Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юрри — халӑхӑн музыкӑпа поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ» темӑпа лекци вулӗҫ. Асӑннӑ темӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Алиса Агакова уҫса парӗ.
«Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Тарӑн шухӑшлӑскер паян та пирӗн чӗремӗрсен шалти хӗлӗхӗсене хускатать. Вӑл юрра пурте пӗр пек килӗштереҫҫӗ. Ҫав шутра Андриян Николаев космонавтпа Геннадий Волкова академик та пулнӑ.
Ҫак тарана ҫитсе юрра тӗрлӗ композитор 30 ытла хутчен илемлетнӗ. Чӑваш халӑхӗн урӑх пӗр юррине те ун чухлӗ илемлетни пулман.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Мероприятие Александр Ангаров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл 1976 ҫултанпа ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври культура институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ.
«Мелодии родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑх ҫеммисем) концерт программине маэстрӑн лайӑх постановкисем: «Тӑван Чӑваш Ен», «Лармара», «Вӑйӑра» вокалпа хореографи сюитисем, «Урам савӑнать», «Тӑхӑрпӳ», «Кӑкшимке» хореографи номерӗсем — кӗрӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фончӗ шутланаҫҫӗ.
Куракансем валли ҫӗнӗ ӗҫсем те хатӗрленӗ. Лолита Чекушкина музыкипе «Чуна уҫма юрла, тӑван» сюита, Анатолий Шалаевӑн ӗҫӗ тӑрӑх — инструментсен номерӗ.
Концерт курма Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне каймалла. Мероприяти юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
«Доктрина Cоздателя» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Нумай пулмасть ҫӗртме уйӑхӗнче вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Доктрина создателя» (чӑв. Пултаракан доктрини; Тӑвавҫӑ доктрини) ят панӑскерте автор эпир курма хӑнӑхнӑ тӗнче курӑмне ҫӗнӗлле пӑхма вӗрентет. Унӑн иккӗмӗшле ячӗ — «Этемлӗхӗн Чун Интернационалӗ е пирӗн цивилизацине ыран мӗн кӗтет».
Кӗнеке авторӗ — техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ АТН, РАЕН академикӗ, ОАЕГН президенчӗ Маслов Леонид Иванович Аслӑ Тӗнче уҫлӑхӗн Ӑс-тӑнӗ тивӗҫтернӗ информацие кӗскен каласа панӑ. «Доктрина Создателя» кӗнекере халӑх пӗрлӗхӗн аталану ҫулӗн ҫӗнӗ модельне сӗннӗ. Кунта ӑнланмалла чӗлхепе ҫынпа Уҫлӑх хушшинчи ҫыхӑну епле йӗркеленни пирки каласа панӑ. Тӗнче уҫлӑхӗ мӗнле йӗркепе — Канонсемпе — аталанса пынине уҫса панӑ, кӗнекери шухӑшпа этемлӗх вӗсене тӗпе хурса аталанма.
Ҫамрӑксемшӗн кӗнекери «Ҫӗнӗ ӑру валли ҫырнӑ халал» юлашки сыпӑк кӑсӑклӑ пулӗ. Пултаракан паракан пӗлӳ ҫын кам иккенне тӗпренех улӑштарать.
Кӗнеке кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 5 пин тиражпа тухнӑ пулнӑ, анчах вулакансем ӑна пит хӑвӑрт туянса пӗтернӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сумлӑ ҫынсен паллӑ кунӗсене уявлаҫҫӗ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Валентина Смирнова-Геворкян театр труппинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрринче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнчен, Сартури В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентет, профессор.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара, оперӑпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев 50 ҫул тултарнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене ҫак эрнере премьерӑна йыхравлать. Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Телей кайӑкӗ» спектакль пӗтсе пыракан чӑваш (тепӗр тесен, ун пекки Чӑвашра ҫеҫ-и?!) ялӗ ҫинчен. Трагикомедие курма театра юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каймалла.
«Телей кайӑкӗ» спектакль пирки ticketform.ru билет операторӗ ҫапларах ӑнлантарса панӑ: «Арҫынсӑр юлнӑ пӗтсе пыракан ялта пурте хӑй пек телейсӗр, анчах кашнин нуши пӗрлехи инкек пулса тӑрать те, ял-йыш ырлӑхӗпе харпӑр хӑй телейӗшӗн мӗнпурӗ хӑй пӗлнӗ пек тапаҫланма тытӑнать…
Ялта хӗрарӑмсем те ачасем кӑна, колхоз юхӑннӑ, культура вучахӗ сӳннӗ, ӗҫ ҫуккипе арҫынсем инҫете тухса кайнӑ, вӗренекенсем сахаллипе шкула хупасшӑн — ку паянхи Раҫҫейре пурте палласа илекен ӳкерчӗк. Ӑҫта ҫӑлӑнӑҫ, мӗн тумалла шкула сыхласа хӑварас тесен? Паллах, ача шутне ӳстермелле. Анчах… таврара та пӗр арҫын ҫеҫ. Пуҫланать ялта хирӗҫтӑруллӑ пӑтӑрмах! Хветура, ҫӗр ҫултан иртнӗ аптраман кинеми, «килтен писнӗ Куйкӑрӑш кайӑка каялла тавӑрмасӑр ман вилме ирӗк ҫук» тесе шутлаканскер, ялта йӗрке тума пикенет: никам сисиччен мӑнукӗн «алӑран вӗҫерӗннӗ» мӑнукне, Саньккӑна та, хӗрарӑмсене те «вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах», соцсетьсем урлӑ, «тӑна кӗртсе» пурӑнать.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ.
«Ылтӑн алӑ» номинацире Етӗрне районӗнчи Наталия Иванова ҫӗнтернӗ, «Тӗпел хуҫи» номинацире — Ӗренпур облаҫӗнчи Надежда Сафронова, «Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗнче» — Муркаш районӗнчи Светлана Иванова-Мерчен, «Эткер пирӗштийӗнче» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Людмила Герасимова, «Ӑс-хакӑл арчинче» — Красноармейски районӗнчи Любовь Платонова.
Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Вероника Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна Чӑваш Енри санаторисенчен пӗринче канма путёвка панӑ. Унта вӑл мӑшӑрӗпе кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар-тӗлпулу «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем чӑваш халӑх ҫыравҫисемпе тата поэчӗсемпе: Юрий Сементерпе, Анатолий Кипечпе, Светланой Асаматпа, Раиса Сарпипе — тӗл пулнӑ, вӗсен паха опычӗпе паллашнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем: Лидия Филиппова, Улькка Эльмен, Светлана Гордеева, Василий Кервен, Ара Мишши, Галина Кӗмӗл, Анатолий Хмыт, Иван Чураль; Александр Шпаннагель, Александр Сасакин, Елена Светлая, Мальвина Петрова, Инесса Шашкина тата ыттисем те — семинара хутшӑннӑ.
ЮПА | 09 |
Унтанпа нумай ҫул иртсе кайрӗ. Хӗрӗх ҫула яхӑн. Пӗрех унӑн сӑнӗ, калаҫӑвӗ, чӗлхи, тыткаларӑшӗ манӑн асӑмран тухмасть. Тепӗр чухне шутлатӑп: мӗншӗн кун кӗнеки ҫырса пыман-ши? Паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ самантсем, пулӑмсем питӗ нумай пулнӑ-ҫке!.. Шел, хӑшӗ-пӗри кӑна асра юлнӑ.
Ҫавӑн пек пулӑмсенчен пӗрне — Яков Ухсайпа тӗл пулнӑ самантсене — вулакан патне ҫитересшӗн те паян. Сӑлтавӗ те ҫук мар. Пӗрремӗшӗ: аслӑ пиччемӗрсене, ӗҫтӗшсене, чӑваш чӗлхине, литературине сума суни, хисеплени пит палӑрсах каймасть халӗ. Иккӗмӗшӗ: кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ, М. Горький ячӗллӗ РСФСР, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Паллӑ кунӗ ҫывхарать пулин те, ниҫта та унӑн ятне асӑннине, патшалӑх шайӗнче уява хатӗрленнине илтмерӗм, курмарӑм. Эпир ӳссе ҫитӗннӗ вӑхӑтра вара Яков Ухсай Раҫҫейри паллӑ поэтсенчен пӗриччӗ, Мустай Карим, Расул Гамзатов (иккӗшӗ те — Социализла Ӗҫ Геройӗсем) поэтсемпе пӗр шайраччӗ. Пирӗн ентеш те вӗсен шутне кӗмелли ҫынччӗ, анчах «ырӑ ҫынсем» тӑрӑшнипе ӑна хамӑр хушӑрах — Чӑвашрах — путарса лартрӗҫ.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче канма, ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне юсама-ҫӗнетме тӑван ялне — Канаш районӗнчи Ушанара — пырса ҫитнӗ Станислав Сатур сӑвӑҫа ентешӗсем Культура ҫуртне тӗлпулӑва чӗннӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ.
Станислав Николаевича ентешӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑпа, чечекпе кӗтсе илнӗ. Тӑхӑр кӗнеке авторне хисеп туса ун пултарулӑхне кӑтартакан стенд йӗркеленӗ.
Поэт тӗлпулӑва пушӑ алӑпа кайман. Маларах асӑннӑ кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, «ентешӗсене вӑл кӑҫал тухнӑ «Чӗнӳллӗ ҫул» тата вырӑсла-чӑвашла пичетленнӗ «Станислав Сатур сӑввисем. Стихи Станислава Садура» кӑларӑмсене парнеленӗ».
Республикӑн бизнес-инкубаторӗ тата Чӑваш Енре туризмпа хӑнасене кӗтсе илес индустрие аталантарассипе ӗҫлекен агентство «Чӑваш Енӗн турист сувенирӗ — 2021» конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫсейри халӑх промыслисен «Ладья. Зимняя сказка 2021» XXX курав-ярмӑрккӑна хутшӑнайӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисем ҫул укҫине, хӑна ҫуртӗнче пурӑннине, экспозицие курава тӑратнишӗн тӳлемелли тӑкака хӑйсем ҫине илӗҫ.
Конкурса хутшӑнас тесен ӗҫсене юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Пӗтӗмпе 12 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |