Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ванеркке Николай Иванович

Ванеркке Николай Иванович — ҫӳтӗҫпе культура ӗҫченӗ, букварь, орфографипе терминологи словарӗсен авторӗ. 1896 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Тӑвай районне кӗрекен Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 1929 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче ҫав ялтах вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1916 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1917—1920 ҫулсенче Ҫӗрпӳри уес ҫутӗҫ пайӗнче, 1922—1926 ҫрлсенче Чӑваш парти обкомӗн политҫутӗҫ пайӗнче, 1926—1929 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин яваплӑ редакторӗнче ӗҫленӗ. Чӗлхе, культура, наци ыйтӑвӗсемпе ҫивӗч статьясем ҫырнӑ, Чӑваш облаҫӗнче чӑваш чӗлхине тӗп чӗлхе туса хурас тӗлӗшпе тӗрлӗ комиссисенче, ӗҫ хучӗсен чӑвашла терминӗсене хатӗрлес енӗпе ӗҫленӗ. Чӑваш орфографийӗн правилисемпе словарьне пичетлесе кӑларнӑ, чӑваш чӗлхин пӗрремӗш орфографи словарӗн (1926) авторӗ шутланать. Унӑн «Хресчен букварӗ» тӑватӑ хут ҫапӑнса тухнӑ (1926—1929). Чӑваш кӗнеке издательстви ҫумӗнчи Наукӑпа методика комиссийӗн секретарӗ пулнӑ. 1926 ҫулта ӑна Чӑваш АССР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ ҫумӗнчи Академи центрне, 1929 ҫулта Ӑслӑлӑхпа культура канашӗн чӑн пайташне суйланӑ. 1928 ҫулта чӑваш энциклопедине хатӗрлесси ҫинчен пуҫласа сӑмах хускатнӑ («Канаш», 1928, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ).

Ӗҫӗсем

  • Хресчен букварӗ. Ҫитӗннисене хутла вӗрентмелли кӗнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, 1924;
  • Хресчен букварӗ. Ҫитӗннисене хутла вӗрентмелли кӗнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, Мускав: Центриздат, 1925;
  • Хресчен букварӗ. Ҫитӗннисене хутла вӗрентмелли кӗнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, Урӑхлатнӑ 3-мӗш кӑларӑм. Ш., 1927;
  • Хресчен букварӗ. Ҫитӗннисене хутла вӗрентмелли кӗнеке. Ш.: Всероссийская чрезвычайная комиссия по ликвидации неграмотности, 4-мӗш кӑларӑм. Ш., 1928;
  • Ют чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӗчӗк словарӗ. Ш.: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1924;
  • Чӑваш чӗлхийӗн орфографи словарӗ. Ш.: Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1926;
  • Чӑвашла ҫырасси (Чӑваш чӗлхийӗн орфографи словарӗ). Юсаса тӳрлетнӗ 2-мӗш кӑларӑм. Ш., Чӑваш кӗнеке умрӑмӗ, 1929;
  • Правила чувашского правописания // Саккун хыпарӗ. Ш., 1926; № 21-22;
  • Кӗнччелер терминӗсем // Халӑха вӗрентес ӗҫ. Ш.: 1929. 5№, 6-7№, 9№.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-11 07:52:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6386 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем