Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Ку пукана 36 ҫулти юстици советникӗ Ленар Карама йышӑннӑ. Ленар Зелфинасович Карама Патӑрьел районӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи прокуратура следователӗ пулнӑ. Унтан Шупашкарта аслӑ следователь пулнӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2019 ҫултанпа Ленар Карама Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи прокурор ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Халӗ ав ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Денис Спирин (сулахайри). lider.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Денис Спирина ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Официаллӑ документра палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫапла туни Денис Вадимович урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Денис Спирин маларах Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеджерӗн пуканне йышӑннӑ. Денис Спирин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 41 ҫулти арҫын 3 хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн заместителӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Фёдорова шаннӑ. Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Тӗп суйлав комссийӗн ҫӗнӗ йышӗн (унӑн полномочийӗ 5 ҫула пырӗ) йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси ертӳҫисене суйланӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Федорова суйланӑ, председателӗн ҫумӗ пулма Игорь Михайлова шаннӑ, секретарь пулса Олег Ефимов тӑрӑшӗ. Генндий Фёдоров РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем патне автобус ҫуркуннеренпе ҫӳремест. Район центрне ҫитме – 20, Канаша кайма 30 ҫухрӑм. Урӑх автобус ҫулӗ ҫине тухас тесен 11 ҫухрӑм утмалла. Халӑхӑн мӗн тумалла? Таксистсем те ҫулӗ япӑх пулнӑран килесшӗн мар-мӗн. Таксипе ҫӳресен, ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, укҫасӑр юлӑн. Канаша ҫитме 800 тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Выҫлире 250 ҫын пурӑнать. Унччен автобус кунне 5 хут хутланӑ. Ҫын сахал ҫӳренӗрен унчченхи перевозчик маршрута хупнӑ. Халӗ ҫӗннине шыраҫҫӗ. Хальлӗхе усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар ГЭСӗ патӗнче пулла тухнӑ 100 ытла ҫын «капкӑна» лекнӗ. Вӗсем пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пӑр катӑлнӑ, ҫапла пулӑҫсем ҫыран хӗррине тухайман. Ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри пилӗк таран шыва анса кайнӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине тухайманни пирки пӗрлехи диспетчер службине 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ. Тепӗртакран пулӑҫсене резина кимӗпе, икӗ аэробортпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Арҫынсене пурне те шыв ҫинче мӗнле пулмалли пирки асӑрхаттарнине ҫырнӑ хут татӑкӗсем валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче 5 ФАП тата тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 54 ФАП хута ямалла. Патӑрьел районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем Кӗҫӗн Патӑрьелте, Ишлӗре, Каншелте, Тӗрӗньелте, Тӑрӑнта уҫӑлнӑ. Ҫав кунах Шӑнкӑртамра ҫӗнӗ микрорайонта тухтӑр амбулаторийӗ ҫынсене пӗрремӗш хут кӗтсе илнӗ. Унта 2 пине яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамра 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Амбулаторире пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог пулӗҫ, процедура, вакцинаци пӳлӗмӗ ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара пӗр арҫын ҫӳлӗксем ҫинчи эрехсене урайне вӑркӑнтарнӑ. Ку каҫхи 9 сехетре пулнӑ. Арҫын 275 кӗленче ҫӗмӗрнӗ. Эрех хаклӑ йышши пулнӑ. Тӑкак 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Арҫын эрех кӗленчисене ҫӗмӗрни камера ҫине лекнӗ. Хураха Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ та ӑна полицие панӑ. Арҫын 37 ҫулта. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӑна ӳсӗрри пирки асӑрхаттарни тарӑхтарса янӑ. Кӗленчесене ӑнсӑртран, ҫӳлӗк ҫине таянсан, ҫӗмӗрнӗ имӗш. Пуҫиле ӗҫе хальлӗхе пуҫарман. Полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ Тӑван ҫӗршыв геройӗсен кунне халалласа Социализмла ӗҫ геройне тата Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне саламланӑ. Учреждени директорӗ Ренада Фёдорова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ҫип арлаканта ӗҫленӗ Таисия Афанасьевӑна (вӑл Социализмла ӗҫ геройӗ, Чӑваш Енӗн промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынн. Хӗрарӑм ҫав районти Паваркассинче ҫуралнӑ) тата Шупашкарти машина тӑвакан заводра токарьте ӗҫленӗ, Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне Александр Виноградова килӗсене ҫитсе саламланӑ, парнепе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() юткмир.рф сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывне юхтарса ямалли ятарлӑ хатӗрсене витнӗ чукун решеткесене вӑрласа ҫӳренӗ ҫынна темиҫе уйӑх шыранӑ. Пӑтӑрмах пирки Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн администрацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче евитленӗ. Ҫав хатӗрсем Пӑрачкаври темиҫе урамран ҫухалнӑ. Пурӗ 13 таран. Тӑкак 18 пин тенкӗпе танлашнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрса шырани сая каяйман. Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын вӑрласа ҫӳренӗ иккен. 59 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑрланӑ пурлӑха тимӗр-тӑмӑр йышӑнакансене кайса панӑ. Кукӑр алӑллӑ этем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫитес ҫул ҫулла Эльгер урамӗнче фермер пасарӗ тума палӑртнӑ. Ӑна «Московский» ят парасшӑн. Ку тӗллевпе «Агро-Инноваци» тата «Тимӗр хула» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Аукциона раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Малтанхи хак 9,2 миллион тенкӗ пулнӑ, унта хутшӑнакансем ӑна 6,025 миллион тенке чакарнӑ. «Тимӗр хула» 20 кунра дизайн-проектӑн сахалтан та 3 тӗслӗхне хатӗрлемелле. Проекта алӑ пусса ҫирӗплетсен компанин 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пасар туса лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |