Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем утӑ уйӑхӗнче Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинче пулса курнӑ. Географипе вӗрентекен Л.И.Петрикова ачасене авалхи чӑваш хули ҫинчен уроксенче пӗрре кӑна мар каласа панӑ. Ҫапах та куҫпа курни ӑсра тарӑнрах упранать, ҫавӑнпа ӗнтӗ кану тапхӑрӗнче мӑн пӗлӳпе кӑсӑкланакансен ӗлӗкхи саманари пӑлхар шӗкӗр хулине ҫитсе курас ӗмӗте пурнӑҫлама мел пулчӗ. Шкул ачисем автобуспа Теччӗ хулине ҫитрӗҫ. Кунта чӑвашсен аслӑ сӑвӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши учительсен семинаринче вӗреннӗ. Теччӗре педагогика училищин музейӗнче Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ пур. Анчах кунта нумай вӑхӑт чарӑнма май килмерӗ. Атӑл ҫыранӗнче ҫӗр каҫма тӳр килчӗ ачасене. Кӑвайт чӗртсе апатланчӗҫ. Ирхине малалла ҫула тухрӗҫ. Хула кун-ҫулӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хыҫҫӑн кӑвак тӳпе айӗнче вырнаҫнӑ архитектура палӑкӗсемпе паллаш кӑмӑл турӗҫ элӗксем. Юлашкинчен Хура палата текен вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Ачасем ҫулҫӳреврен сӑн ӳкерчӗкӗсем, кӗнекесем, суренирсем илсе таврӑнчӗҫ. Ҫак экскурсири чи хакли — ачасен ҫамрӑк чунсенче, ӑс-тӑнӗсенче яланлӑхах авалхи асамлӑхсем, тӗлӗнтермӗшсем упранса юлӗҫ. |
Ҫурла уйӑхӗн 5-12-мӗшӗсенче Македонири Охрид хулинче тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ 13-мӗш Курултайӗ иртет. Унта чӑвашсен делегацийӗ те хутшӑнать. Пирӗн делегацие Чӑваш самрӑкӗсен "Сувар" пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Ультияр Цыпленков ертсе пырать, ҫавӑн пекех делегацире Стас Владимиров юрӑҫ, Констанин Малышев "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗ тата ыттисем те. Курултай (пуху) тӗллевӗ — тӗрӗк ҫамрӑкӗсен умӗнче тӑракан ыйтусене сӳтсе явасси, вӗсене (халӑхсен чӗлхисене, культурисене упраса хӑварасси) татса пама ҫулсем тупасси, пӗрлехи туслӑха ҫирӗплетесси. |
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара «Пушӑ хир» ятлӑ уяв иртет. Вӑл Аслӑ Таяпа ялӗ ҫумӗнчи Иван Грозный ҫарӗпе тӗп тунӑ Таяпа ятлӑ ӗлӗкхи хула вырӑнӗнче иртет. Уявра ӗлӗкхи хӗҫ-пӑшалсене кӑтартӗҫ, кӗрешӳсем иртӗҫ, ташӑ-юрӑсем пулӗҫ тата ытти те. Енчен те кама та пулин чӑвашсен авалхи историйӗпе пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать пулсан вӗсемшӗн ку мероприяти питӗ кӑткӑс пулӗ. Йӗркелекенсем — Аслӑ Таяпа ял администрацийӗ, Елчӗк районӗн администрацийӗн культура пайӗ, Елчӗк музейӗ тата ыттисем. |
«Чӑваш тӗнчи» фотогаллерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 6 пинрен иртрӗ! Юлашки хутӗнче галерейӑна Ишек муйзейӗнче тата Шупашкар районӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ — вӗсен шучӗпе 6 пине яхӑн сӑнӳкерчек пулса тӑчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» фотогалерейӑра эсир чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене тупма пултаратӑр: Чӑваш Ен районӗсене, ялӗсене, тавралӑхне. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре иртнӗ мероприятисемпе те паллашма пулать. Унсӑр пуҫсӑр фотогалерейӑра чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхри сӑнӳкречӗксем те вырнаҫнӑ — Тутарстан, Мускав, Самар Ен. |
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче 200 ача вӗренмелли шкула хӑпартасси малалла пырать. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Енӗн вӗрентӳ Министерствипе Вӑрмар районӗн администрацийӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Халӗ иккӗмӗш хут стенисене тата газпа ӑшӑтмалли котельнӑй ҫуртне купалаҫҫӗ. Подрядчиксем палартнӑ вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
|
Паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче ҫӗрмӗш ача ҫуралнӑ. Пӗчӗк Диана Удяковсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевнӑн ку пӗрремӗш ача. Тин ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене ЗАГС пуҫлӑхӗ М.М.Николаева ӑшӑ сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Н.В.Фёдоровпа Элӗк район пуҫлӑхӗн, А.И.Платоновӑн, саламӗсене вуласа пачӗ, вӗсен открыткисене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевна ача ҫуралнине ҫирӗплетекен свидетельство пачӗ.
|
Ҫитес канмалли кунсенче Сентӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче футбол турнирӗ иртӗ. Пӗчченхыр ялӗнчи футбол ушкӑнӗн капитанӗ юнашар ялти ҫарӑксене юлташла матча чӗннӗ. Ҫапла вара Пӗчченхыр ялте Маклашкипе Кукашни ялӗнчи футбол ушкӑнӗсем пухӑнса ӑмӑрту ирттерӗҫ. Килме пултаракансене пурне те ҫак ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!
|
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Выла юханшыв урлӑ асфальт хунӑ кӗпере ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак чаплӑ ӗҫ уявне Чӑваш республикин хулари тата обществӑри инфраструктурине ҫӗнетсе-йӗркелесе пыракан министрӗ А.Н. Гончаров, унӑн ҫумӗ А.И. Лепилин, Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ А.И. Платонов, Чӑваш республикин Минстройӑн автомобиль ҫулӗсене тытса пыракан управленин пуҫлӑхӗ В.А. Атрохов, унӑн ҫумӗ Н.Н. Бахмисов, ООО СПФ "Стромос" тӗп ертӳҫи В.Н. Карпеев, ДЭП-146 ертӳҫи В.А. Павлов хутшӑннӑ. "Элӗк-Ураскилт-Ҫирӗккасси-Выла" автотрасса ҫинчи кӗпере тума 2006 чӳк уйӑхӗнче тапратнӑ. Кӗпер вӑрӑммӑшӗ — 41 м. Кӗпере Чӑваш Республики Президенчӗн "Чӑваш Республикинче автомобиль ҫулӗсен шутне хӑвӑртрах аталантарасси" хушнипе туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ял ачисене юнашар ялти шкула автобуспа турттарма питӗ ансат пулать. Ҫаплах тата ял ҫыннисем кунта автобуссен ҫӗнӗ маршрутне уҫасса шанаҫҫӗ. Ӗнтӗ, ҫак такӑр та хӑвӑрт ҫулпа элӗксемпе чутайсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем татах ҫирӗпленсе пырӗҫ. |
Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче уяв иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ял 147 ҫул тултарнӑ. Ку ял хӑй кун-ҫулӗнче Пушкина та Бичурина та астӑвать. Ял нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ӳстерсе кӑларнӑ. Вӗсем шутне Канаш Альберт Георгиевич сӑвӑҫ та кӗрет.
Уявра Сӗнтӗрвӑрри пуҫлӑхӗ А.А.Шумов сӑмах тухса каларӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи чӑваш хорӗ юрларӗ.
|
Шупашкарти культура институтӗнче ҫӗнӗ специальность уҫнӑ — ал ӑстисене вӗрентеҫҫӗ.
Пурӗ 10 вырӑн, хальхи вӑхӑтра ку специальноҫа илме пурӗ улттӑн кӑмӑл тунӑ. Вӗренме кӗрес текенсем хӑйсен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн вӗҫӗ таран пама пултараҫҫӗ. Чӑвашсем! Бюджет укҫипе вӗрентмелли вырӑнсем пур вӑхӑтра хӑвӑр ачӑрсене тӑвансене ҫак специальноҫе вӗренме ярӑр! Вӗсене Микуҫ Палтай шайри вӗрентевҫӗсем вӗрентӗҫ!
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |