Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
stv92.ru сайтри сӑн
stv92.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ арҫыннӑн 1,5 миллион тенкине вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла арҫын ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ, тӳлевсене куҫара банк картти илнӗ. Кайран хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тесе вӑл тепӗр ҫавӑн пек картта кӑларнӑ, ӑна 32 ҫулти пӗлӗшне панӑ. Вӑл вилсен лешӗн карттӑна арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма тата ачине памалла пулнӑ.

Анчах пӗлӗшӗ таса чунлӑ пулман. Вӑл ют укҫана илсе хӑйӗн парӑмӗсене татнӑ. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл карттӑран 1,5 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Айӑпланакан арҫыннӑн пурлӑхне, ҫав шутра хваттер пайне, арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 41 штраф тӳлемен, парӑмӗ 120 пин тенке ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн коммуналлӑ тӑкаксемшӗн парӑм пухӑннӑ.

Анчах арҫын парӑмсене татма шухӑшламан та. Ҫавна май приставсем 51 пин тенкӗ исполнительнӑй сбор шыраса илме йышӑннӑ.

Кайран ҫакӑ та палӑрнӑ: арҫыннӑн «Митсубиси Лансер» машина та харпӑрлӑхра пур иккен. Приставсем ӑна арестленӗ.

Ахӑртнех, арҫыннӑн машинӑсӑр юлас килмен. Вӑл ҫичӗ кунран парӑмсене татнӑ, ҫав шутра – исполнительнӑй сбора та. Кун хыҫҫӑн машинӑна хуҫине тавӑрса панӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи пӗр пульницӑра сипленнӗ арҫын медицина ӗҫченне тапӑннӑ. Кун пек тискерлӗ тӗслӗх токсикологи уйрӑмӗнче пулса иртнӗ.

46 ҫулти пациент хӗрӗнкӗ пулнӑ. Хӑйне алӑра тытайманскер медсестрана хӗнеме пуҫланӑ. Ҫакна пула тухтӑрсен ятарлӑ пускӑча пусса йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Сигнал хулари тӗп хурал пульчӗ ҫине килнӗ, кун хыҫҫӑн пульницӑна Росгварди ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Вӗсем арҫынна тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатма полици уйрӑмне илсе кайнӑ.

Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев малалла пырать.

 

Хулара
russian.rt.com сайтри сӑн
russian.rt.com сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ хӑйӗн аллипех тыттарса янӑ.

Ку укҫа унӑн ҫурт хӑпартма пухнӑскер пулнӑ. Пӗррехинче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа шлагбаум илме сӗннӗ. Килте шӑпах стройка пынипе арҫын килӗшнӗ, пӗр иккӗленмесӗрех смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.

Анчах кун хыҫҫӑн ӑна палламан ҫынсем шӑнкӑравласа ултавҫӑсен аллине лекнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ, ыйтӑва татса пама хӑйсем панӑ номерпе шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл «Роскомнадзор», «банк», «ФСБ» ӗҫченӗсемпе калаҫнӑ. Ӑна Украина ҫынни валли ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленӗ, ун урлӑ террористсен организацийӗсене укҫа куҫараҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.

Кун хыҫҫӑн арҫын пухнӑ пӗтӗм укҫине «деклараци тума» курьер урлӑ парса янӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов юр ирӗлтермелли станци строительстви мӗнле пынипе паллашнӑ. Ӗҫсен 79 процентне пурнӑҫланӑ.

Станцие «Промтрактор» савута хирӗҫ, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, хута яраҫҫӗ. Вӑл хулари ҫивӗч ыйтӑва – юр илсе тухассине – татса памалла.

Станцире пысӑк производствӑллӑ икӗ «Вулкан» горелка лартӗҫ. Вӗсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та юра пӗр чарӑнмасӑр ирӗлтерӗҫ.

Палӑртса хӑварар: станцие 7,5 гектар ҫӗр ҫинче хута яраҫҫӗ. Малтанах контракт 565 миллион тенкӗлӗх пулнӑ, кайран кӑштах тӳрлетӳсем кӗртнӗ: халӗ – 592,5 миллион тенкӗлӗх. Планпа пӑхса хунӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станцие каҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

 

Хулара
ivanovonews.ru сайтри сӑн
ivanovonews.ru сайтри сӑн

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче сирена янӑрӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар – Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче кӑна.

Ҫак сасса илтсен ан хӑрӑр: ку – планра палӑртнӑ тӗрӗслев. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сирена 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен янӑрӗ. Ҫапла майпа нумаях пулмасть Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарнӑ сирена хатӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, унти сиренӑсене пӗр уйӑх каялла тӗрӗсленӗ ӗнтӗ.

 

Хулара
dnrnews.ru сайтри сӑн
dnrnews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын чикӗ леш енчен «Тойота» маркӑллӑ минивэн туянма ӗмӗтленнӗ. Халӑх тетелӗнче хӑйне кирлӗ машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ те тупнӑ.

Сутуҫӑ ӑна машинӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата докуменчӗсене кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар арҫыннин иккӗленӳ юлман – вӑл килӗшӳ тума тата машинӑна Чӑваш Ене илсе ҫитерме тесе лешӗ каланӑ счет ҫине 2 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ.

Кун хыҫҫӑнах сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Паллах, Чӑваш Ене нимӗнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ӑнлансан арҫын полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Хулара

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкар хулинче 42-мӗш автобус «Хӗвеллӗ» микрорайона ҫитӗ.

Халӗ вӑл Ленин Комсомолӗн урамӗнчен Промтрактор еннелле пӑрӑнать. Ҫитес уйӑхран вара «Солнечный» микрорайона кӗрӗ. Ҫавӑн пекех автобус Максим Горький проспектне кайма пӑрахӗ. Вӑл Павлов мичман урамӗнчен Университет урамне кайӗ, унтан – Миначев тата Лукин урамне.

Маршрут ҫинче автобус шучӗ сахалланӗ. Хальхи вӑхӑтра 10 транспорт ҫӳрет, пӗрре – резервра. Улшӑнусем хыҫҫӑн вара маршрут ҫинче 9 автобус пулӗ, пӗрре – резервра.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫынни хваттерсӗр юлас мар тесе унти тасамарлӑхран хӑтӑлнӑ, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн пухӑннӑ парӑма татнӑ.

Хваттер хуҫи унта социаллӑ найм мелӗпе пурӑннӑ. Унта антисанитари пулнӑран, парӑм пухӑннӑран хула администрацийӗ арҫынна хваттертен кӑларса ярасшӑн пулнӑ. Унран кӳршисем те шар курнӑ: хваттерти тасамарлӑха пула вӗсем те нушаланнӑ. Ҫынсем ҫавна май ҫӑхавсем ҫырнӑ, коммунальщиксем килсе тӗрӗслев ирттернӗ те актсем ҫырнӑ.

Хваттерте пурӑнакан ҫын суд тавӑҫне йышӑнман. Вӑл хваттертех юлас килнине пӗлтернӗ. Хӑйхискер ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта ашшӗ пурӑннӑ, лешӗ вара эрех ӗҫме юратнӑ. Вӑл вара ашшӗ вилсен унта пурӑнма куҫнӑ.

Суд пуличчен арҫын хваттерте тирпейленӗ, парӑмсене татнӑ. Ҫапла вӑл унтах юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://novocheboksarsky--chv.sudrf.ru/
 

Хулара

Шупашкар хулинче ретротроллейбуспа пӗрремӗш хут экскурси ирттернӗ.

Nordtroll NTR-120MTr троллейбус пирвайхи хут 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пек экземпляр пирӗн кунччен пӗрре кӑна упранса юлнӑ. Халӗ ав вӑл Шупашкар хулинче экскурси маршручӗ ҫине тухнӑ. Троллейбус Чукун ҫул вокзалӗнчен ҫула тухса Ленин проспекчӗпе Модӑсен ҫуртне ҫитнӗ, малалла Мускав проспекчӗпе кайса «Раща» патӗнчен ҫаврӑннӑ та каялла «Мега Молл» таран ҫитнӗ. Унтан Гагарин урамне ҫаврӑнса вокзалта чарӑннӑ. Гид вырӑнӗнче Чӑваш транспорт управленийӗн кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Горбатина пулнӑ.

Палӑртмалла: троллейбуса ун чухне лайӑх туса кӑларнӑ, салонри ҫынсем хӗллехи шартлама сивӗсенче ан шӑнччӑр тесе вӑйлӑ кӑмакасем лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...350
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй