Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре «Record» радио калаҫма тытӑнӗ. Ӑна 101.5 ФМ хум ҫинче итлеме май килӗ.
Асӑннӑ хум ҫинче мларах «Авторадио» калаҫнӑ. Малашне вӑл 104.2 ФМ диапазона куҫӗ, «Радио родных дорог» (чӑв. Тӑван ҫулсен радиовӗ) холдинга кӗрӗ.
Сӑмах май, «LoveРадио» та хӑйӗн хумне улӑштарӗ. Ӑна 97.3 ФМ диапазонта шырамалла.
Асӑннӑ улшӑнусем юпа уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ.
«Record» радио пирки каласан, вӑл – Раҫҫейӗн ташӑ радиостанцийӗ. 1995 ҫулта уҫӑлнӑскере Раҫҫейӗн 160 ытла хулинче тата Кӑркӑстанра итлеме пулать. Унӑн тӗп музыка формачӗ — Dance CHR тата EDM.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ театр сезонне уҫма хатӗрленет. Асӑннӑ куна культура учрежденийӗнче палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Чаршав черетлӗ хутчен авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Куракансене ун чухне премьерӑна йыхравлаҫҫӗ. 89-мӗш театр сезонӗ Вячеслав Оринов режиссёр лартнӑ «Савтепи» спектакльпе уҫӑлӗ.
Халап никӗсӗнче — тӑлӑх ӳснӗ хӗр, Савтепи, шӑпи. Вӑл савнӑ каччине Акманене ҫартан килессе кӗтсе пурӑнать. Вӗсем телейлӗ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленнӗ-ҫке. Ҫартан килнисем хушшинче савнӑ каччӑ пулманран хӗр ӑна шыраса тупас тӗллев лартать...
...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!
Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.
Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ...
Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ.
Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп.
Чӑваш Енре Вырӑс драма театрӗн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев 131-мӗш номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, театр 2022 ҫулта 100 ҫул тултарнӑ тата вӑл професси театр ӳнерне йӗркеленме тата аталанма тӳпе хывнине кура килес ҫул тӗрлӗ уяв мероприятийӗ ирттермелле. ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн валли ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелеме тивӗҫ. Тӗп мероприятисен планне те ҫирӗплетмелле.
Театр юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнассипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисене те хастар пулма сӗннӗ.
Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртессине палӑртнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Палӑртмалла: кинофестиваль пӗрремӗш хутчен 2008 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне ют ҫӗршыври актерсемпе кинорежиссерсене чӗннӗ. Тепӗр ҫулхине республика влаҫӗ кинофестиваль ирттерессине йӑлана кӗртме йышӑннӑ. Ҫакна РФ Культура министерстви те ырланӑ.
Ку таранччен кинофестивале пин-пин ҫын ҫитсе курнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фильмсене унта тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ.
Кӑҫалтан пирӗн ҫӗршыври ачасем «Пушкин карттипе» усӑ курма пуҫлӗҫ. Аса илтерер: ӑна ҫӗршыв ертӳҫи сӗннипе хатӗрленӗ. Асӑннӑ карттӑпа ачасем культура тата ӳнер учрежденийӗсене тӳлевсӗр ҫӳрейӗҫ. Карттӑпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен усӑ курма май килӗ. Ун ҫинче 3 пин тенкӗ пулӗ. Ӑна 14-22 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем илейӗҫ.
Пирӗн республикӑри учрежденисенчен 12-шӗ «PRO.Культура.РФ» порталта модераци тухайнӑ. Ҫав шутра 6 театр: Оперӑпа балет театрӗ, Чӑвашдрамтеатр, Вырӑс драма театрӗ, Ҫамрӑксен театрӗ, Пукане театрӗ, Сӑнавлӑ театр; виҫӗ концерт учрежденийӗ: Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Симфони капелли; 3 музей: Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗ.
ҪУР | 30 |
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,
Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —
юрлаҫҫӗ юрӑра.
Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур. Арамаҫи тухӑҫра хӑлахсен мифологинче паллӑ ту, авалхи эрменсен ӗненӗвӗнче унта турӑсем пурӑннӑ, тенӗ, урӑхларах каласан, вӑл эрменсен Олимпӗ шутланнӑ, ахӑртнех, авалхи чӑвашсемшӗн те ҫав пӗлтерӗшпех ҫӳренӗ пуль.
Сарту, Шурту, Улату, Йӗкӗрту час-часах тӗл пулать чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче. Шукӑльту тени те пур, ку, ахӑртнех, Жигули тӑвӗсене пӗлтернӗ пулас. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Чикмерен анатарахри ҫӳллӗ сӑртсене Ар-Сӗнтер тенӗ, «Ар-Сӗнтӗрпеле Улатимӗр тӑвӗ ҫинче хула пулнӑ,— тени пур Ашмарин словарӗнче. — Ар-Сӗнтӗр ту ҫинче тутар ӗмпӳ пулнӑ, Улатимӗр тӑвӗ ҫинче — чуаш ӗмпӳ.
Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин хушнипе пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене «Пушкин карттине» пама тытӑнӗҫ. Ӑна илес тесен патшлӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе ыйтса ҫырмалла.
Асӑннӑ карттӑ ачасемпе ҫамрӑксене культура учрежденийӗсене патшалӑх шучӗпе кӗме май парӗ. Картта ҫинче 3 пин тенкӗ укҫа пулӗ. Карттӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав 31-мӗшӗччен вӑйра пулӗ. Унпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курайӗҫ. Килес ҫул карттӑна ҫӗнӗрен, ун чухне ҫулталӑклӑха, кӑларӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те асӑннӑ проекта хутшӑнӗ.
Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман.
Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ.
Александр Степанов полиглот, чӗлхеҫӗ, Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхисене вӗрентекен, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ши тесе «Контактра» социаллӑ тетеле тишкернӗ.
«Чӑваш чӗлхине аталантарас тесе нумай шӑв-шав ҫӗклетпӗр, конференцисемпе ҫавра сӗтелсем ирттеретпӗр. Кӑҫалтан 2025-мӗш ҫулччен тӑван чӗлхене аталанма пулӑшакан «Культура министерствин ятарлӑ программине» те йышӑнчӗҫ. Кашни ҫул 5-7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ патшалӑх (ку цифрӑсемшӗн савӑнмалла-ши е тӗлӗнмелле-ши? Эпӗ калама пултараймастӑп). Пылак-пылак тенипе ҫӑварта пылак пулмасть ҫав. Вконтакте социаллӑ тетеле тишкертӗм. Тӗллевӗ — эп хутшӑнакан ушкӑнсемпе ман юлташсем, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, чӑваш чӗлхине упраса аталантарас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем чӑвашла е икӗ чӗлхепе постсем кӑлараҫҫӗ-ши? Мӗн шутлатӑр??????? Тӗрӗс хурав патӑр, ҪУК!!!!! Ку мӗне пӗлтерет-ши? Ман шутпа, ку сӑмахпа ӗҫ тӳр килменни е суя. Эпӗ асӑннӑ ҫынсем чӑвашлӑхшӑн, чӗлхешӗн, халӑхшӑн мар, хӑйсемшӗн, пиаршӑн ҫунаҫҫӗ. Тепрехинче ҫын эпӗ чӑваш чӗлхине, халӑха хисеплетӗп, вӗсем умӗнче пуҫ таятӑп тесен социаллӑ тетелти страницине уҫӑр та вӑл чӑн е суя сӑмах каланине тӗрӗслӗр», — тесе ҫырнӑ Александр Степанов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |