Республикӑра
![]() Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() businessocean.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн. Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗн, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗн, Людмила Шуркина художник-модельерӑн юбилейне халалланӑ «Цветное настроение» (чӑв. Чечеклӗ кӑмӑл) куравӗ уҫӑлӗ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ. Вернисажа «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑвашсен акцийӗ проекта пурнӑҫланӑ май уҫӗҫ. Ҫав каҫ Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсемпе «Фолк-тӗпел» иртӗ. Вӗсем наци тумӗсемпе капӑрлӑхӗсене кӑтартӗҫ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ансамбль те хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин автономи учрежденийӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Ольга Ахмеевӑна шаннӑ. Кунта сӑмахӑмӑр «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центрӗ» автономи учрежденийӗ пирки пырать. Ольга Валерьевнӑна должноҫ шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ. 1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ. Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Локдаун хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланма пултарӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем отпускран таврӑннӑ вӑхӑтра чирлекенсен йышӗ ӳсет. Аса илтерер: Чӑваш Енре юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ковид каникулӗсем пулнӑ. Хӑш-пӗр районта – юпан 26-мӗшӗнченех. Канмалли кунсем пулассине пӗлтернӗ чухне Элтепер ҫакна чирлекенсен йышӗ чактӑр, тухтӑрсене кӑшт ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунине пӗлтернӗ. Ҫапах канашлура стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ пӗчӗккӗн чакса пынине палӑртнӑ. Больницӑсенче – 2,7 пин ытла, килте 6021 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, вӗҫсе кайнӑ реклама баннерӗ троллейбуса хупласа хунӑ. Юрать, троллейбус водителӗ ҫӗтсе кайман — транспорта васкавлӑн чарса лартнӑ. Пӑтӑрмах Гагарин урамӗнче, «Патрис Лумумба» тата «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑвӗсем хушшинче, пулса иртнӗ. Реклама баннерӗ 9-мӗш маршрутпа хутлакн троллейбуса хупласа илнӗ. Общество транспорчӗ Ленин проспекчӗ енне ҫул тытнӑскер пулнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 16 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazetanovoros.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ. Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ. Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |