Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӗлтӗрхи Акатуйра
Пӗлтӗрхи Акатуйра

Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.

Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.

 

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.

Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.

 

Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!

 

К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти нумай иртрӗ. Ку ӗҫе чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ те хутшӑнчӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политики министерстви пуҫарнипе чӑваш поэзи классикӗн юбилейне интернет олимпиада халалларӗ. Олимпиада ҫу уйӑхӗн 15-21-мӗшӗсенче пычӗ, пурӗ ку тупӑшӑва 978 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче республика тулашӗнчи чӑваш ачисем те пур: Тутарстан, Пушкӑртстан, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсем. Ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче районсене тата республика тулашне ҫӗнтерӳҫӗсен спиокне ярса пачӗҫ. Ку йыша пӗтӗмпе 40 вӗренекен кӗнӗ.

Михайлова Диана (Красноармейскинчи -мӗш шкул, 5 класс), Данилова Мария (Красноармейскинчи -мӗш шкул, 6 класс), Картмасова Арина (Хӗрлӗ чутайри вӑтам шкул, 7-мӗш класс), Александров Александр (Чӗмпӗр хулинчи 75-мӗш вӑтам шкул, 8-мӗш класс) олимпиадӑра ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Ытти 36 ача 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ.

 

Саламлатпӑр!!!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://inset.chv.su
 

Вилӗм яланах — кӑтмен инкек, ку тӗслӗхре вара — пушшех кӗтменрен те кӗтменни. Ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, ӑна юратнӑ, хисепленӗ ҫынсем ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Николай Гордеева юлашки ҫула асатнӑ. «Хыпар» хаҫат паян ҫак хыпара пӗлтерчӗ.

Мӗн пулнӑ? Уҫӑмсӑрри пайтах. РФ Прокуратури ҫумӗнчи Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӗшуҫи Олег Дмитриев «Хыпар» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, артист виллине иртнӗ шӑматкун ирхине Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурт подъезчӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл подъездӑн 7-8-мӗш хутсен хушшинчи чӳречинчен хӑй сикнӗ (эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Гордеевсен ҫемйи тӑваттӑмӗш хутра пурӑнать). Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ — калама хӗн. Тӑванӗсем вӑл юлашки вӑхӑтра пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ пулни, вилӗм пирки сӑмах пуҫаркалани ҫинчен каланӑ-мӗн.

Чӑннипех — пысӑк ҫухату. Н.Гордеев 1961 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

К. Иванов
К. Иванов

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш поэзийӗн чаплӑ классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ «Константин Иванов тата унӑн вилӗмсӗр еткерӗ» регионсен хушшинчи ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ.

Конференцие гуманитари институчӗн директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Г.Харитонова уҫрӗ. Пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, конференцие килнӗшӗн тав турӗ.

— Паян пирӗншӗн ҫав тери пысӑк уяв. Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш ҫӗрӗнче Мари Эл, Воронеж, уйрӑмах Пушкӑртстан, Чӗмпӗр хӑнисем пулни, эпир пысӑк ҫак уява вӗсемпе пӗрле кӗтсе илни питӗ пысӑк савӑнӑҫ, — палӑртрӗ ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов.

Пелепей районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Д.Г.Фатхутдинова Пушкӑрт Республикин Президенчӗн Муртаза Рахимовӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. «Пушкӑртра тӗпленнӗ чӑвашсем пирӗншӗн тахҫанах ҫывӑх тӑвансем пулса тӑнӑ.

Малалла...

 

Кӳкеҫри шкул-интернат. foto.cheb.ru сайтран илнӗ
Кӳкеҫри шкул-интернат. foto.cheb.ru сайтран илнӗ

Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне республикӑра йӗркеленӗ «Юратнӑ тетте» акцие хутшӑнса, ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи хӗрарӑмсен совечӗ Кӳкеҫри ятарлӑ коррекциллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул-интернатра вӗренекенсем валли пысӑк парне хатӗрлерӗ — кӗҫӗн класран вӗренсе тухакан 12 ачана кашнине хӑй кӑмӑлланӑ теттесем, волейбол тата футбол мечӗкӗсем пачӗ. Теттесене пухма пилӗк организаци пысӑк пулӑшу панӑ: Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗ, «Геона» ТМЯО, Шупашкар район больници, Ҫӗнъял-Покровски ял тӑрӑхӗ (Пархикассипе Кивпулӑх ял ҫыннисем), Ишлейри Шупашкар электромеханика завочӗ.

Уява пухӑннӑ ҫынсене шкул-интернатра вӗренекенсем концерт лартса пачӗҫ.

Малалла...

 

Ларура
Ларура

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн лару залӗнче район депутачӗсен тӑваттӑмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ 41-мӗш ларӑвӗ иртрӗ.

Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район центрӗнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертӳҫисем, шкулсен директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсем, район администрацийӗн управленийӗпе пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе секторӗсен заведующийӗсем хутшӑнчӗҫ.

С. А. Николаев район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене срокчен хӑварма — хӑй ирӗкӗпе отставкӑна кайма заявлени ҫырнӑ. Депутатсемпе пухӑннисем умӗнче Станислав Андреевич сӑмах каларӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тав турӗ. Ку ыйтупа район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ В. В. Александров, район администрацийӗн культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев, ӗҫ ветеранӗ Н. М. Матвеев, район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов сӑмах илчӗҫ, С. А. Николаева район аталанӑвӗшӗн тунӑ ӗҫсемшӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Депутатсем Станислав Андреевич ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ.

Чӑваш Республикин Президент Администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ В.

Малалла...

 

Димитровград стелли
Димитровград стелли

Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.

 

Кӑҫал юпан 14-мӗшпе 25-мӗш кенӗсенче пӗтӗм Раҫҫейре ҫырав иртӗ. Вӑл чылай ыйту кӑларса тӑратма пултарать — ҫавна май «Чӗрӗ журналта» вӗсене сӳтсе явмалли вырӑн уҫнӑ. Адресӗ: http://chuvashstat.livejournal.com.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кун кӗнеки урлӑ халӑха оперативлӑ информацие ҫитерме тӑрӑшӗҫ — ҫырав мӗнле пырать, ӑна ирттерес ӗҫсем епле майлашса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫыравпа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе акцисем пирки те пӗлме пулӗ. Чӑвашстан ӗҫченӗсем ку блог урлӑ ытти ҫӗршывсемпе патшалӑхсенче ҫырав епле иртни ҫинчен те каласа парӗҫ. Чи пахи вара — ку сайтра эсир хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтерме, ыйтусем пама пултарни.

 

Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ.

Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/2891.html
 

Типӗ курӑк ҫуннин хӑрушӑ вӑйӗ (2006 ҫулхи сӑнӳкерчӗк)
Типӗ курӑк ҫуннин хӑрушӑ вӑйӗ (2006 ҫулхи сӑнӳкерчӗк)

Мускавран, Шупашкартан радиопа е инҫекуравпа паракан передачӑсенче тӑтӑшах пушарсем пулни, вӑрмансем ҫунни ҫинчен тата вут-кӑвартан сыхланмалли йеркесем пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ.

Иртнӗ ҫулхи типӗ курӑксене ҫунтарасси йӑлана кӗрсе кайни самай сиен кӳрет. Акӑ Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче, ӳчӳкре, типӗ курӑка вӑрман хӗрринче чӗртсе янӑ та ҫавна пула вӑрмана вут хыпса илнӗ.

Лартса чӗртнӗ чӑрӑш, хыр, лиственница йывӑҫҫисем ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ана ҫине тислӗк тӑкакан Геннадий Фомин ҫийӗнчех асӑрхать ҫакна, хӑйӗн ҫемйипе, юлташӗсемпе пушара сӳнтерме васкать. Телефонпа районти пушар чаҫне те пӗлтерет. Геннадий Алексеевич ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пынипе тата пушара сӳнтерекенсем тӑрӑшнипе вут-ҫулӑма вӑрах алхасма памаҫҫӗ.

Пушара сӳнтерекенсем каланӑ тӑрӑх, Геннадий Фомин ҫийӗнчех вут-ҫулӑма сӳнтерме мерӑсем йышӑнман пулсан, ҫил вӑйлӑ пулнипе вӑрман 30–40 гектар таран ҫунма пултарнӑ. Ҫил тепӗр еннелле вӗрнӗ пулсан, яла, Тӑвайкикассине те куҫма пултарнӑ вут-кӑвар.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=878608
 

Страницӑсем: 1 ... 3886, 3887, 3888, 3889, 3890, 3891, 3892, 3893, 3894, 3895, [3896], 3897, 3898, 3899, 3900, 3901, 3902, 3903, 3904, 3905, 3906, ... 3985
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 15

1910
115
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
112
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...