Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ.
Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ».