Персона
![]() Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн «Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет. Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн. «Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |