Улатӑр хули 35,7 млн тенкӗ перекетлессишӗн 71,4 млн тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫакӑн пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ.
Хула аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫав конкурсра подрядчик организацине палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци хулари ҫутӑ перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ҫине тӑрӗ.
Хальхи вӑхӑтра хулара 125 Вт тата 250 Вт урамри 2 842 ҫутӑ лампи вырнаҫтарнӑ. Подрядчикӑн вӗсене 35 Вт, 65 Вт, 100 Вт, 120 Вт лампӑсемпе ылмаштармалла.
Пӗлтӗр Улатӑр хулинчи урамри лампӑсем 2,2 миллиард Квт ҫунтарнӑ.
Подрядчик лампӑсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫул хушшинче ресурссен 50 процентне перекетлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара улатӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, урамри ҫутӑшӑн укҫа-тенкӗ тӑкакласси ултӑ ҫулта 35 млн 736 пин тенкӗ таран чакмалла.
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртесси пирки эпир сайтра хыпарланӑччӗ. Уяв ҫитмен-ха, ҫапах влаҫрисем ҫитес ҫул праҫнике хӑш муниципалитетра ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласемпе ял-саласем заявкӑсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултарӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитета уяв тӗлне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш автономине йӗркеленнӗренпе 100 ҫитет, уява ҫакӑнпа та ҫыхӑнтарӗҫ.
Канашра пурӑнакан 13 ҫулти арҫын ача Раҫҫейӗпех палӑрнӑ. Вӑл ҫӗршыв рекордне ҫӗнетнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Izhevsk Winter Cube 2020 ӑмӑрту иртнӗ. Канаш ачи Михаил Глазов скьюба 1,57 ҫеккунтра пуҫтарса рекорд лартнӑ. Вӑл ӑна пилӗк хутчен пуҫтарса пӑхнӑ, пӗринче 1,57 ҫеккунт ҫеҫ кирлӗ пулнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫак вӑхӑтпах Владислав Кожин рекорд тунӑ. Тӗнче рекордне вара Австралири Эндрю Хаунгу (0,93 ҫеккунт) лартнӑ.
Пӗлмешкӗн: скьюб – Рубик кубик евӗр пуҫватмӑш.
Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Александра Пунда Пӗтӗм тӗнчери «Красота Божьего мира: «Великая победа: наследие и наследники» ача-пӑча конкурсне хутшӑнса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. 6 ҫулти Александра регион шайӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш шайра вара пӗрремӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ.
Раҫҫей шайӗнчи конкурса 3115 ӗҫ ҫитнӗ: Раҫҫейрен, Молдовӑран, Украинӑран, Беларуҫран, Кипртан, Аргентинӑран.
Александра Пундӑна конкурса ҫӗнтернӗшӗн Кирилл Патриарх тата Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матиенко чысланӑ. Ӑна вӗренӳре тата ӳкерӳре кирлӗ парне парса та хавхалантарнӑ.
Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: видеоинсценировка» чӑваш ҫыравҫисен прозипе хатӗрленӗ видеоинсценировкӑсен Регионсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксен V-мӗш видеоконкурс пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пресс-релизра кӑтартнӑ тӑрӑх кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫул ӳсӗмӗпе чарусем ҫук. Конкурса хутшӑнакансене шкул тата шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен программине кӗрекен проза произведенийӗсен инсценировкине е фрагмента хатӗрлесе ӑна видео ҫине ҫырма сӗнеҫҫӗ. Видео 3 минутран кая мар пулмалла.
Конкурс ӗҫӗсене 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чыслама шутланӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗнчи чи лайӑх урам шӑлакансене чысланӑ. Вӗсене укҫан хавхалантарнӑ. Чи лайӑххин ятне тивӗҫессишӗн 17 ҫын тупӑшнӑ.
59 ҫулти Маргарита Харитонова ирхи 5 сехетре Богданкӑра урам шӑлма тухать. Вӑл ку ӗҫре 11 ҫул вӑй хурать.
Урам шӑлакансен уйрӑмах хӗлле ӗҫ нумай. Юр нумай ҫунӑ чухне техника пулӑшма ҫитет. Анчах Маргарита Харитонова вӗсене кӗтсе тӑмасть – алла кӗреҫе тытать те ӗҫлеме пуҫлать. Конкурс комиссийӗ те унӑн ӗҫченлӗхне курнӑ. Маргарита Ленин районӗнчи чи лайӑх дворник ята тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма 15 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта – Василий Катков. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Дементьев урамӗнче тӑрӑшать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Петр Филимонов.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта «Христос ҫутти» конкурс иртет. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче концерт залӗнче 13 сехетре уҫланӗ.
Конкурса сусӑрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче тӗлӗнмелле каччӑ пулӗ. Вӑл – Тутарстанран. 19 ҫулти Алексей Романов – 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ, унӑн алӑ тупанӗ, пӳрнисем ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ шкул директорӗ Наталья Ванеркина каланӑ тӑрӑх, ҫапах каччӑ пианино калать.
Палӑртмалла: кунашкал конкурс Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ.
Культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче конкурс иртнӗ-ха, анчах ун чухне комисси никама та суйламан. Тинех ҫак должноҫе йышӑннӑ ҫын тупӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче комисси каллех пуҫтарӑннӑ. Хальхинче конкурса виҫӗ ҫын хутшӑннӑ: этнокофесиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов, строительство тата культура еткерлӗхӗн объекчӗсене упрас енӗпе ӗҫлекен пайра унччен ӗҫленӗ Алексей Салмин, Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ пулнӑ Илья Тумаков.
Конкурсра Алексей Салмин ҫӗнтернӗ. Кирилл Павлова вара ҫак должноҫре кадрсене резервне кӗртнӗ.
Паян Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене 2019 ҫулшӑн кама парассине татса панӑ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спор пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тивӗҫнӗ. Конкурса вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑх ҫинчен каласа кӑтартакан материалсен ярӑмӗпе хутшӑннӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Чӑваш Ен» НТРК директорӗн ҫумне Александр Магарина пама йышӑннӑ. Александр Николаевич конкурсра Чӑваш Енри паллӑ культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ҫинчен «Самана» телепрограммӑсен ярӑмӗпе ҫӗнтернӗ.
Леонид Ильин премине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат редакторӗ Екатерина Казаковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРКн телекуравӗн продюсерне Екатерина Фоминана парӗҫ.
Премие илме конкурса хутшӑннисен тулли списокӗ кунта.
Юсанмалли 9-мӗш колонире ларакан арҫынсен хушшинче «Снежные фантазии» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Халӗ ав унта илемӗ кӳлепесем вырӑн тупнӑ. Вӗсене айӑпланнӑ ҫынсем юртан, пӑртан ӑсталанӑ.
Арҫынсем Раштав уявӗ тӗлне тӗрлӗ кӳлепе ӑсталанӑ: йытӑсем, Хӗл мучи, сӑнчӑрта ларакан анчӑк… Ҫавӑн пекех колони территорине Ирӗклӗх статуйи илем кӳрет халӗ.
Кӳлепесене чӑннипех те илемлӗ тунӑ. Ҫакӑ жюри пайташӗсене те тӗлӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |