Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинич халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Нина Яковлева тата Ольга Кириллова социаллӑ ӗҫчен саламланӑ. Юлашки вӑхӑтра художника асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшать.
Анатолий Александрович 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче (кайран вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар йышне кӗнӗ) ҫуралнӑ. Звенигово поселокӗнче ремесла училищинчен, кайран Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Африкӑпа Ази тӑрӑх ҫӳресе те хавхаланнӑ. Унӑн ӗҫӗсем 70 ытла ҫӗршыври музйесемпе уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ иккен. Художник паян та ӳкерме юратать.
Тимер Акташ // 4160.77.6672
2026.05.20 12:12 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. | |
