсем ҫинчен, Карамзинран та, Бичуринран та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, кашнине хӑйсен ирӗклӗ обществинче, ялӗсенче пулӑшаҫҫӗ.
Виҫӗмкун, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Андрей Растворцев писатель, поэт, куҫаруҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 9 сехет те 30 минутра Республикӑн клиника пульницин ҫуртӗнче сывпуллашӗҫ.
Вӑл Амур облаҫӗнчи Гонжа ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ачасем валли те ҫырнӑ, аслисем валли те.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ, Галина Матвеева, хакланӑ тӑрӑх, прозӑра ҫеҫ мар, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ вӑл; унӑн сӑвви-калавӗ Раҫҫейри, ун тулашӗнчи хуласенче тухса тӑракан сумлӑ кӑларӑмсенче (электронлӑ журналсенче, пичет хатӗрӗсенче) ҫапӑнса тухнӑ, вулакансене калаҫтарнӑ, тавлаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Растворцев чӑваш литературине вырӑсла куҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр килтех музей йӗркеленӗ. Экспонатсене вӗсем хӑйсем пуҫтарнӑ. Ку тӗллевпе килӗрен те ҫӳренӗ. Пӗррехинче вара кӑларса ывӑтнӑ кивӗ ӑпӑр-тапӑр купи патне те япала пуҫтарма кайнӑ.
Филимоновсем музей йӗркелеме 40 ҫул каяллах пуҫланӑ. Ямаш шкулне ӗҫлеме килсен Ираида Николавнӑпа Николай Петрович коллекци пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсен историпе таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ялта килӗрен ҫӳресе кирлӗ мар япаласене ыйтнӑ.
Ираида Николаевна шкулта чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентнӗ. Ҫавна май экспонатсем ӑна уроксем ирттерме те кирлӗ пулнӑ. Халӗ весем музей пулӑшнипе истори пирки ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлтересшӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |