Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.8 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шорникова Елена ВасильевнаЮпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗ тепӗр пултаруллӑ ҫынна ҫухатрӗ — ҫут тӗнчерен Чӑваш халӑх артистки Елена Шорникова уйрӑлса кайрӗ.

 

Шорникова Елена Васильевна 1912 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Уйкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Шупашкар театр техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылянӑ.

Театрта пурӗ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Ҫамрӑк та илӗртӳллӗ хӗрсен сӑнарӗсене нумаях паман Елена Васильевнӑна, тӗрлӗ халӑх хӗрарӑмӗсен ролӗсене выляма тивнӗ. Паллах, хӗрсен ролӗсем те пулнӑ ӗнтӗ: «Кушарти» Лисук, «Аслатири» Катерина, «Лиза Коротковӑри» тӗп сӑнар тата вӗренсе тухнӑ чухнехи чи пӗрремӗш пысӑк роль — Виринея.

Малалла...

 

Апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсни Чӑваша та пӑшӑрхантарать иккен. Сӑмахран, ӗнер Ҫӗмӗрде хула администрацийенче те кун пирки калаҫу пулнӑ. Калаҫӑва суту-илӳ лавккасен, апатлану вырӑнӗсен хуҫисем, оптлӑ майпа туянакансем тата апат-ҫимӗҫ промышленносҫӗн ертӳҫисем хутшӑннӑ. Калаҫура Министрсен кабинечӗ кӑларнӑ 266 №-лӗ «Тавар хакӗсене чарса лартасси пирки» постановленине пӑхса тухнӑ, ӑна пурнӑҫламалли майсене сӳтсе явнӑ. Ҫӑнӑх, сӗт, ӗҫнӗ сӗтрен пулнӑ апат-ҫимӗҫ, ҫу, ҫӗрулми хакӗсене шӑнтса (вырӑсла каласа «заморозили») лартнӑ

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн хыпарҫи пӗлтернӗ тӑрӑх ку ялти «Штанар» ҫырминче ҫӗнӗ пӗве йӗркеленӗ. Пӗви Анаткас Уҫырман Уйкас (Полевая) урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗвене кӗске вӑхӑтра Кириллов Сергей тракторҫӑ туса лартнӑ. Пӗви хальхи вӑхӑтра шывпа тулать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшпе 28-мӗшӗсенче Питӗр хулинче Википедин вырӑс уйрӑмӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Ҫак конференцине Николай Плотников та хутшӑнчӗ. Конференци информаци технологийӗпе механика тата оптика университетӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш кунӗнче докладсем вуласа пачӗҫ, вӗсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ.

Малалла...

 

- Паян пирӗн паллӑ кун: литпӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне унӑн ертӳҫи Н.Н. Ларионов. Пурне те уявпа саламланӑ хыҫҫӑн вӑл малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗрремӗшӗ — “Шевле ҫути” иккӗмӗш кӗнекине кӑларасси. Ӑна тума малтанах материал пухмалла, укҫа-тенкӗ шырамалла, пулӑшу ыйтса ҫырупа тухмалла — йышӑнчӗҫ шевлеҫӗсем. Редколлеги членӗсене суйласа хӑварчӗҫ.

Унтан А.Ф. Ермилов (Юман) Шупашкарти ҫыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ӗмӗт-шухӑшне уҫса пачӗ.

Шевлеҫӗсем “Канаш” хаҫатӑн литература страници пирки те сӑмах хускатрӗҫ. “Унта ҫӗнӗрен сӑвӑ-калав пичетлеме пулать. Унччен пичет управленийӗ пире ирӗк паман. Вулакансен ӑс-хакӑлне ӳстерес тесен хаҫатра тӗрлӗ енлӗ хайлавсем пулмалла, – терӗ Николай Николаевич.-Пирӗн ытти хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме май пур, хайлавӑрсене ярса пама ан вӑтанӑр”.

Анатолий Дмитриев–Ырьята ҫырулӑх ӑҫне ҫамрӑксем хутшӑнманни канӑҫсӑрлантарать.

- Кампа ӗҫлемелле пирӗн? Кама вӗрентмелле?-терӗ вӑл пӑшӑрханса. - Ҫыравҫӑсемшӗн паян ку чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Чӑваш чӗлхине вӗренекен ҫамрӑк хунавсене явӑҫтарма тӑрӑшмалла.

Малалла...

 

Чӑвашсен наципе культура федераци шайӗнчи автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен юхӑмӗ дискотекӑсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлни пирки пӗлтерет!!! Пӗрремӗш дискотека Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Коммуна» клубра иртӗ. 18 сехет ҫурӑра пуҫланать!

 

Дискотека программинче эсир интереслӗ конкурссене хутшӑнма, вӗсенче парнесем ҫӗнсе илме пултаратӑр! Дискотекӑра Мускав чӑваш пикисем те пулӗҫ.

Дискотека хыҫҫӑн укҫа тӳлесе каҫхи пайне юлма пулать.

 

Адрес: Тула метро, Ман Тула урамӗ, 44 ҫурт.

Ытларах ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать – o.a.borisova@mail.ru

 

Клуба мӗнле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ — http://kommunaclub.ru/where.page

 

Хӑвӑр та килӗр, юлташсене те чӗнме ан манса кайӑр!

Дискотекӑна йеркелекенсем сирӗнпе хаваспах тӗл пулӗҫ!

 

Пушкӑрт ҫӗрӗнчи чӑвашсем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Авӑркас районӗнче пурӑнакан, "Шуратӑл" литпӗрлешевӗн ертӲҫин Александр Савельев-Сасӑн юбилейӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. 75 ҫул тултарнӑ ятпа ӑна саламлаҫҫӗ.

Пирӗн пӗрлӗх те ӑна саламлать, ӗҫӗнче ӑнӑҫу, пурнӑҫӗнче телей сунать!

 

Шупашкар хулинче ултӑ пин ача валли ача сачӗсенче вырӑн ҫитмест. Кун пирки Шупашкар хула Администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн ертӳҫи Сергей Кудряшов нумай пулмасть пӗлтерчӗ. Хулари ача сачӗсем пурӗ 20 пин ачана йышӑнма пултараҫҫӗ, вӗсене вара халӗ 21 пине яхӑн ача ҫӳрет.

Лару-тӑрӑва лайӑхлатмашкӑн хулари ача-сачӗсене каялла тавӑрма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех пуррисене ҫӗнетсе ача вырӑнӗсене ӳстереҫҫӗ. Хулара ҫавӑн пекех 2009 ҫул валли икӗ ҫӗнӗ ача сачӗ йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫитес ҫулхи Республика Кунӗнчи мероприятисем Шупашкарта тата Республикӑн Муркашпа Йӗпреҫ районӗсенче иртӗҫ. Кун пирки нумай пулмасть Н.В. Фёдоров Хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Муркашпа Йӗпреҫ районӗсене ыттисенчен лайӑхрах аталаннӑ пирки суйласа илнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх вӗрентӳ институтӗнче Тӑван ен культурине вӗрентекен вӗрентӳҫӗсем валли курс пуҫланать. Икӗ эрне тӑсӑлӗ. Курсра ҫак предмета вӗрентмелли методикӑна сӳтсе явӗҫ, каласа парӗҫ.

Курс пирки вӗрентӳ институчӗн 216 пӳлӗмне кӗрсе пӗлме пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 4186, 4187, 4188, 4189, 4190, 4191, 4192, 4193, 4194, 4195, [4196], 4197, 4198, 4199, 4200, 4201, 4202, 4203, 4204, 4205, 4206, ... 4221
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 02

1928
98
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
58
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...