(хӳхлев)
Ҫаврӑнса пӑхсан кашни ҫыннӑн савӑнмалли те, хурланмалли те курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене сӑнаса шутлатӑп.
... Студент ҫулӗсенчи йывӑр вӑхӑтра, иртнӗ ӗмӗрӗн аллӑмӗш ҫулӗсенче, пиччесемпе аппана чӑрмантарма тивнӗччӗ манӑн. Аппапа йысна Шупашкарта хӑйсен йӑвине ҫавӑрчӗҫ те, вӗсем патне кайса нушана ирттереттӗм вара.
Аппан хӗрачи пӗчӗккӗччӗ. Ӑна чӑвашла «хӗрчче» теттӗм те, йышӑнмастчӗ: «Мӗнле хӗрчче? Эпӗ Лена ятлӑ» тетчӗ. Ялтан килнӗ чӑвашсен Шупашкарта вырӑсланма тивнӗ вӑхӑтчӗ. Ӗҫре вырӑсла, ача пахчинче, шкулта, урамра - вырӑсла. Хӗрпултӑр, улпултӑр, ывӑлсем (шӑллӑм ывӑлӗ), хӗрсем (арӑмӑн йӑмӑкӗ), ӗмпиччепе ӗмпике, мучейпе мӑнаки йышши тӑвансен чӗнӗмӗсене хулара маннӑччӗ ӗнтӗ. Лена, чӑваш хӗрачи, чӑвашла чӗвӗлтетекенскер, хутла вырӑсла вӗренсе пычӗ.
Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче, Пулӑҫсен Виҫҫӗмӗш (Третья Рыбацкая) урамӗнче, ашшӗпе юташӗсем хӑма татӑкӗсенчен ҫапса тунӑ хуралтӑра (засыпушкӑра) пурӑнатчӗҫ. Пир-авӑр комбиначӗ ӗҫлекен ыйтать. ялтан тапса килнисен хваттер ҫук.
Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Якуп ÖМЕРОГЛУ доктора
Турци ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Муса Касым АРЫЧАН профессора, доктора
Кипр, Балкан, Еврази ҫӗршывӗсен литературисен пӗрлӗхӗн (КЫБАТЕК) тӗп ҫыруҫине хисеплӗ Мевлӳт КАПЛАН доктора, КЫБАТЕК'ӑн Хисеплӗ ертӳҫине хисеплӗ Феййаз САГЛАМ'а, университет вӗрентӳҫине
Эпир, тӗрӗксен йышӗнчи чӑваш халӑхӗн ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ, 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр. Йӑхташӑмӑрсен хуйхи, асапӗ, терчӗ, ҫынлӑхӗ, паттӑрлӑхӗ, инкеке ҫӗнтернин савӑнӑҫӗпе телейӗ тата тӑванлӑх туйӑмӗсем ҫыравҫӑмӑрсен ӗҫӗсенче вырӑн тупасса шанса тӑратпӑр. Пуҫ хунисем ҫӑтмахра пулччӑр. Инкек иртсе кайтӑр, Тӗрӗк тӗнчин пуҫӗ сывӑ пултӑр.
Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗн (ҪИП) ертӳҫи, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виталий РОДИОНОВ профессор, доктор.
Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис ЧИНДЫКОВ ҫыравҫӑ, драматург.
Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ президенчӗ, Митта премийӗн лауреачӗ Атнер ХУСАНКАЙ.
Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолетӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтӗр лартнӑ «Дитя и волшебство» ӗҫӗн режиссерӗ Максим Иванов кӑна мар, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӳнер факультетӗнче вӗренекен Андрей Кочемасов та пулнӑ. Мускав каччи кунта куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ туптанӑ.
Аса илтеретпӗр, самолет Сирине кайма тухнӑ, ҫул ҫинче вӑл катастрофӑна лекнӗ. Бортра журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем пулнӑ. Маларах каланӑ Максим Иванов тата Максим Кочемасов та ушкӑнпа Сирие концертпа пуҫтарӑннӑ, ансамбльте юрланӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫухатушӑн куляннине пӗлтернӗ. 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче Хурлану кунне халалланӑ митинг иртнӗ.
Хура тинӗсе ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолетӗнче Шупашкарта спектакль лартнӑ режиссер та пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫав инкекре журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем вилнӗ. Пысӑк хуйхӑ пирки ҫӗршыв Президенчӗ паян Хурлану кунӗ тесе йышӑннӑ.
Инкеке лекнӗ самолетра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер пулнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» ҫулталӑк каялла ун пирки Дмитрий Моисеев ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш каччи. Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче ҫуралса ӳснӗскер Мускаври ГИТИСран пӗлтӗр вӗренсе тухнӑ.
Максим Иванов ӗҫне куракан патне ҫулталӑк каялла Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитернӗччӗ. «Дитя и волшебство» проект — Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫамрӑк режиссерсене пулӑшассишӗн ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗскерччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ.
Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |