Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ». Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать. «Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Фейсбукри Григорий Даниловӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ. Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗн ҫумӗ пулса Вадим Ефимов ӗҫлет. Ку тилхепене вӑл хӑҫантарах туртма пуҫланине татса калаймастпӑр, Вадим Петрович филармонинче ӗҫленине ӗнер тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ. Аса илтерер: Вадим Ефимов тӗрлӗ ҫулта Вырӑс драма театрне, Чӑваш драма театрне ертсе пынӑ, унтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата обществӑпа ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулчӗ. Вӑл «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн ертӳҫин лавне те туртрӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗ пулса 2 ҫул тӑрӑшрӗ. Вадим Ефимов 1973 ҫулта Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Вырӑс тата Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ. Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те тӑрӑшнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӗплӗн юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Юсав ӗҫӗсемпе паллаштарма, сӑмах май каласан, культура учрежденийӗнче пресс-конференци ирттернӗ. «Унччен эпир юханшыври карап пекчӗ, халӗ пире океанти лайнерпа танлаштарма пулать. Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсене чӗнме те намӑс мар. Кунта хальхи вӑхӑтри юрӑ-ҫемӗн ҫулленхи фестивальне ирттерес кӑмӑл пур», – хавхаланса калаҫнӑ филармонин илемлӗх ертӳҫи Николай Казаков. Унсӑр пуҫне вӑл аслӑ ҫулхисем, ҫамрӑксем тата ача кӗтекен хӗрарӑмсем валли концертсем йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() media56.ru сайтри сӑн Арҫын хӗрарӑм вилмеллех хӗненӗ, кайран ӑна сӑн ӳкернӗ те ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Ку тискер ӗҫ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Хӗрлӗ Чутайра ӳсӗр арҫын пӗлӗш хӗрарӑма тискеррӗн хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пичӗ палламалла мар пулнӑ: ӑна питӗ хытӑ хӗненӗ. Арҫын кунпа кӑна ҫырлахман, вилнӗ хӗрарӑма сӑн ӳкернӗ те халӑх тетелӗнчи страницӑна кӑларса хунӑ. Ку сӑнӳкерчӗке курсан ывӑлӗ амӑшне палласа илнӗ. Етӗрне районӗн сучӗ 39 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑ ытлашши ҫирӗп приговор тесе аппеляци панӑ. Анчах ЧР Аслӑ сучӗ приговора ҫавӑн пекех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче пӗр кунра 5 ФАП уҫӑлнӑччӗ. Вӑрнар районӗнче те пӗр кунра харӑсах 5 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. ФАПсем Шӗнер Ишек, Ҫӗньял Явӑш, Туҫи Ҫармӑс, Пӑваялӗнче, Кивӗ Мӗлӗш ялӗсенче уҫӑлнӑ. Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Вӑрнар районӗнче 6 ФАП хута янӑ. Пӗлтӗр пиллӗкӗшӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫӗнетес тӗллевпе Вӑрнар районӗ валли 221 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал республикӑра 55 фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлӗ. Чӑваш симфони капелли ҫӗнӗ сцена ҫине пӗрремӗш тухса концерт лартӗ. Юсав ӗҫӗ тинех вӗҫленнӗ. Вӑл 13 ҫул пынӑ. Ку ӗҫе 2008 ҫулта пуҫӑннӑ. Подрядчиксем улшӑннӑран, проектпа смета документацийӗ йӗркеллӗ пулманран ӗҫ нумая тӑсӑлнӑ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетме республика фондӗнчен 58 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Филармоние ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Филармонире ҫутӑ тата сасӑ тумалли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр лартнӑ, сценӑн аялти тата ҫӳлти механикине улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируспа официаллӑ майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама пуҫлӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Чирлесен пульницӑна кайман, анчах ПЦР-тест кӑшӑлвирус пуррине ҫирӗплетет тӗк пациента антителӑсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме сӗнӗҫ. Вӗсем пур тӑк ҫынна QR-код парӗҫ. Ку кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ПЦР-тест тунӑ ҫынсене пырса тивет. ПЦР-тест туман, анчах антителӑсем пур пулсан та код парӗҫ. Вӑл ҫур ҫул вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «С.М. Михайлов (1821—1861) — первый чувашский историк, этнограф и писатель» (чӑв. С.М. Михайлов (1821—1861) — чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫавра сӗтел гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Ученӑй совечӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта темиҫе ӑсчах доклад тӑвӗ. Сӑмахран, Виталий Родионов профессор, сӑмахран, «С. Михайлов (Яндуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа отчет тӑвӗ. Институтра кӑҫал пичетлесе кӑларнӑ Виталий Родионовӑн (Ӑртивансен Сӑварӗн) «Янтушсен Михала ывӑлӗ Спиркка / Спиридон Михайлов (Яндуш): творческий портрет» кӗнекине те хӑтлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ пайташӗсем чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Александр Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ. Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наци культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |