Сывлӑх
![]() Паянхи кун тӗлне республикӑра 3028 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 13-мӗш ҫын чире парӑнтарайман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен, ҫур уйӑхра, 266 ҫыннӑн пурнӑҫӑ ҫак чире пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 19 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра 175 ҫын чирленӗ, 167 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 40491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 35399-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2064 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗчӗк хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ арҫынна юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ ҫулла пулнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Эгер бульварӗнче 44 ҫулти ӳсӗр арҫын хӑй палланӑ 5 ҫулти хӗрачана сак ҫине пырса ларнӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн чӗрҫи ҫине лартнӑ та ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлама хӑтланнӑ. Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ҫакна курса йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ. Арҫынна ҫав кунах тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, преступлени вӑхӑтӗнче арҫын хӑй мӗн тунине ӑнланнӑ. Суд ӑна ҫирӗп ружимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Лиза Алерт" тунӑ сӑн Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫухалнӑ хӗрарӑма шыранӑ. Тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл вилнӗ. Хӗрарӑм каҫхине аппӑшӗ патне кайма тухнӑ. Анчах унта вӑл ҫитеймен. Ирхи 4 сехетре вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ та темӗнле вӑрманта пулнине, шӑнса хытма пуҫланине каланӑ. Кайран телефона пачах тытман. Хӗрарӑма полицейскисем, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыранӑ. Пӗр предприяти хуралҫи ӑна курса юлнӑ иккен. Вӑл каласа кӑтартнипе ӑҫтарах шырамаллине ӑнланнӑ. Вӑхӑт кӑштах ҫеҫ иртнӗ – шырав чарӑннӑ. Хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Фейсбукри Юрий Шакеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1991-1995 ҫулсенче бухгалтер учёчӗн тата финанс кафедрин заведующийӗнче, экономика факультетӗнче деканра ӗҫленӗ Владимир Хирбю прунӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Вера пӗлтерни тӑрӑх Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра хыпарланӑ. Григорий Хирбю ывӑлӗ ковида пула вилнӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсенче пӗлтерни тӑрӑх, ҫакна калама пулать: Владимир Григорьевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Шупашкарти ЧПУра вӗреннӗ, унтан Г.В. Плеханов ячӗллӗ Халӑх хуҫалӑхн институтӗнчи аспирантурӑра, унта экономика наукисен кандидачӗ ята илнӗ. «Электроприбор» акционерсен омществинче экономика реформисен управленийӗн пуҫлӑхӗнче, 1998-1999 ҫулсенче Чӑваш Ен экономика министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар поселокӗнче туй уҫланки тата Эйфель башни пулӗҫ. Вӗсем культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫӗҫ. Ҫавна май Вӑрмар районӗн администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3,3 миллион тенкӗ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Проектпа килӗшӳллӗн, Вӑрмарти культурӑпа кану паркӗнче фонтан та пулмалла, ҫавӑн пекех карета та вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӳк уйӑхӗн варринче хура ҫӗр ҫине юр выртни 2015 ҫултанпа пулман. Юлашки кунсенче самай юр ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче юр ӳкмӗ. Кӗҫӗр вӑйлах шӑнтӗ, 12 градус сивӗ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн сивӗ тӗтре пулнӑран йывӑҫсене пас тытӗ. Ыран хӗвел пахӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Хушӑран ҫил-тӑман тухма пултарӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 14-19 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Юнкун ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ. Кӗҫнерникун каллех сивӗтет, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнченпе кашни кун тенӗ пек юр ӳккелӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех 10 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре виҫӗ автомобиль ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкекшӗн «Киа Спектра» автомобиль водителӗ айӑплӑ пулма пултарнӑ. Вӑл хирӗҫ пыракан «ГАЗель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Гранта» автомбильпе ҫапӑннӑ. Инкек сӑлтавне полицейскисем палӑртӗҫ. Ҫул ҫинчи аварире 4 ҫын аманнӑ. Вӗсем ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра пулнӑ. Аманнисенчен иккӗшӗ — 12 тата 16 ҫулсенчи ачасем. Шар курнисене те пурне те пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫе пуҫӑнакан IT-специалистсем валли Чӑваш Енре ятарлӑ лапам йӗркелӗҫ. Унта вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнӗҫ, пӗлӳпе тата опытпа паллашӗҫ. IT-community текен лапам йӗркелеме Шупашкарта юпа уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче иртнӗ искусствӑлла интеллект хакатонне хутшӑннисемпе тата унта ҫӗнтернисемпе республикӑн Цифра аталанӑвӗн тата Вӗренӳ министерствисенче, «Чӑваш Республикин ИТ-кластерӗ» ассоциацире ӗҫлекенсем тӗл пулсан йышӑннӑ. IT-community лапам информаци технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ шкул ачисене, студентсене, преподавательсене, усламҫӑсене пӗрлештерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи лавккасенчен пӗри хаклӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ӑна пӗр арҫын вӑрланӑ тесе шухӑшланӑран Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫавӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Элита шутланакан эрех кӗленчисӗр тӑрса юлнӑ суту-илӳ точки хулари Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав эрех 10 пине яхӑн тенкӗ тӑнӑ. Элита эрехе лавккари камера ҫине лекнӗ арҫын вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 35-40 ҫулсенче, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Шурӑ толстовка, хура шӑлавар, тӗксӗм бейсболка тӑхӑннӑ. Арҫынна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене 8-927-668-70-35, 8 (8352) 63-00-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, лавккана кайсан карас телефонне ҫухатнӑ. Хӗрарӑм Университет урамӗнчи суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче пулнӑ. Унта вӑл телефона кӑларса ӳкернӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗ тӑракан ҫухалнӑ аппарата пӗр каччӑ илнӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 25-30 ҫулсенче, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Хӑй сӑрӑ тӗслӗ курткӑпа, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Каччӑна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене ҫак номерсемпе: 8 (8352) 24 09 27 е 102 — пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |