Иртнӗ кунсенче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркасси ял тӑрӑх администрацийӗнче депутатсен пухӑвӗн канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унта халӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ертӳҫисем умне тӑратнӑ ӗҫӗсене сӳтсе явнӑ. Тӗп ыйту — хваттер укҫи вӑхӑтра тӳлеменни. Ҫак ыйтӑва татса пама ҫурт старостисене те пуҫтарнӑ.
Тутаркассинче паянхи куна пурӗ 116 ҫын хваттер укҫи тӳлемен. Пӗтӗмӗшле парӑм пурӗ 3 миллион та 200 пин тенке ҫитнӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен. «Вӗсенчен 30-шӗ хӑйӗн парӑмне тӳлеме пултарать, ыттисем ӗҫке ярӑннӑ, килӗнче ларма-тӑма пукан та ҫук. Хваттер укҫи тӳлемен пенсионерсен парӑмне пенси укҫинчен тытса юлма май пур, анчах ҫамрӑксенчен илме май ҫук», — тесе пӗлтернӗ Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Алексей Елимов.