Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӑн 120 ҫулне уявларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.08.2010 19:40 | 1850 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ.

Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ.

Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ.

Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе ял халӑхӗ умӗнче Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г.В. Михайлов (вӑл хастар ҫынсене Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ), «Трак Ен» ентешлӗхӗн председателӗ А.Н. Львов (малтанхи ял старостине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Николай Матвеева кавказ хӗҫне парнелерӗ), Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑ ял старости Г.Г. Гурьев тата ыттисем сӑмах тухса каларӗҫ.

Ял уявӗ спорт вӑййисемпе, юрӑ-ташӑпа пуян пулчӗ. Халӑх шӳрпе те тутанчӗ, шашлӑкне те ҫисе курчӗ, кӑвас ӗҫрӗ. Халӑха уяв килӗшрӗ — Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑсем шурӑмпуҫчченех савӑнчӗҫ.

#Чатукасси ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ, #Красноармейски районӗ, #юбилейсем

 

Комментари:

CRadio // 4280.40.4728
2010.08.16 21:52
чăвашла ят пулман эппин 120 çул каялла...
2010.08.16 23:12
Аçтахар Плотников
«-касси» теме пăрахнă ĕнтĕ. Эп вăл ял хĕррипе иртсеччĕ — хамăн пĕрремеш фотосессинче Ункă хĕррипе кайсаччĕ. Çĕньялсем вăл яла «Выççăлкă» терĕç.
//Эпир кунта тĕнче хĕрринче пурăнатпăр... — тесе хурланатчĕç — Шăп та лăп район чиккинче вырнаçнă та никама та кирлĕ мар. Лере, — Шупашкар районĕ еннелле кăтартса — Шупашкар районĕ, лере, Выççăлкă — вĕсенче таçта та пурăнма лайăх, вырăнти пуçлăхсем хăт кертме тăрăшаççĕ. Пирен патра вара газ та кĕртмен. Çулĕ те çук... Чукун çулĕпе çеç çыхăну тытма пулать... //вĕсен сăмахĕ çавнашкалччĕ.// Чăн та, Шупашкар районĕнчи яла çитсен вĕсем Çеньялтисенчен лайăхрах пурăнни куçа курăнчĕ. Выççăлкăна вара кайманччĕ — вăл ман çулран аякка выртатчĕ те... Çапах та Выççăлкă енчен мен ятлă шыв юхса кĕнине пелес килетччĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем