Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Анатолий Хмытӑн «Хазара» роман-хроники кун ҫути курнӑ. Кӗнеке «Салтак тивӗҫӗ» тата «Хазара куҫҫулӗ» пайсенчен тӑрать. Кӗнеке алҫырӑвӗ 2025 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» III литература конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Анатолий Ефимов (Хмыт) – писатель-баталист, поэт тата драматург. Чӑваш Республикинчи профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авторӑн пӗрремӗш хайлавӗ 1990 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути курнӑ. 1982–1984 ҫулсенче Афганистанра хӗсметре тӑнӑ. Вӑрҫа хутшӑнни унӑн пултарулӑхне те витӗм кӳнӗ. «Вилӗмсӗр кӑйкӑр юрри», «Ан тӑк куҫҫуль, аннеҫӗм», «Сар Иван», «Леш тӗнчерен…» (роман-дилоги: «Таркӑнсем» тата «Тамӑк витӗр»), «Тӗлленмен тӗлӗк», «Турай» тата ытти кӗнеки – пӗтӗмпех Афган вӑрҫи темипе ҫырнӑскерсем.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса кӑҫалхипе 15-мӗш хутчен йӗркелет. Кӑҫал ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, вӗсене чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.

Конкурс ҫак номинацисемпе иртет:

«Юратнӑ кӗнеке ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшӑнма юрать. Ҫак ӗҫре Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ кӑларӑма вуланӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑла уҫса памалла. Ку номинацире кирек хӑш ӳсӗмри вулакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Анчах Чӑваш кӗнеке издательствинче 2019–2026 ҫулсенче тухнӑ кӗнекесемпе ҫеҫ усӑ курмалла. Хаклавсене fed_ol@mail.ru электрон почтӑпа ярса пама юрать. Ҫырӑва ӑсатнӑ чухне «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса» тесе палӑртмалла.

Унсӑр пуҫне ҫак номинацисем пур: «Юратнӑ хайлаври чи интереслӗ самант» темӑпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк»; «Чӑваш халӑх юмахӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх ӳкерчӗк». Ку номинацисенче конкурса хутшӑнакансен кӗнекери пӗр-пӗр саманта ӳкерсе кӑтартмалла.

«Ача хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» номинацире ачан хӑй шухӑшласа кӑларнӑ хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци вулавӑшӗнчи«Варкӑш» литература клубӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Чӑвашла кӗнеке вулама юратакансем хальхинче «Эсӗ манӑн тус пулсан...» коллективлӑ сборника сӳтсе явнӑ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. «Кӑларӑма ҫирӗм тӑватӑ авторӑн вӑтам классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кашниех тӗрлӗ лару-тӑрӑва ҫутатса панӑ, анчах пурне те туслӑх теми пӗрлештерсе тӑрать», — пӗлтернӗ Ольга Австрийская кӗнеке издательствин сайтӗнче.

Ларӑва уҫнӑ май «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова калав пуххине ырласа мухтанинчен пуҫланӑ. Сӑмах май каласан, кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн – тӗп редакторӗн ҫумӗ Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, редакторӗ те вӑлах.

 

Культура
Филармони сӑнӳкерчӗкӗ
Филармони сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль хатӗрлет. Куракансене чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркипе паллаштарма палӑртнӑ май «Сурхури», «Хӗр сӑри», «Пир ҫапни», «Бурлаксен юррисем», «Туй» тата ытти йӑла-йӗркене кӑтартса парӗҫ.

Мӗнпур юрра хальхи пек илемлетсе, ҫӗнӗрен аранжировка туса куракансем умне кӑларӗҫ.

Илемлӗ чӑваш тумӗ ҫеҫ мар, чӑвашсен музыка инструменчӗсем те нумай пулӗҫ. Сӑмахран, шӑпӑр, шӑхлич тата тӑм шӑхлич, кӗсле, нахра, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан.

Программӑна «Ҫавал» фольклора эстрада ансамблӗ, Анастасия Батюкова тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗҫ.

Режиссёр-постановщикӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Николай Андросов, композиторӗ — Чӑваш Енӗн искуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков, тумсен художникӗ — Екатерина Тонюшкина.

 

Культура
Чӑваш кадеми драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кадеми драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ветеранӗсемпе театрта унччен ӗҫленӗ ҫынсене саламланӑ.

Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек саламласси театрта ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хисеплӗ ватӑсене «Ах, кама-ши савмалла?» водевиль кӑтартса савӑнтарнӑ.

Спектакль хыҫҫӑн сумлӑ хӑнасене чей ӗҫме пӗр сӗтел хушшине пухнӑ. Ватӑсем пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрти ырӑ самантсене аса илсе нумай калаҫнӑ.

Антонина Казеева, Никита Ильин, Алексей Александров ҫамрӑк артистсем ветерансен кӑмӑлне чӗрене пыракан чӑваш юррисемпе ҫӗкленӗ.

Ҫак кун театра килеймен ветерансене артистсем киле кайса саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_15336
 

Культура

Чӑваш Енре Букварь-ҫулкӑтартмӑшӑн хӑтлавӗ иртнӗ.

Кӗнекене Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсен историйӗсене – вӗсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем, ҫитӗнӗвӗсем республика кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршыв аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Кӑларӑма хатӗрленекенсем – кунтан мар. Вӗсем кӗнекене анлӑ сарӑлнӑ форматпа, алфавит йӗркипе, йӗркелеме йышӑннӑ. Унта историри йывӑр темӑсем интереслӗ калавсене ҫаврӑннӑ.

Чи малтанах кӗнекепе шкул учителӗсене, аслӑ шкул преподавателӗсене, методистсене, культура ӗҫченӗсене паллаштарнӑ.

Хӑйне евӗр букваре «КомПАС» проект пулӑшнипе кун ҫути кӑтартма май килнӗ. Авторсенчен пӗри Александр Поляков кӑларӑма хатӗрлес шухӑш темиҫе ҫул каялла Чӑваш Республикине служба командировкине килсен ҫуралнине, республика пирки материалсене чылай маларах пухма пуҫланине пӗлтернӗ. Анчах материалсем ҫӳлӗк ҫинче 7 ҫул выртнӑ. Тепре Чӑваш Ене килсен шухӑшне пурнӑҫа кӗртнӗ.

 

Культура
www.kino-teatr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.kino-teatr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Сергей Кузнецова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.

Сергей Павлович Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вокалист-солист пулса ӗҫлет. Хисеплӗ ята ӑна театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн пама йышӑннӑ.

Сергей Кузнецов Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина класӗнче вӗреннӗ, кайран Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл Тутарстан халӑх артистки А. Шагимуратова класӗнче пултарулӑха туптанӑ.

2010 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет.

 

Культура

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Шупашкар хулинче гастрольсем иртӗҫ. Брянск облаҫӗнчи чи ватӑ театр — Алексей Толстой ячӗллӗ Брянск драма театрӗ — пирӗн пата гастрольпе килӗ. Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче куракансем ултӑ спектакльпе паллашма пултарӗҫ: «Василий Тёркин», «Дорогая Елена Сергеевна», «Прощаясь не навсегда», «Любовь в стиле баROCКко», «Безумный день, или Женитьба Фигаро» тата «Отважный щенок Бенджамин».

Гастрольсене «Пысӑк гастрольсем» федераци программисемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Патшалӑх вырӑс театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем йӗркелеме патшалӑхран пысӑк финанс пулӑшӑвӗ кирлӗ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, программа ытти регионсенче пурӑнакансене Вырӑс драма театрӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма ҫеҫ мар, хӑйӗн сцени ҫинче ытти коллектива йышӑнма та май парать.

 

Культура
Чӑваш наци конгресӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш наци конгресӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Аслӑ Пуху хӑҫан иртессине татса панӑ. Лару ӗҫне конгресс президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынӑ.

Конгресс халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНК ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвне йӗркелессине сӳтсе явнӑ. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет) пухӑнса унта Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле иккен. Президиум пайташӗсем делегатсен квоттине палӑртнӑ, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйланӑ.

Мӑн Канаш чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пухӑнӗ, конгресӑн ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта пилӗк ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртӗҫ, ҫӗнӗ президент, Мӑн Канаш, президиум суйлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall270168791_3380
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Кӗркуннехи тунсӑх» спектакль премьери иртнӗ. Ӑна Николай Некрасов пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ.

Спектакльпе ҫавӑн пекех халӑх художникӗ Владимир Шведов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки тата хореограф Ирина Гаврилова, вокал репетиторӗ Александра Осташенкова ӗҫленӗ.

Сюжет тӗпӗнче — Ласуков помещик, ӑна кӗркуннехи каҫ вӗҫӗмсӗр пек туйӑнать. Тунсӑхран хӑтӑлма тӑрӑшса вӑл тарҫисем валли ухмахла ӗҫсем шухӑшласа кӑларать, вак-тӗвекшӗн чӑркӑшать, ҫапла майӗпен лӑпкӑ ҫуртра чӑн-чӑн хаос пуҫланать.

Тӗп роле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев вылять. Ласуков актершӑн питӗ пысӑк тӗрӗслев пулса тӑнӑ: спектакль тӑршшӗпех тенӗ пек вӑл сцена ҫинче, куракансен тимлӗхне тытса тӑрать.

Спектакль антрактсӑр иртет. Постановкӑна «Ҫемье» наци проекчӗн «Пушкин карттипе» курма пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...478
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ