Чӑваш кӗнеке издательствинче «Кӑшӑлвирус» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Владислав Николаев.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус «ытлашши ан иртӗхтӗр тесе 2020 ҫулта ахаль ҫынсен пурнӑҫне чылай ҫӗнӗлӗх кӗртрӗҫ: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелӗпе вӗренме, ӗҫлеме хӑнӑхтарчӗҫ, маскӑпа тата перчеткепе ҫӳремелли йӗркене йышӑнчӗҫ, пӗр-пӗринчен метр ҫурӑ аякра тӑмалла турӗҫ...
Ҫак тапхӑрта мӗн ҫинчен пуҫ ватаҫҫӗ-ши ҫамрӑксем? Мӗн пӑшӑрхантарать-ши вӗсене? Кун ҫинчен Владислав Николаевӑн ҫӗнӗ кӗнеки каласа парать».
Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2020 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗн трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльпе ҫӗнӗ сезона уҫрӗҫ. Театрта пӗлтернӗ евӗр, мистикӑллӑ драма «кашни ҫыннӑн чунӗнчи ырӑпа усал, ҫутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх темине ҫӗклет. Спектакле иртнӗ ӗмӗрӗн кунӗсене кӑтартма фольклор элеменчӗсемпе пуянлатнӑ».
Театрта ӗнер ҫамрӑксем питех те йышлӑччӗ. Вӗсем Пушкин карттипе пынине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак йӗркесен авторне тыткӑнлани — ҫамрӑксем спектакле кӑсӑкланса пӑхни. Шкулсенчен е ытти вӗренӳ учрежденийӗнчен ушкӑнпа пынӑ ҫамрӑксем шавлама юратнине унчченхи ҫулсенче пӗрре кӑна мар сиснӗччӗ, театрта ӗҫлекенсен вӗсене шӑпрах ларма темиҫе хутчен те асӑрхаттарма тивнине куркаланӑ.
Ӗнерхи спектакль хыҫҫӑн залри халӑх «Браво!», «Молодцы!», «Маттур!» тесе темиҫе хутчен те каларӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ.
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)
2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес. Глубинное, философское, неоплатоническое послание о мире мертвых, о мире вечных архетипов, о пробуждении духов стихий». – Дугин А.Г. Формирование нашего сознания через русский театр. Студия «Аврора», 2020 г.).
«Вилнисем ҫук, вилӗм те ҫук», — тесе ӗненнӗ Метерлинк.
А.Г. Дугин лекцийӗнчен:
«Тильтильпе Митиль вилнисен тӗнчине ҫитеҫҫӗ. Ку вӑл шаман тӗнчен тӗрлӗ сийӗсене ҫул ҫӳренин классикӑлла пуҫламӑшӗ. Малтан ачасем аслашшӗпе асламӑшӗ пурӑнакан ҫӗре лекеҫҫӗ. Кунтах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пиччӗшӗ-шӑллӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем.
Ача-пӑча туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ Чӑваш Енре ӗҫлет. Вӑл — Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Фёдорова.
Мускавра «Турист инфраструктурине аталантарасси» ятпа регионсем хушшинчи форум иртнӗ. Унта «Туризм енӗпе профессире чи лайӑххи» преми ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Асӑннӑ конкурса Ростуризм ҫулсерен ирттерет. «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Федорова «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Этнокомплекс Шупашкартан 28 километрта вырнаҫнӑ. Унти маршрутсенчен пӗри – Улӑп ҫӗрӗ патне ҫитсе курни. «Авалхи чӑвашсен асамлӑ ҫаранӗ» маршрута вара шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Унта ачасем «Вайӑ картине» те тӑраҫҫӗ.
2022 ҫулта Республика кунне Шупашкарта тата Куславкка районӗнче уявлӗҫ. 165-мӗш номерлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа муниципалитет пӗрлешӗвӗсене социаллӑ экономика енчен аталантарма, район-хулана укҫа-тенкӗ илӗртме хавхалантарас тӗллевпе йышӑннине пӗлтернӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Республика кунне ирттерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрлемелле, Куславкка районне республика ертӳҫин укҫине уйӑрса памалла.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ.
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей».
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ».
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлекен Эдурад Кириллова паян Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Эдуард Васильевич — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн юбилейне уявланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Эдурад Кирилловпа ӗҫлекенсем аккомпаниатор-концертмейстерӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе вӑл юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 104-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӗ. Ун чухне куракансене чӑваш классикӗ Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйтан чури» спектакль кӑтартӗҫ.
Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Композиторӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина.
Ӗҫе Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
ЮПА | 04 |
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Урал тӑрӑхӗнчен таврӑннӑ. Унта пуканеҫӗсем «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) федераци программипе килӗшӳллӗн кайнӑ.
Ҫӗнӗ Уралти пукане театрӗн тата Екатеринбургри Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменӗн сценисем ҫинче артистсем «Голубка» спектакль-мюзикл кӑтартнӑ. Куракансем ӗҫе кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Урал тӑрӑхӗнче пулнӑ май артистсем унти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Унтан вӗсем хавас кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |