![]() Календарь-плакат Нумай пулмасть Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) темиҫе ҫул маларах тухнӑ «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» плаката ҫӗнетсе кӑларчӗ. Ӗҫе йӗркелекенни — ЧОКЦ хастарӗ, Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчен тухнӑ А.Н. Щукин предприниматель. Вӑл ҫак сумлӑ, кашни килте ҫакӑнса тӑма тивӗҫ плаката хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ. Плаката М.Н. Юхма ӗҫӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кунта кашни чӑваш хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тата аслашшӗсемпе паллашма пултарать. Чӑвашӑн чаплӑ ҫыннисен речӗ Меттерен (пирӗн эра умӗнхи II ӗмӗр) пуҫланать, вӗҫӗнче Иван Яковлевич Яковлев тӑрать. Кунтах Купрат, Кӑтра-паттӑр, Айтар, Челпир, Ылтӑнпик, Пӑрттас, Пайтул, Чӑваш Хвети, Эмине. Плакатра ҫавӑн пекех авалхи чӑваш хулисемпе те паллашма пулать: Хӑнакур, Саркел, Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар, Кӗрнек, Тикеш, Таяпа. Илемлетме В.И. Агеев, В.А. Гафидов, Л.Я. Павлов ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ. Плаката календарь евӗр хатӗрленӗ. Кунта эсир 2011, 2012, 2013 ҫулсенчи календарьсене курайратӑр. | ||
![]() Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Пӗлтӗрхи верентекен ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те ку хыпар Элӗк районӗнчисене кӑсӑлклӑ пулмалла — районти вӗрентӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политикин тата спорт управленийӗ тӑрӑшнипе пӗлтӗрхи раштав уйӑх вӗҫӗнче «Юратнӑ вӗрентекенӗмӗр» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта эсир тӗрленчӗксемпе тата асаилӳсемпе паллашма пултаратӑр. Кӗнеке хулӑм мар пулин те (100 страницӑллӑ кӑна) ӑна вулама питӗ интереслӗ. «Элек тӑрӑхӗ чӑннипех те ырӑ чун-чӗреллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ та маттур ӗҫченсемпе пуян. Сӑпайлӑ та пысӑках мар кӑларӑмра, паллах, мӗнпур ӑста вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа параймарӑмӑр. Хамӑр ен учителӗсем ҫинчен ӳлӗмрен татах та ҫӗнӗ кӗнекесем калӑплама май пур», — тесе пӗлтернӗ кӗнеке ум сӑмахӗнче. Эсир вӗсене хӑвӑр ҫӗнӗ статьясене, сӑвӑ-калава, очерксемпе сӑнӳкерчӗксене ярса пама пултаратӑр. Кӗнекен электронлӑ версийӗпе кунта паллашма пулать. | ||
![]() Е.Т.Воробьёв Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ. Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ. Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ. | ||
![]() Чӑрӑшкасси шкулӗ Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑсемпе конкурссем иртеҫҫӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене премисемпе хавхалантараҫҫӗ. 2010 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх республикӑри 72 яш-кӗрӗме, вӗсенчен ытларахӑшӗ шкул ачисемпе студентсем, укҫан хавхалантарнӑ. 23 ҫамрӑка 60-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Преми илнисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи тата Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулсен воспитанникӗсем те (Артемий Федоров тата Руслан Павлов) пур. Вӗсене саламлатпӑр! Малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Пшонкӑ кану центрӗнче Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Унӑн пӗр ушкӑнӗ (РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ А. Петрова, район администрацийӗн юридика пайӗн пуҫлӑхӗ Л. Артемьев, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Николаев, унӑн специалисчӗ М. Александрова тата ҫак йӗркесен авторӗ) Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пулчӗҫ. Чи малтанах тӗлпулу «Нива» хуҫалӑх ферминче иртрӗ. Унта информаци ушкӑнӗ ӗне сӑвакансемпе тата бригада ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Тепӗр тӗлпулӑвӗ вара Пшонкӑри кану центрӗнче. Кунта ял ҫыннисем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах сӑмах Альбина Валерьяновна илчӗ. Вӑл информаци кунӗн темисемпе паллаштарнӑ май кашнин ҫинчех тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. А. Петрова РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн начальникӗ пулнӑ май пенси ыйтӑвне тӗкӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ. Мӗншӗн тесен паянхи кун халӑха интереслентерекен ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать те вӑл. «Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучӗ чакни палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Петӗр Хусанкай палӑкӗ патӗнче Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ку 104 ҫул каялла пулнӑ. Ҫак куна асра тытса паян Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара поэтӑн вил тӑпри умӗнче Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ, унӑн ҫуралнӑ кунне палӑртрӗҫ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Владимир Аркадьевич Милютин, Владимир Васильевич Степанов тата Николай Алексеевич Плотников масара ҫитсе палӑка тасатрӗҫ, Петӗр Хусанкайӑн магнитофон ҫине ҫырса илнӗ сассине итлерӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ. Малалла мероприяти «Ингури» кафере иртрӗ. Кунта поэтӑн чылай сӑввипе паллашрӗҫ, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вара ушкӑнпа черетӗн вуларӗҫ. Тепӗр ҫул та ҫапла май ҫак куна палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.
| ||
![]() Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем Кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, 30 градуса яхӑн сивӗ тӑракан вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче чӑваш сӑвӑҫин, ҫыравҫин тата драма ӑстин Раиса Сарпин литература каҫӗпе «Сарпи вулавӗсем» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ, халалласса та ӑна Раиса Васильевна 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Йӗркелекенсем: Раиса Сарпи, Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, «Труд» (чӑв. Ӗҫ) хуҫалӑх. Конкурса ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас, сӑвӑ ҫырма ӑста ачасене палӑртас, ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне уҫса парас шухӑшпа ирттернӗ. Ӑмӑртура 2 номинаци пулчӗ — Раиса Сарпи сӑввисене вуласси, тата ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвва каласа парасси. Каларӑмӑр ӗнтӗ, шартлама сивве пӑхмасӑр Нӑрваш Шӑхаль шкулне ачасем чылаййӑн пухӑннӑччӗ — 70 ытлаччӗ вӗсем. 22 шкултан килнӗччӗ. Сарпи сӑввисене вуласа малти вырӑнсене Екатерина Шурякова (1 кл, Аслӑ Арапуҫ шкулӗ), Милана Наумова (4 кл, Патӑрьелти 1№ шкул), Татьяна Жегалина (6 кл., Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ), Анастасия Салмина (9 кл., Кивӗ Ахпӳрт шкулӗ) тухрӗҫ. Хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пӗрремӗш вырӑнсене Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекен Александр Кондратьев тата 6-мӗш класра вӗренекен Любовь Мешкова йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗпе Нестер Янкас премийӗсен лауреачӗ, Трак Ен ентешӗ Геннадий Юмарт тепӗр ырӑ ӗҫ турӗ. Геннадий Федорович тӑрӑшнипе Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» кӗнеке кун ҫути курчӗ. Унта чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑн И.Я. Яковлевӑн асаилӗвӗсене чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. Вырӑсларан ӑна шӑпах Геннадий Фёдорович куҫарнӑ та. Кӗнеке калӑпӑшӗпе пысӑках мар, унта 62 страница. Вӑл «Куҫаракан сӑмахӗпе» уҫӑлать, «Ачалӑхӑм», «Пӑрӑнтӑкра», «Чӗмпӗрти шкул» тата «Гимназире» пайсенчен тӑрать, лайӑх вуланать. Ӑна С. А. Бритвина художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. И. Яковлев хӑй мӗнле ӳснине, Пӑрӑнтӑкри, Чӗмпӗрти шкулсенче, гимназире вӗреннисене, чӑвашсен ҫырулӑхне туса хурас ӗҫе епле йӗркелесе яма пикеннине, ҫӗр виҫевҫинче ӗҫленине аса илнисене хумханмасӑр вулама ҫук. Ку кӗнекене вӑтам тата аслӑ ушкӑнри ачасем валли кӑларнӑ. Вӑл шкул ачисене, уйрӑмах Яковлевҫӑсене, питӗ кирлӗ, унпа усӑ курса тӗрлӗ ҫыру ӗҫӗсем, конкурссем ирттерме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ултавпа Чӑнлӑх![]() Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Юхма Мишшин «Ултавпа Чӑнлӑх» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫин, академикӗн ҫӗнӗ романӗ хамӑрӑн ҫулӑм чӗреллӗ, революциллӗ саманара пурӑннӑ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен. Ҫырнӑ чухне автор поэт пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑхӑтсӑр вилӗмӗ ҫинчен шыраса тупнӑ нумай ҫӗнӗ материалсемпе, ӑна астӑвакансем каласа панисемпе усӑ курнӑ. Автор Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗпе Агафья Николаевнӑпа темиҫе те тӗл пулса калаҫнӑ, вӑл каласа панисене тӗплӗн ҫырса илнӗ. Вӗсем те Юхма Мишшине хӑйӗн геройне туллин те пур енлӗн ҫутатса пама пулӑшнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ӗлӗкрех мӗншен элекпӗ, ултавлӑ сӑмахсем пулнине те Юхма Мишши хӑйӗн романӗнче питӗ лайӑх ӑнлантарнӑ, вӗсене Чанлӑх ҫӗнтернине те ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ. Кӗнекене ЧОКЦра туянма пулать. Хакӗ 100 тенкӗ патнелле. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |