Кӳршӗре
![]() intertkan.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-код тытӑмӗ ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, лавккасене, хӑш-пӗр ытти учреждение ҫак кодпа кӑна кӗртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче кӳршӗ Чулхула облаҫӗнче ку енӗпе лару-тӑру ҫӑмӑлланма тытӑннӑ. Кун пирки облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ пӗлтернӗ. Ӗнертенпе общество апатланӑвӗн предприятийӗсем, музейсем, фитнес-залсем, мунчасем, вулавӑшсем, хӑна ҫурчӗсем QR-код тытӑмне хӑвармалла-и е ҫук-и – хӑйсем татса параҫҫӗ. Анчах лару-тӑру япӑхлансанах ку тытӑма каялла тавӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rustur.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 55 ҫулти арҫын полицие пынӑ та хӑй ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӗллехи шинӑсем илме шухӑшланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Арҫын кирлӗ шинӑсене тупсан сутуҫа 22 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах вӑл шинӑсене илеймен, сутуҫӑ та йӗп пек ҫухалнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ытти чухне вӑл тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне ҫынсем ун пирки мӗн ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Хальхинче вара вӑл ҫакна укҫа куҫарсан ҫеҫ тунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти Арам Гамбарян «Пятница» телеканалпа пыракан «Кондитер» шоуна хутшӑннӑ. Унӑн торчӗ жюрие килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл финалта та кӗрешӗ. Арам 25 ҫулта, вӑл Шупашкартан. Кондитер ӗҫӗпе вӑл 3 ҫул аппаланать. Вӑл торт пӗҫерме юратать. Вӑл конкурса чӗре евӗр торт пӗҫерсе килнӗ. Халӗ Арам Гамбарян финалта Раҫҫейри чи лайӑх халӑх кондитерӗ ята тивӗҫессишӗн кӗрешӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене «КовиВак» вакцинӑн 5 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Фармаци» аптека бази вӗсене пульницӑсене валеҫсе парӗ. Пӗтӗмпе 4950 вакцина илсе килнӗ. Вӑл хӑш медицна организацийӗнче пуррине пульницӑна шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви аса илтерет: прививка тума кайсан ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Ятарлӑ пунктсенче вакцинациленме пулать. Вӗсем мӗнле графикпа ӗҫленине министерство сайтӗнче пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян каҫ енне каллех ҫил вӑйланнӑ. Ыран вӑл ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес кунсенче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ыран юр ҫумӗ. Вырсарникун юр пулӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Унтан ӑшӑтӗ те таврана тӗтре карса илме пултарӗ. Ытларикун циклон килӗ, ҫавна май кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 12 литр ӳкме пултарӗ. Сывлӑш температури 5 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫавна май юр ирӗлсе пӗтме пултарӗ. Раштавӑн 3-мӗшӗнче каллех юр ҫуса лартӗ. Анчах эрне вӗҫӗнче каллех ӑшӑтса ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси. Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lookw.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкернӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, «ковид ҫамрӑксемпе ачасен хушшинче те нумайрах сарӑлма тытӑннӑ». Ҫавна май Ҫӗнӗ ҫул уявне ача пахчсемпе шкулсенче уйрӑм пӳлӗмсемпе классенче ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшӗн ҫитсе курас тесен прививка тутарма твӗ. Унсӑр уява кӗртмӗҫ. Кӑшӑлвирусран вакцинациленессин кӑтартӑвӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Улатӑр, Вӑрнар, Вӑрмар тата Елчӗк районӗсенче чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ». Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр. Конкурс ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсӑласси пирки каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ. Ҫырура автор парне фондне ӳстерме майсем туса пама та ыйтать. Ку тӗлӗшпе редакцин пулӑшма йывӑртарах ӗнтӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пур пулсан, пирӗн сайт сӗнекен «ниме-купонсене» (100, 200, 300 тата 500 тенкӗллисене) туянма пултаратӑр (тӗп страницӑра сылтӑмра ҫӳлте тупама пултаратӑр). Туяннӑ хыҫҫӑн сире 16 цифрӑллӑ код ярса парӗҫ (ӳкерчӗк). Ниме-купона конкурс парнине ӳстерме туянни ҫинчен ҫав кода site@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр. Апла тумасан ниме-купон туяннӑ укҫа Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне йӗркелеме кайӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланӑ. «Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑхӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен фоициаллӑ порталӗнче пичетленӗ саламра. «Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать», — палӑртса хӑварнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |