Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ, мӗн ҫамрӑкранпа Шупашкарта пурӑнакан Галина Деомидова нумаях пулмасть 80 ҫул тултарнӑ.
Галина Кирилловна — тантӑшӗсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑма тивӗҫ ҫын. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра 10 ҫула ытла ҫӳрет. Унта кинемей тӗрлӗ спорт хусканӑвӗ тӑвакан ушкӑнпа занятисене хутшӑнать, алӑ ӗҫӗпе аппаланать. Унсӑр пуҫне вӑл Пукане тата Пантомима театрӗсенче вылять. Ыттисене мӗнпе те пулин пулӑшмалла пулсан Галина Деомидова малтисен йышӗнче.
«Социаллӑ центр мар пулсан эпӗ хама епле туяттӑм-ши — пӗлместӗп те. Кунта килсе ҫӳренӗрен ман кӑмӑл та лайӑх, хама аван туятӑп, пурнӑҫпа хавхаланса пурӑнатӑп», — хавасланса палӑртать юбиляр.