Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн тиражӗ — 2 200 экземпляр.
Кӗнекене ӗлӗкхи чул палӑксем ҫинче ҫырнисемпе паллӑ мар авторсен сӑввисенчен пуҫласа паянхи поэзи таранах кӗртнӗ. Пӗтӗмпе унта 284 поэт вырӑн тупнӑ. Ҫавсен хушшинче Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай, Илле Тӑхти, Илле Тукташ, Нестӑр Янкас, Стихван Шавли, Яков Ухсай, Иван Ивник, Петӗр Ялкир, Георгий Ефимов, Николай Теветкел, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Николай Исмуков, Пётр Афанасьев, Петӗр Эйзин, Петӗр Яккусен, Георгий Ирхи тата ыттисем пур. Ҫамрӑк ӑрурисенчен вара Марина Карягина, Надежда Сельверстова, Римма Прокопьева, Лидия Филиппова тата ытти автора кӗртнӗ.
