Чӑваш Енри виҫӗ пике Пӗтем Раҫҫейри «Тӗнчери Раҫҫей миссисӗ» конкурса хутшӑнать. Халӗ сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленмелле.
Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсне ҫӗршыври 30 хӗр хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пирӗн регион чысне вара виҫӗ чиперук хӳтӗлет: Ольга Батракова, Алина Корнилова тата Александра Обухова. Вӗсенчен кашниех ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме пултарать. Ку сирӗнтен те нумай килет: килӗшнӗ пикешӗн официаллӑ сайта кӗрсе сасӑламалла.
Хальлӗхе 1-мӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Батракова. Вӑл 1121 сасӑ пухнӑ. Алина Корнилова 2-мӗш вырӑнта-ха. Уншӑн 726 ҫын сасӑланӑ. Александра Обухова 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 133 сасӑ пухнӑ.
Етӗрне Раҫҫей шайӗнчи пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатмалли конкурса хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар килнӗ: вӑл ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Конкурса Воронежра пӗтӗмлететнӗ, укҫа-тенке тивӗҫнӗ хуласен списокне вуланӑ. Етӗрне 10 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен йышӗнче палӑрнӑ, ун валли 40 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурса хутшӑнмашкӑн Етӗрне хули проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе историе кӗрсе юлнӑ урама – Комсомольски ятлӑскере – хӑтлӑлатӗҫ.
Хӑтлӑх кӗртмелли урам пӗр ҫухрӑма яхӑн. Ӑна илемлетнӗ чухне провинци атмосферине упраса хӑварма шантараҫҫӗ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Элӗкре «Виръял шевлисем» йӑлана кӗнӗ фестиваль иртӗ. Вӑл 19 сехетре пуҫланмалла.
Элӗк район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурса ҫулталӑкра пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие унти хкастарсем кӑҫалхипе 24-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна вӗсем регионсен шайне кӑларнӑ.
«Виръял шевлисем» фестивале кӑҫал Элӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Патӑрьел районӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале ҫитес кӑмӑллине тӗрлӗ тӑрӑхри 30 ытла ҫын пӗлтернӗ. Вӗсем — 15-рен пуҫласа 40 ҫул таранчченхисем.
Фестиваль-конкурса хутшӑнакансен чӑвашла икӗ юрӑ юрламалла. Вӑл эстрада юрри, хӑй ҫырнӑ юрӑ, тӗрлӗ мелпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри пулма пултарать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кӗнекесене Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хакланӑ. Вӗсене «Лучшие книги года-2018» (чӑв. 2018 ҫулхи чи лайӑх кӗнекесем) тата «Малая Родина» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв) конкурсра палӑртнӑ. Чи лайӑххисен йышне Константин Ивановӑн «Нарспи» тата Юрий Ювенальевӑн «Ювелирное искусство суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекисем кӗнӗ.
Константин Ивановӑн чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленнӗ «Нарспи» кӗнекине «Лучшее издание классической художественной литературы» (чӑв. Классикӑллӑ илемлӗ литературӑн чи лайӑх кӑларӑмӗ) номинацире суйланӑ. Юрий Ювенальевӑн ӗҫӗ «Многонациональная Россия» (чӑв. Нумай нациллӗ Раҫҫей) номинацире тупӑшать.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен «Красная площадь» фестивальте пӗлтерӗҫ.
Социаллӑ ӗсченсен уявӗ умӗн Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» конкурс ирттересси йӑлара. Кӑҫал та вӑл пулнӑ, ҫак кунсенче ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. «Манӑн профессире театр ҫулталӑкӗн пӗлтерӗшӗ» тапхӑрта конкурсҫӑсем хӑйсем пирки, професси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал» тапхӑрта жюри теори пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унтан конкурсҫӑсем тест ыйтӑвӗсене те хуравланӑ, пултарулӑхне те кӑтартнӑ.
Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» ята Надежда Мастерова тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑри профсоюз организацийӗ парнепе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ Шупашкар чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.
Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хала администрацийӗ ачасем валли те конкурс йӗркеленӗ. Эдуард Успенскин сӑнарне – Чебурашкӑна – пурте паллатӑр пуль? Ҫавӑн валли тум суйлас тӗллевпе мэри чи лайӑх костюмсен конкурсне пуҫарнӑ.
Конкурса шкула ҫӳремен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене тата сӑнӳкерчӗксене Шупашкарти шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасене аталантаракан центра ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫитерсе памалла. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 6-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус. Е ӗҫсене электронлӑ почтӑна ямалла: cheb_dop5@mail.ru.
Ҫӗнтерӳҫе Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлеменни кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.
Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрринчи вулавӑшра илемлӗ вулакансен «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» район шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ.
Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэтне халалласа йӗркеленӗ мероприятие эрехӗррисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вулавӑшпа нумай функциллӗ клубӑн залӗсене чӑваш наци стилӗпе илемлетни кӑна мӗне тӑнӑ! Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӗлӗкхи япаласене тата музей экспоначӗсене курса киленнӗ.
Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Яковлева пухӑннисене Яков Гавриловичӑн пурнӑҫӗпе тата литературӑри пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ‚ видеопрезентаци кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Юратрӑм эп‚ хирсем‚ сире...» кӗнекесен куравне хатӗрленӗ.
Уява хутшӑнакансем те чӑваш наци тумӗсем тӑхӑнса конкурса хӑйне евӗр илем кӳнӗ.
Сӑвӑ вулакансем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Пӗринче 14 ҫула ҫитичченхи ачасем пулнӑ, тепринче – 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем.
ЧР Элтеперӗ валли халӗ те пресс-секретарь тупайман, ӑна шыраҫҫӗ-ха. Палӑртмалла: ку должноҫ «ертӳҫӗ» категорие кӗрет. Вӑл Элтепер хушӑвӗсене пурнӑҫлать. Пресс-секретаре Элтепер ӗҫе илет, ӗҫрен кӑларать.
Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче стаж пулмалла е специальноҫпе 4 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче ирттерме планланӑ.
Аса илтерер: унччен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Светлана Каликова пулнӑ. Михаил Игнатьев ӑна пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче, должноҫа «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Валентина Алексеева йышӑннӑ. Анчах вӑл нумаях ӗҫлемен – виҫӗ эрнерен хӑйӗн унччченхи ӗҫ вырӑнне кайнӑ.
Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ».
Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Лайӑх хыпар: Шупашкарти 7-мӗш ача пахчин шӑпӑрланӗсем («Созвездие») Пӗтӗм Раҫҫейри вокал конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать.
Ача пахчинчи вокал ушкӑнӗ «Домисолька» ятлӑ. Вӗсем «Раҫҫей таланачӗсем» форматпа иртекен Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑннӑ. Ачасем «Да будет мир» (чӑв. «Мир пултӑр») юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ӑна хӑйсен ача пахчинчи сасӑ ҫыртармалли студире ҫыртарнӑ. Паллах, ку ӗҫре шӑпӑрлансене педагогсем те пулӑшнӑ.
Шупашкар ачисем «Вокал пултарулӑхӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |