Культура
Чӑваш наци конгресӗн Контактри стсӑнӳкерчӗкӗсем Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Акатуй» кӗрлесе иртнӗ. Уява хресчен пурнӑҫне тата ял ҫыннин кулленхи ӗҫ-хӗлне кӑтартса паракан юрӑ-кӗвӗпе, театр композицийӗпе уҫнӑ. Канашсене саламлама РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Анатолий Аксаков тата ыттисем пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ урапи» лапамра шкулсемпе ача сачӗсен тематика кӗтесӗсем хаpпӑр тӑрӑхри паллӑ ҫынсемпе, историллӗ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Уявра юрӑ-ҫемӗ янӑранӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Акатуя пынӑ халӑх хитре тумалнса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӗр амӑшӗ пипкери ачине чӑвашла тумлантарса илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци конгресӗн Контактри сӑнӳкерчӗкӗсем Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ. Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ. Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те. Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет. Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Каллех ҫумӑрсем... Кӑҫал ҫынсем ҫуллана кӗтсе ывӑнчӗҫ ахӑртнех. Кӑштах ӑшӑ тӑчӗ те каллех йӗпе-сапа пуҫланчӗ. Синоптиксем Ҫимӗкре ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, 23-28 градус пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн сулхӑнра та 24-26 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫеҫ хушӑран ҫумӑр ҫуса иртӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ҫумӑрлӑ та сивӗ ҫанталӑк пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 10 минутра «Астрахань – Элиста – Ставрополь» ҫул ҫинче пулнӑ аварире пирӗн ентеш вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ШӖМ пӗлтерет. Ку авари Калмӑк Республикинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен арҫынни «Грантӑпа» пырса транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Руль умӗнче пирӗн ентеш вилмеллех аманнӑ. Вӑл 54 ҫулта пулнӑ. Унпа пӗрле пынӑ 35 ҫулти пассажир та ӗмӗрлӗхех куҫ хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ. 2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ. Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче, Ҫимӗкре, Шупашкарти Явӑш масарӗ ҫине илсе ҫитерекен Улатӑр ҫулне харпӑр транспорт валли пӳлӗҫ. Ку чару ирхи 5 сехетрен пуҫласа каҫхи 8 сехетчен пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Улатӑр ҫулӗпе общество транспорчӗ ҫеҫ ҫӳрӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дмитрий Денисов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
fotokto.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансене сарӑ нӑрӑ тарӑхтарса ҫитернӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Ольга Серебрякова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хула ҫыннисене нӑрӑсем 5 ҫул канлӗ пурӑнма памаҫҫӗ. «Нӑрӑсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ: улмуҫҫисене, чие, слива йывӑҫҫисене. Вӗсенчен тухӑҫ илесси ҫук ӗнтӗ. Унччен 10 минутра пӗр нӑрӑ ҫеҫ вӗҫсе иртнӗ тӗк халӗ каҫсерен урама тухма ҫук. Ҫынсем тахҫанах кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, анчах усси ҫук», — пӗлтернӗ хӗрарӑм. Ольга каланӑ тӑрӑх, нӑрӑсене наркӑмӑш сапса вӗлернин те усси ҫук. Хӑшӗ-пӗри ҫеҫ вилет, теприсем вара пурпӗрех вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Русские писатели в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре вырӑс ҫыравҫисем) марафон иртнӗ май хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Марафонӑн тӗллевӗ — хальхи вӑхӑтри литературӑн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе паллаштарасси, кӗнеке вулассипе кӑсӑклантарасси. Пӗрремӗш тӗлпулӑва паян, Раҫҫейри Пушкин кунӗнче, Андрей Геласимовпа ирттерӗҫ. Асӑннӑ вырӑс ҫыравҫи — чылай роман, повеҫ, клав тата сӑвӑ авторӗ. Унӑн нумай хайлавне экранизациленӗ. Андрей Геласимов хайлавӗсемпе усӑ курса «Дом на Озёрной» мини-сериала, «Жажда», «Мой любимый раздолбай», «Ке-ды» фильмсем ӳкернӗ. Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулу акт залӗнче иртӗ, 18 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кӗрсе кума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын экскаватор туяннӑ чухне ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Вӑл 4,6 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. 44 ҫулти арҫын экскаватор сутнине тӗнче тетелӗнче курнӑ. Сутуҫӑпа техникӑна туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Хайхискер Саратова хӑйӗн ҫыннине тата транспорта илсе ҫитермешкӗн трал янӑ. Килӗшӳ тунӑ, транспорта ӑсатасси ҫеҫ юлнӑ. Шупашкар арҫынни сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 4 миллион та 682 пин тенкӗ. Анчах укҫа сутуҫӑ патне ҫитеймен. Ку ӗҫ-пуҫа ултавҫӑ сӑмса чикнӗ иккен. Вӑл Шупашкар арҫыннин укҫине вӑрланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 17 сехет те 5 минутра Шупашкар районӗнче "Байсубаково" чарӑнӑвӗнче ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унти авари акӑ мӗнле пулса иртнӗ: "Тойота" Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Унта ҫын утнӑ. Ӑнсӑртран иномарка ҫине хыҫалти ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Иномарка ҫул урлӑ каҫакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ те юпа ҫине тӑрӑннӑ. Ҫав ҫын вилнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри водитель кӑшт ҫеҫ аманнӑ. Салонри ачасене больницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |