Ҫул-йӗр
![]() Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропорт хӑйӗн историйӗнче кӑҫал пуҫласа 400 пин пассажира ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне тата унтан Чӑваш Ене самолётпа ҫитме май туса панӑ. Юбилейлӑ пассажира Питӗре каякан рейс ҫине регистрациленӗ. Кӑҫал Шупашкарти сывлӑш гаванӗ пассажирсене турттарассипе тата авиарейссен шучӗпе рекордла кӑтарту тунӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӗҫевсен географине анлӑлатнӑ, ҫавӑн пекех федераци тата республика пулӑшӑвӗсем май панӑ. Кӑҫалтан, сӑмахран, аэропорт расписанийӗнче аэропорта ҫӗнӗ 4 маршрут хушӑннӑ. Вӗсем ҫаксем – Краснодар, Минеральные Воды, Екатеринбург тата Ҫӗнӗ Уренгой. Ҫулталӑк вӗҫлениччен аэропорт авиапассажирсен шучӗ 450 пине ҫывхарасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tarhany-pni.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ. «Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kremlinrus.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри аш-какай тирпейлекен предприятире Африка мурӗн генетика материалне тупнӑ. Ҫавна май паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятире кӑлпассие тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта Африка мурӗн генетика материалӗ пур. Ветеринари патшалӑх служби кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫавӑн пекех мур сарӑлас пулсан ӑна пӗтермелли мелсене пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шӑмӑршӑра икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ-ха, анчах ҫӗрсе кайнӑ кӗпере пула ҫулӑм патне ҫывхарайман. Шоссе урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫуртра пӗринче – ватӑ хӗрарӑмпа мӑнукӗ, тепринче хӗрарӑм 17-ри тата 13 ҫулти ачисемпе пурӑннӑ. Пушара вӑхӑтра сӳнтерейменрен вӗсем ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем ҫак кӗпере юсама администрацие пӗрре мар ыйтнӑ. Усси пулман. Ав халӗ инкек сиксе тухнӑ. Ҫапах пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман, кӳршӗ ҫуртсене сухласа хӑварнӑ. Вырӑнти тӳре-шара кӗпере ҫитес ҫул юсама палӑртнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ– https://www.instagram.com/reel/CV48SPBgPeI/?utm_source=ig_web_copy_link Ҫӗмӗрлери «Коммунальник» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ятарлӑ шприцемет туяннӑ. Вӑл йытӑсене тытма кирлӗ. Асӑннӑ меслете вырӑнтисем хӑрушсӑр тата чунлӑ меслет тесе хаклаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ МУПӑн директорӗ Василий Виденеев шприцемет епле ӗҫленине нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхне Валерий Шигашева кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, кун пек меслетпе республикӑра тек ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ иккен. Шприцометпа персен чӗрчунсем шар курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗпре – килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене ҫывӑратса яракан эмел. Чӗрчунсене тытсан вӗсене усрамалли вырӑна илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та. Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ. Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене. |
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ. Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. 44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи арҫын влаҫ ҫыннине, тата тӗрӗсрех каласан, полицейские, хирӗҫ тӑнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 22 сехет те 40 минутра, Шупашкар хулинчи патрульпе пост служби хулари Хӗвелтухӑҫ урамне ыпрса ҫитнӗ. Унта вӗсене «Mazda 3» автомобиль водителӗ йӗркене административлӑ майпа пӑснӑран чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтра «Ford Focus» автомобиль машина иртсе кайнӑ. Унӑн водителӗ ӳсӗрри сисӗннӗ. Водитель чарӑнма мар, каялла чакма тытӑннӑ, полицейские машина алӑкӗпе лектернӗ. Унтан водитель машинӑна малалла кайма хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкул кӑҫал 160 ҫулхине уявлӗ. Ӗнер вара ӑна юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавна май ятарлӑ линейка иртнӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Куславкка районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фирдавиль Искандаров тата райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнпуҫлӑхӗ Ираида Ларионова саламланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ шкула ачасем тӗлӗнсе те хавхаланса кӗнӗ. Пӗр енчен хӑтлӑ та ҫутӑ, тепӗр енчен ӑшӑ та типтерлӗ. Вырӑнтисем Чӑваш Ен Правительствине ырласа та нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |