Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тӗнче тетелӗнче Петр Краснов депутат "Хыпар" Издательство ҫуртне тапӑннине хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ӑнланманлӑх тахҫанах сиксе тухнӑ-мӗн, "Хыпар" ертӳлӗхӗ ӑна обществӑна кӑларман кӑна.
"Эпир, "хыпарҫӑсем", ку ыйтӑва обществӑна кӑларасшӑн марччӗ. Анчах депутат унччен, 3 ҫул, ҫыру ҫырса ӑнлантарма, тӗрӗслевсем пуҫарма ыйтнӑ пулсан халӗ ҫынсен умӗнче республика прокуратурине "Хыпар" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарма ыйтни патне ҫитрӗ", - ҫапла ҫырнӑ Издательство ҫурчӗ Телеграмра тытса пыракан "Хыпар - Вести Чувашии" каналта. Ҫине-ҫине тӗрӗслевсем пулни кулленхи ӗҫе йӗркелесе пыма чӑрмантарнине палӑртнӑ унта.
Нумаях пулмасть Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Петр Краснов депутат каллех (вӑл кашни сессирех "Хыпар" пирки япӑх калаҫать-мӗн) трибуна умне тухса хаҫата "ислетнӗ", прокуратурӑна 6 пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗтӗм депутат умӗнче вӑл Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина пирки каланӑ чухне ӑна "эта дамочка" тенӗ. Ҫак видеопа ку хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра паллашма пулать.
ялтан // 1568.33.6986
2023.05.28 15:34 | |
Интернетри автор çырни пит уçăмлах мар. "Ограничить работу ИД "Хыпар". Кунпа мĕн каласшăн? Мĕнле майсемпе çакна тума пулать? П. Краснов, нумай çул çÿлте ларать, ăна-кăна чухлать ĕнтĕ. Прокуратурăна 6 жалоба çырнă иккен, мĕн пирки? Кам пĕлет? Туркай, Арланов, Леонтьев, Тарасов, ма шарламастăр? "Хыпарти" журналистсем пит çивĕч çыраççĕ те Краснов вĕсене çăварлăхласшăн пулать. Ку юмаха кам ĕненет? | |
Анат енчисем // 1568.33.6986
2023.05.30 18:54 | |
Хаçатсемпе "Тăван Атал" анса ларчĕç ĕнтĕ, райхаçатсене те çитеймеççĕ. Çакна кашни вулакан асăрхать. Депутат çакна хирĕç, лешсем "преследует" тесе çихĕреççĕ. | |
Анатрисем // 1568.33.6986
2023.05.31 08:00 | |
Тĕлĕнмелле, мĕншĕн-ха тĕп редактор тата генеральнăй директор пичетре туртса çапмасть пĕрре, ун аллинче 11 хаçат тата журнал, анчах вăл вăрттăн-кĕрттĕн никамах та вуламан "Телеграмсенче" çыранçи пулать. | |
Agabazar // 4071.56.6426
2023.05.31 16:17 | |
Краснов иккен-ха у, «Хыпарăн» тăшманĕ.... ))) | |
Анатрисем // 1568.33.6986
2023.05.31 18:05 | |
Пачах урăхла: тем тĕрлĕ чирпе, пĕли-пĕлми турткаланипе хавшаса çитнĕ, аран-аран ура çинче тăракан хаçата çăлса хăварасшăн.Паллах, хăй ĕçне аван пĕлекен ертÿçĕ кирлĕ. | |
ялтан // 1568.33.6986
2023.06.02 10:54 | |
"ТăванАтăлти" хăш-хăш сăвва вуласан тăлĕнсе каятăн: чĕлхи сăнарлă мар, рифмисем айван, сăвă тытăмне тытса пыман. 19-мĕш ĕмĕре кайса лартăмăр-çке, ун чухне çапла çырнă, нимпе танлаштарма пулман. Халь, Хусанкай, Ухсай, Айтащ, Теветкел сăввисемпе танлаштаран та калас килет редакцире ĕçлекенсене: мĕншĕн çав сăвăсене тытса пăхмастăр, хăвăра пăртак аталанма та кирлĕ-çке. | |
Agabazar // 3938.99.1029
2023.06.02 15:16 | |
Ялтан хоспочын, эс каланине пĕр чĕптĕм те ĕнеместĕп, сана эксперт тесе шутламастăп. | |
