Чӑвашлӑх
![]() Вероника Тимофееван Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ. Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ. Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Кӑҫал пӗр кун хисепӗсем питӗ илемлӗ курӑнаҫҫӗ: 22.02.2022. Ку нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗ. Йӑлана кӗнӗ тӗрӑх, унашкал кунсенче пӗрлешекенсем нумай. Кӑҫал та ҫаплах. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра 91 мӑшӑр ҫемьеленӗ. Вӗсенчен 12-шӗ – Шупашкарта. Сӑмах май. Паян та хитре хисепсем: 22.01.2022. Паян та мӑшӑрланакансем самай пулнӑ. 42 хӗрпе каччӑ мӑшӑрланнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – Шупашкарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр ирӗлтермелли хатӗр кӗҫех ӗҫлесе каймалла. Ӑна пирӗн хулана кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче илсе килнӗ. Ӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшланӑ. Хатӗре Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫтарнӑ. Хатӗр пӗр сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Хула админисрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа юра утилизаци тума май пулӗ. Мӗнле ӗҫлет-ха вӑл? Юра унта хураҫҫӗ, вӑл ҫӳп-ҫапа уйӑрать. Ӑпӑр-тапӑр свалкӑна лекет. Таса юра бункерта ирӗлтереҫҫӗ. Шыв тасатмалли коллектора лекет, унтан – канализацие. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://www.facebook.com/chuv.naz.museum/photos/a.581283045340387/2407419119393428/ сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ. Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Муркаш район администрацийӗн Фейсбукри странцинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынне Валерий Васильева хисеплесе унӑн хӗрӗ, Екатерина Тимофеева (Васильева) «Учитель — это призвание» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна вӑл ашшӗ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Муркаш районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене Валерий Михайловичӑн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗ тата педагогика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп саманчӗсем пирки каласа панисене, тӑванӗсемпе юлташӗсен тата коллегисен асаилӗвӗсене, ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ. Валерий Васильев — халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти Тивӗш шкулӗнче, КПСС Муркаш райкомӗнче, Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче, Чуманкассинчи вӑтам шкул директорӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2015 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ашшӗне халалланӑ кӗнекепе автор Чуманкасси шкулӗнче кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Презентацие Валерий Васильевпа тӗрлӗ ҫулсенче пӗрле ӗҫленисем, унпа пӗрле пӗрле вӗреннисем, Чуманкасси шкулӗнче ӗҫлекенсем, тус-юлташӗсем, тӑванӗсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти пӗр урама Костромана халалласшӑн. Костромара вара Шупашкар урамӗ пулӗ. Ҫак шухӑша икӗ хула ырланӑ. Кострома хула пуҫлӑхӗн сӗнӗвне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухнӑ. Вӑл Костромара пӗр урама Шупашкар ятне парас ыйтупа тухнӑ. Костромара чылай урама, проспекта Раҫҫейри хула ячӗсене панӑ. Уйрӑмах – Атӑл хӗрринче вырнаҫнисен. Сӑмах май, пирӗн те унашкаллисем пур: Чулхула, Ярославль, Ленинград, урамӗсем, Мускав проспекчӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() er-reytov.ru сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчисенче тата шкулсенче ачасен апатланӑвӗн хакне ӳстересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пайӗ пӗлтерет. Юлашки хутчен апатлану хакне 2018 ҫулта ӳстернӗ. Халӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ 17,6 процент ӳснӗ. Ачасем шкулта, ача пахчинче пахалӑхлӑ апат ҫиччӗр тесен хакне ӳстерме тивет. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ашшӗ-амӑшӗн хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ вӗри апат хакне ӳстерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хальлӗхе хак мӗн чухлӗ ӳсессине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре шкулсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑрланнӑ. Паян кун пирки оперштаб ларӑвӗнче вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ӗҫлекен 27 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Пӗлӳ илекен 145 ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, шкулсенче чирлесси вунӑ хутчен ӳснӗ. Ун чухне кӑшӑлвируспа чирлекенсем 8-ӑн пулнӑ. Паянхи кун икӗ шкул дистанци мелӗпе вӗренет: Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернат тата Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗ. 31 шкулти 57 класс дистанци мелӗпе вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. 54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Юрий Артемьев профессор, «Халӑх шкулӗ – Народная школа» журнал ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Сиккассинчи шкулта пулнӑ. Вӗсем унти учительсемпе, шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. ЧР Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ литература пӗлӗвҫи, критик, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 81 ҫул тултарать. «Сиккасси – унӑн ҫуралнӑ енӗ. Чаплӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнчи пӗрремӗш тӗлпулу уншӑн уйрӑмах хумхануллӑ. Савӑнмалли те, куҫҫуль юхтарса каласа памалли те чылай унӑн аса илӗвӗнче. Юрий Михайлович вӗрентекенсемпе вӗренекенсене хӑйӗн ачалӑхӗ, ялтан тухса кайнӑ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ, паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки кӑсӑкли нумай пӗлтерчӗ. Сумлӑ хӑнана литература пӗлӗвӗн уҫлӑхӗнче, вӗрентӳ анинче хӑварнӑ ӗҫӗсемшӗн чунтан тав турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |