Авӑнӑн 20-мӗшӗнче кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑннӑ – сывлӑш температури 15 градусран пӗчӗкрех. Каҫсерен те палӑрмаллах сивӗ.
Ҫитес кунсенче ҫил лӑпланӗ. Ыран кӑнтӑрла уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ-ха. Эрне варринче вара ӑшӑ килме тытӑнӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ку –«карчӑк ӑшши». Канмалли кунсене термометр 25 градус таранах катартӗ, каҫхине 8-13 градус. Ҫил кӑнтӑр енчен ҫеккунтра 16-метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варричченех тӑма пултарать. Ҫумӑр тепӗр икӗ эрнерен кӑна пулмалла.