Шупашкарти «Мир Луксор» кинотеатр хупӑнӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра тепӗр ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Чӑн та, cheb.media пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта 83 миллион тенкӗпе сутса ярасшӑн-мӗн. 1961 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫав ҫурт хула варринче. Унтан тем те тума пулать. Пурӑнмалли ҫурт-и, бизнес-центр-и, канупа суту-илӳ ҫурчӗ-и... Асӑннӑ кинотетарта — куракансем валли икӗ зал. Унта юсав ӗҫне пӗр 20 ҫул каялла туса ирттернӗ.
Мӗн тӑвӑн, «ҫӳлтисем» лайӑхрах пӗлеҫҫӗ пулӗ — хӑҫан тата мӗн сутмаллине, мӗн тусан мӗн пулассине...
Чӑваш Енри икӗ театрӑн ертӳҫисем Раҫҫейри наци театрӗсен ассоциацийӗн конференцине хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Юрий Владимиров тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева. Пирӗн тӑрӑхран унта, тен, тата такам кайнӑ пулӗ, анчах эпир Ҫамрӑксен театрӗ Фейсбука лартнӑ сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх ҫавӑн пек ӑнлантӑмӑр.
Карелин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртекен мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи театрсен директорӗсем, тӗп режиссёрӗсем, илемлӗх ертӳҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫӗнӗ института йӗркелессипе ҫыхӑннӑ конференцие 31 театр хутшӑнать. Форум темиҫе куна пырӗ. Унта Наци театрӗсен ассоциацийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелес сӗнӳпе 2019 ҫулта Раҫҫейӗн наци драма театрӗ тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Урал тӑрӑхӗнчи Пермь хулинчен килнӗ Андрей Попов ертсе пыма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Фейсбукри культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ертӳҫӗ хӑйӗн малашлӑх планӗсемпе «Советская Чувашия» хаҫата паллаштарнине сӳтсе яваҫҫӗ. Мӗншӗн шӑпах вӑл кӑларӑма тесе мар-ха. Андрей Поповӑн ӗмӗт-шухӑшне.
Ҫамрӑк ертӳҫӗ кураканӑн «портретне» ӑнланасшӑн, театрӑн ребрендингне ирттересшӗн, брендбукне йӗркелесшӗн. «Бренд» сӑмаха пирӗнтен чылайӑшӗ ӑнлананать ӗнтӗ, хайхи-майхи «ребрендинг» вара «брендбука» улӑштарса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.
Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.
Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.
Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗн тилхепине Андрей Попова тыттарнӑ. Андрей Викторович пирки ҫак самантра нимех те пӗлместпӗр.
Хыпара каярах ҫӗнетӗпӗр.
PS. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Попов 36 ҫулта. Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен балет артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ, каярах унти патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче балетмейстер-репетитора тата Аслӑ экономика шкулӗнче юриста вӗреннӗ.
2003-2010 ҫулсенче Пермьри П.И. Чайковский ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче балет солистӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗнче, Пермьри хореографи училищинче, Пермьри патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче, Питӗрти балет театрӗнче балет труппин заведующийӗнче тата директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Екатеринбургри «ТанцТеатр» балет труппин филиалне ертсе пынӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Кун пирки театрӑн сайтӗнче хыпарланӑ.
Анонс тӑрӑх хакласан, фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Тепӗр кунне, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, куракансене Фёдор Васильевӑн «Сарпике» икӗ пайлӑ балетне йыхравлаҫҫӗ, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче — Георгий Хирбюн «Гарспи» оперине. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ мероприяти ытти ҫул та иртнӗ. 2019 ҫулта ӑна халалласа пресс-конференци йӗркелесен театр ертӳҫисем наци кадрӗсем енӗпе йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине палӑртнӑ. «Чӑвашла пӗлекен солистсем сахал пирӗн. Аслӑ ҫулти рольсене калӑпламашкӑн артистсем ҫителӗклӗ тӗк, ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук. Пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче те ку енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеҫҫӗ», — тенӗ ун чухне Анатолий Ильин режиссер. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчеАндрей Михайлов корреспондент пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.
Аса илтерер: Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев профессионал коллективсене пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама грантсем уйӑрса парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ "Сӑр чикки" оперӑна лартмашкӑн 5 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кӑҫал Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫул тултарать, ҫавна май уяв мероприятийӗсене ирттерме 5 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗ чӑваш тӗррин шкулӗпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫлама 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли "Симфо-фолк - пур вӑхӑт кӗвви" проекта 3 млн тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, кӑҫалтан 6 проекта пурнӑҫлама пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗлӗх грант параҫҫӗ.
Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен «Ҫӑлкуҫ» кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафене чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ.
Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрленӗ повар — узбек (аса илтерер: «Ҫӑлкуҫ» кафен хуҫи улшӑннӑ). Шӳрпене узбексем те пӗҫереҫҫӗ, ӑна «шурпа» теҫҫӗ.
Уява Тимӗр Тяпкин уҫнӑ. Сӑмах калакансен йышӗнче Ваттисен Канашӗн председателӗ Николай Адёр пулнӑ. Вӑл чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен ҫитӗнӗвӗ пирки Николай Балтаевӑн ывӑлӗсем каласа панӑ. Аттил хальхи вӑхӑтра Питӗрти академире вӗрентет иккен, унӑн арӑмӗ ятарласах чӑвашла вӗреннӗ. Асаматӑн та ҫитӗнӗвӗсем сахал мар. Чехире ӗҫлесе пурӑнать пулин те ӑна ҫавах тӑван ене туртать. Нумай пулмасть унӑн пӗр ӗҫӗ Дубайра пӗрремӗш вырӑна тивӗҫни пирки те вӑл каласа панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |