Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хамӑрӑн Евӑпа путлӗн паллашар-ха

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Ахмане 28.09.2023 19:53 | 3075 хут пӑхнӑ
Культура

Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм 17 сехет те 15 минутра эсир ӑҫта пулатӑр, мӗн тӑватӑр? Сирӗн ҫывӑхра телевизор, компьютер е смартфон пулсан телекурӑмӑн «Культура» каналне тупмашкӑн тӑрашсах сӗнетӗп. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта «Письма из провинции» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм, документлӑ фильм пуҫланать. Ку ярӑм «Культура» каналпа 20 ҫул хушши пырать ӗнтӗ. Пӗринче унта Хусан пек пысӑк хулапа паллаштараҫҫӗ, тепринче – районпа‑округпа, виҫҫӗмӗшӗнче – тинӗсри утравпа е пӗчӗкҫӗ ялпа. Ку хутӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Тверь облаҫӗн Бологой районӗнчи Денисова Горка (Тенис Сӑрчӗ) ялне ҫитсе килнӗ.

Ҫак ял пирӗншӗн мӗнпе кӑсӑклӑ-ха? Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Библин чӑвашла куҫарӑвӗн тӗп редакторӗ Ева Николаевна Лисина ҫу уйӑхӗсене (вӑтӑр ҫул ӗнтӗ) ҫак ялта ирттерет. Кӑшт ӗлӗкрех Ева Лисина пиччӗшӗн Геннадий Айхи поэтӑн ҫуллахи «резиденцийӗ» те ҫак касрах пулнӑччӗ. Вӗсен чӑваш, вырӑс тата тӗнче литературине илем кӳрекен чылай хайлавӗ шӑпах ҫавӑнта ҫуралнӑ е тӗвӗленнӗ.

Эпир сирӗнпе курма тӑрӑшакан фильмӑн сӑнарӗсем: Тенис Сӑртлӑхӗ, Ева Лисина тата унӑн кӳршисем Евгения Гребеневӑпа Лев Иванов. Мӗнле ӗмӗт-шухӑшпа пурӑнать пирӗн пултаруллӑ ҫыравҫӑ? Мӗн хавхалантарать ӑна, мӗн кулянтарать, мӗн савӑнӑҫ кӳрет? Ҫакӑн йышши чылай ыйтӑвӑн хуравне «Письма из провинции: деревня Денисова Горка (Тверская область)» телекӑларӑма курсан пӗлме пулассӑн туйӑнать. Пӑхма май тупӑр, ӳкӗнмӗр. Кӑларӑм ҫур сехете яхӑн (25 минут) пырать. Ӑна Алексей Айхи кӗввипе илемлетнӗ.

Аса илтерер: ӗлӗкрех чӑваш литературин элчи Петӗр Хусанкай пулнӑ, кайран – Геннадий Айхи, халӗ – Ева Лисина.

Х.Ҫ.: Ку хыпарпа каярах паллашрӑр пулсан телекӑларӑм версине Интернетра хӑвартах тупаятӑр.

#телекурав, #культура, #Тверь облаҫӗ, #Бологой районӗ, #Тенис Сӑрчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем