Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() exp.idk.ru сайтри сӑн Ял хуҫалӑх министерстви кӑҫал мӗнле ҫимӗҫсем хакланма пултарассине пӗлтернӗ. Ҫак йыша пилӗк продукци кӗнӗ. Мӗнлисем? Сӗт, сӗт юр-варӗ, ҫӑкӑр, пахча ҫимӗҫ тата сахӑр. Ведомство хаксене шайлаштармашкӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑн. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене пӗр килограмм пуҫне 2 тенкӗ мар, 2,5 тенкӗ субсиди парасшӑн. Пахча ҫимӗҫе мӗнле йӳнетмелле? Харпӑр хуҫалӑхсенче шанчӑк пур. Ҫавӑн пекех тӳре-шара пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми туса илессине аталантармашкӑн федераци проекчӗ пуҫарасшӑн. Ҫавна май 2023 ҫулта ку тӗллевпе хушма укҫа уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ. Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ. Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чувашинформ.ру тата Regnum сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева Александр Андреев коммунист ыйтӑвӗ килӗшмен. Ӑна вӑл: «Каждый говорит в меру своей испорченности», — тесе хунӑ. Ку ӗнтӗ вӑл ҫыннӑн калаҫӑвӗ тӑрӑх этем епли курӑнать тенине пӗлтерет-тӗр. Паян регион ертӳҫи республика Правительстви пӗлтӗр мӗнле ӗҫлени ҫинчен ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен умӗнче отчет тунӑ. Доклад хыҫҫӑн ыйту панисенчен пӗри – Александр Андреев коммунист. Унӑн сӑмахне Чувашинформ.рф (асӑннӑ ҫӑлкуҫ Правительство хыпарӗсене ҫутатать) «ыйту та мар, ҫӑхав» тесе хакланӑ. Депутат муниципалитет пӗрлешӗвӗсене васкаса пӗрлештерни, сасӑлав вӑхӑтӗнче административлӑ майпа пусахлани ҫинчен асӑнса хӑварнӑ. Капла калани Олег Николаева килӗшмен, вӑл фактсем илсе кӑтартма ыйтнӑ. Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан солисчӗн Татьяна Прытченкован пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Сцена ӑсти Прытченкова 2002 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ – университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ хӗр унпах та ҫырлахман – Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ, унта «Вокал искусстви» специальноҫа алла илнӗ. Пултарулӑхне вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина профессор класӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хорӗнче, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче ӗҫленӗ. 2009 ҫултанпа — оперӑпа балет театрӗн солистки. 2019 ҫулта Татьяна Прытченкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкара Чулхулари дирижёра чӗнсе илнӗ. Дирижёр пульчӗ умӗнче Ренат Жиганшин пулӗ. Вӑл паян, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартакан «Царская невеста» 17 февраля тата нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи «Лебединое озеро» спектакльсем вӑхӑтӗнче дирижёр пульчӗ умне ларӗ. Чӗнсе илнӗ сцена ӑсти Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пултарулӑха вӑл дирижерпа хор факультетӗнче тата оперӑпа симфони дирижёрӗн факультетӗнче илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑхне Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче, аспирантурӑра, ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле. Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ. Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗр Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ судмедэкспертиза зданине юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавна май унта халӗ виҫҫӗмӗш хут, мансарда, пур. Ҫулталӑк вӗҫлениччен виҫҫӗмӗш хутра патологи анатомийӗн тата судпа медицина экспертизин музейне уҫма палӑртнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ влаҫ органӗсен порталӗнче. Кунсӑр пуҫне унта студентсем валли вӗренмешкӗн пӳлӗм пулӗ. Ҫавӑнтах гистологи препарачӗсем, медицина докуменчӗсем упранӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта медицина енӗпе музей пур ӗнтӗ. Ҫеҫпӗл урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер Г.А.Алексеев ячӗллӗ медицина историйӗн музейӗ ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() UIHere.com сӑнӗ Таиланд тӗп хулин официаллӑ ятне улӑштараҫҫӗ: Бангкок вырӑнне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗнче пӗлтернӗ. Пичетленӗ документра «Бангкок» ят та официаллӑ шайрах юлать тенӗ. Канашра хушса каланӑ тӑрӑх, ҫак улшӑнусем вӗсене ятарлӑ комитетра ырланӑ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗрӗҫ. Енчен те официаллӑ ята Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ҫине пӗтӗмӗшле улӑштараҫҫех пулсан, хӑнӑхнӑ «Бангкок» ята скобкӑра ҫырӗҫ. Канаш документӗнче палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр географилле ятсем валли те улшӑнусем ҫирӗплетнӗ. Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ. Тӗнче шайӗнче вара Бангкок ят ҫирӗпленнӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗ Бангкока ҫӗршывӑн тӗп хулин официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче усӑ курасси пирки пӗлтернӗ. Сӑмах мар, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Голланди» официаллӑ ят пулма пӑрахнӑ. Компанисем, элчелӗхсем, министерствӑсемпе университетсем ҫӗршывӑн официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче «Нидерланд» ятпа усӑ курмалла. Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() joinfo.com сайтри сӑн Сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫармалла-и е ҫук-и? Чӑваш Енре социологи тӗпчевӗ тӑвасшӑн. Кун валли 450 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Социологи тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче регионти ӗҫлекен ҫынсен 1 процентӗнчен кая мар ыйтса пӗлмелле. Ҫавӑн пекех услам ӗҫӗн 1,5 пин субъектӗнчен кая мар тӗпчеве хутшӑнмалла, кунта пур районпа хуларан та ҫак субъектсем кӗмелле. «Куҫа куҫӑн» - ыйтӑм ҫак интервью мелӗпе иртӗ. Ҫавӑн пекех респондентсем патне Яндекс-формӑпа килӗшӳллӗн анкета ярса парӗҫ. Унти хуравсене кура пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин 2022 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗччен тишкерӳллӗ отчет памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |