Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Министр ҫумӗ пулма кандидатсене суйламалли конкурс иртессине маларах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тата РФ граждан службин кадрӗсен управленийӗн тӗнче тетелӗнчи пӗрлехи тытӑмӗнче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллисем иккӗн тупӑннӑ: Денис Валерианович Афанасьев тата Павел Николаевич Порфирьев.
Конкурс комиссийӗн пайташӗсем Павел Порфирьев кандидатурине ырланӑ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа медаль кӑларас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттерчӗҫ.
Паян конкурс комиссийӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта суйласа илнӗ медаль эскизӗн авторне те чӗннӗ. Комисси ҫав ӗҫе пӗр саслӑн суйласа илнӗ. Халӗ ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырлассине кӗтесси ҫеҫ юлать. Кайран ӑна РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашне ярса парса экспертиза ирттермелле. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ пӗлтернӗ хыпартаКамӑн ӗҫне комисси ырланине пӗлтермен.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери лесничествӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх вӑрман пушарнӑйӗ» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ку ята илессишӗн 19 ҫын кӗрешнӗ.
Пушарнӑйсем хӑйсен пултарулӑхне, ӗҫри вӑр-варлӑхне кӑтартнӑ. Чи лайӑххи кам пулнӑ-ха? Ҫӗмӗрле лесничествин пушар автомобилӗн водителӗ Виталий Вдовин. Иккӗмӗш вырӑна Канаш лесничествин вӑрман ӑсти Дмитрий Рипанов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ участок лесничествин Сӑнав лесничествин участок пуҫлӑхӗ Александр Егоров тухнӑ.
Ҫӗнтерерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчпа хӳтӗлӗ. Конкурс Мускав облаҫӗнче иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери лесничествӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх вӑрман пушарнӑйӗ» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ку ята илессишӗн 19 ҫын кӗрешнӗ.
Пушарнӑйсем хӑйсен пултарулӑхне, ӗҫри вӑр-варлӑхне кӑтартнӑ. Чи лайӑххи кам пулнӑ-ха? Ҫӗмӗрле лесничествин пушар автомобилӗн водителӗ Виталий Вдовин. Иккӗмӗш вырӑна Канаш лесничествин вӑрман ӑсти Дмитрий Рипанов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ участок лесничествин Сӑнав лесничествин участок пуҫлӑхӗ Александр Егоров тухнӑ.
Ҫӗнтерерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчпа хӳтӗлӗ. Конкурс Мускав облаҫӗнче иртӗ.
Шупашкарти студентсем Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑксем ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура тата ӳнер енӗпе професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне культура училищинче тата художество училищинче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Конкурсра художество училищинче вӗренекен Кирилл Кузьмин, Ольга Михайлова, Анастасия Прокопьева тата культура училищинче вӗренекен Никитина Екатерина ӑмӑртнӑ.
«Анимаци» номинацинче Ольга Михайлова, «Дизайн» енӗпе Кирилл Кузьмин пӗрремӗш вырӑн, «Социаллӑ культура ӗҫ-хӗлӗ» енӗпе Екатерина Никитина иккӗмӗш вырӑн, «Фотографи ӳнерӗ» енӗпе Анастасия Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
I, II и III степеньлӗ премисене тивӗҫнисене дипломпа та хавхалантарнӑ. Аслӑ шкулсенчи бакалавриата е специалитета куҫӑн майпа вӗренме кӗрсен ҫӗнтерӳҫӗсен РФ Президенчӗ грантне илес шанчӑк пур.
Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче саккуна ҫирӗп пӑхӑнакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна пӑтӑрмахлаистори ҫирӗплетсе парать темелле.
27 ҫулти арҫын министерствӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑма сӗтев парас тенӗ. 200 пин тенке вӑл 55 ҫулти паллаканӗ пулӑшнипе тыттарма хӑтланнӑ. Министерствӑра ӗҫлекен хӗрарӑмӑн хайхине пассажирсене муниципалитетсем хушшинчи турттаракана палӑртмалли уҫӑ конкурсра ҫӗнтерме пулӑшмалла пулнӑ.
Хӑйне сӗтев сӗннине хӗрарӑм министерствӑри хӑйӗн пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, унтисем — право хуралҫисене.
Сӗтев сӗннӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн статйисемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Валентина Саперова — Тутарстанран. Унти Кивӗ Илтрекьелӗнче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах пӗве кӗнӗ. Халӗ унтах пурӑнать. Вӑл — чӑваш. Фермӑра ӗҫлет. «Аксу Агро» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑра. Сӗт-ҫу комплексӗнче пилӗк ҫула яхӑн ӗне сӑвать. Ҫамрӑк чухне физкультура енӗпе техникумра вӗреннӗ вӑл. Анчах ӗҫ тупӑнманран поварта ӗҫленӗ Валентина Саперова. Кайран — фермӑра.
Нумай пулмасть Вера Саперова дояркӑсен республикӑри конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Унта вӑл ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн чӑваш дояркине машина парнеленӗ. Кӗпе ҫӑваканни. Саперован машина унччен пулнӑ. Анчах кивелнӗ вӑл. Парнешӗн чӑваш доярки питӗ савӑннӑ.
Конкурса пурӗ 44 доярка хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Валентина Саперова чӑваш ҫухалса кайман.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Республикӑн влаҫ органӗсенн официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин ҫумне палӑртмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конкурс комиссийӗнче ҫавӑн пекех финанс министрӗ Светлана Енилина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пулни паллӑ.
Конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫи тесе Алексей Юрьевич Гурьева палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта конкурса тата камсем хутшӑннине асӑнман.
Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Документсене утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
2-мӗш вӗренӳ центрӗ, 3-мӗш лицей, 44-мӗш лицей, 31-мӗш шкул, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул валли директорсем кирлӗ. Юлашкинчен асӑннӑ шкула ертсе пыма кӑмӑл пуррисенчен документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла, анкета тултармалла, паспорт, ӗҫ кӗнекин, вӗреннине ҫирӗплетекен документсен, СНИЛС, ИНН, ҫар билечӗн ксерокопийӗсене, медицина справки, ҫулталӑкри тупӑш справки, судпа айӑпланманнине ӗнентеркен справка, ЕГРИПра сведенисем ҫуккине тата коммерци организацийӗсене пая кӗменнине ӗнентерекен справка кирлӗ.
Якут Республикинче пурӑнакан чӑван юнӗллӗ хӗрарӑм «Леди Евразии» (чӑв. Евразири чипер хӗрарӑм) конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ольга Симонова ун пек ӑмӑртусене унччен те хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вӑл хитре хӗрарӑмсен ҫӗршыври илем конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Якут Республикинче «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) конкурсра мала тухнӑ.
Ольга — икӗ ача амӑшӗ. Никита ывӑлӗ кӑҫал шкул пӗтернӗ. Лайӑх вӗреннӗшӗн Алдан (ҫемье унта пурӑнать) хула мэрӗ ӑна Хисеп грамотипе тата ылтӑн парнепе хавхалантарнӑ. Ашшӗ-амӑшне вара маттур ывӑлшӑн Тав хучӗ лекнӗ. Ҫемьери хӗр, Злата, хальлӗхе пӗчӗкрех-ха.
«Евразири чипер хӗрарӑм» конкурсӑн финалӗ Алтай Республикин Наци театрӗнче иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне Ольга хӑйӗн дизайнӗпе ҫӗленӗ чӑваш кӗпипе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |