Шупашкарти халӑх дружинисене хыснаран укҫа парассине пӗлтереҫҫӗ. Субсидие тивӗҫес тесен вӗсен ятарлӑ конкурса хутшӑнмалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ шӑпах аса илтерме вӑхӑт.
Шупашкарти йӗркелӗхе тытса тӑма хутшӑнакан дружниксене субаиди парӗҫ.
Укҫа памалли йӗркене тата субсиди виҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ ятарлӑ йышӑнупа ҫирӗплетнӗ.
Заявкӑсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 119-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: (8352) 23-50-28, 23-51-11. Ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравлама юрать. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12.00-рен 13.00-ччен.
Заявкӑсене кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Тӑван чӗлхесене пулӑшакан «Язык предков» (чӑв. Мӑн асаттесен чӗлхи) фонд тӑван чӗлхе вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Ку ӑмӑртӑва пӗлтӗр, 2019 ҫулта, пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе хутшӑнмалла. Ҫав шутра тӗрлӗ проект та пулайрать. Чӗлхе вӗрентекенӗсен ӗҫӗсене Мускав шайӗнчи сумлӑ жюри хаклӗ.
Конкурса хутшӑнакансене икӗ ушкӑна пайлӗҫ: учитель профи (кунта ӗҫ стажӗ 10 ҫултан пысӑкраххисем кӗреҫҫӗ) тата ҫамрӑк учитель (ӗҫ стажӗ 10 ҫултан пӗчӗкреххисем).
Кашни категоририсене хӑйсен номинацийӗсене палӑртнӑ:
– шкул ҫулне ҫитменнисене вӗрентекен педагог;
– хушма пӗлӳ паракан педагог;
– пуҫламӑш шкулсенчи педагог;
– тӗп шкулти педагог.
Вӗрентекенсен ӗҫӗсене кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурс условийӗпе фонд сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать.
Чӑваш Енре пурӑнакан каччӑ Раҫҫей эстрадинчи паллӑ артистран Николай Басковран «айфон» тивӗҫнӗ.
Ку акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: Николай Басков Ҫӗнӗ ҫул умӗн конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен хӑйсен кушакӗпе видео ӳкерӗнмелле пулнӑ (кушак пулӑран е какайран хатӗрленӗ апата суйлани пирки).
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Павлов хӑйӗн Грю ятлӑ кушакӗпе хӑйне евӗр видео ӳкернӗ те «Инстаграма» вырнаҫтарнӑ. Николай Басков ҫак ролике пысӑк хак панӑ, Романа «айфон» туянмашкӑн 100 пин тенке яхӑн ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫӳнтерӳҫӗсен йышӗнче Раҫҫейри тепӗр икӗ ҫын пулнӑ.
Чӑваш Енри шкул ачисен пӗр ушкӑнӗ пӗр миллион тенке тивӗҫнӗ. Ку хыпара эпир Раҫҫейӗн Ҫут ӗҫ министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Ачасем инженери ушкӑнӗсен «Кванториада-2019» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча конкурсене хутшӑннӑ. Унта пирӗн республикӑри «Iten» ушкӑн абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Мала тухнисен йышӗнче — тӗрлӗ регионти ҫичӗ команда: Аҫтӑрхан облаҫӗнчи «Квант», Тӗмен облаҫӗнчи «Sinteza Miraklo 2.1», Мускаври «KIVICode», Питӗрпе Тӗмен облаҫӗнчи «Ninsar», Хабаровск тӑрӑхӗнчи «Восток-27», Свердловск облаҫӗнчи «OutsideTolerance» тата Чӑваш Республикинчи «Iten». Вӗсем раштав уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ ӑмӑртура хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑнсене миллионшар тенкӗ укҫа парӗҫ.
Чӑваш Енри ачасем Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑннисен юбилей логотипӗн эскизне те хатӗрлемелле пулнӑ. Ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнипе пӗрлех регионӑн ҫутҫанталӑк, истори, культура тайӑнне палӑртмалла.
Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне темиҫе ҫӗр ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсен авторӗсем — 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем. Конкурс комиссийӗ 20 ӗлкене суйласа илнӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав пырать. Вӑл раштавӑн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чи лайӑх ӗҫӗн авторӗ хаклӑ парнене тивӗҫӗ, унӑн логотипӗпе Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине уявланӑ чух халӑх элемӗ евӗр усӑ курӗҫ.
Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.
Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.
Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫейри чи лайӑх предприятипе организаци» конкурс Пӗтӗм тӗнчери «Инновацисем. Аталану» форумпа килӗшӳллӗн иртнӗ.
Конкурса Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
«Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» номинацире Шупашкарти 128-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисене чысланӑ.
Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен ҫамрӑксем мӑшӑррӑн тухса сӑвӑ калас енӗпе тупӑшнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне студентсен хӑйсен сӑввисемпе хутшӑнма тивнӗ.
Республика шайӗнче йӗркеленӗ конкурсӗн — поэзи баттлӗн куҫӑн тапхӑрӗ Регионсем хушшинчи компетенци центрӗнче – Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне сумлӑ тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Тӳресен ертӳҫи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.
Конкурсӑн куҫӑн турӗнче Регионсем хушшинчи компетенци центрӗн – Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Евгений Морозов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Татьяна Ефимова тата Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗнчи Екатерина Короткова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи Егор Изосимов.
Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксене тӗрлӗ номинаципе хакласа та хавхалантарнӑ.
Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ парк «Ҫӗнӗ ҫул карнавалӗ» костюмсен конкурсне ирттерӗ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Унччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Унта ят-хушамата, шкул, ача пахчи номерне, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине, телефон номерне , костюм ятне кӑтартмалла. Раштавӑн 14-мӗшӗнче парка костюм тӑхӑнса пымалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртӗҫ: «Ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи пӗчӗк Хӗл Мучи», «Чи пӗчӗк Юр Пике», «Юр кӗлетке мистер», «Юмах патӗнче – хӑнара».
Регистраци 11-12 сехетсенче пулӗ. Пӗтӗмлетӗве 13 сехетре тӑвӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Турцири Стамбул хулинче кулинарсемпе кондитерсен хушшинче тӗнче шайӗнчи конкурс иртнӗ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти Ирина Щетинина та хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак ҫӗршывӑн президенчӗн Тайип Эрдоганӑн администрацийӗ пулӑшнипе йӗркеленнӗ.
Ирина Шупашкарти пӗр кондитерскинче ӗҫлет. Пирӗн ентеш жюри пайташӗсене «Незнакомка» (чӑв. «Палламан хӗр») ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Ирина Щетинина «Арт-класс» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |