Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Красноармейски ачисене чӑвашла вӗрентесшӗн мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 25.09.2014 17:31 | 2030 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.

Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

#Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #тӳре-шара

 

Комментари:

Agabazar // 2034.89.0656
2014.09.26 14:56
Agabazar
Ну, каппайланăр малалла та "Крым пирĕн!" тесе...

"Затокрымнаш!" ©
Agabazar // 2034.89.0656
2014.09.26 15:04
Agabazar
"Хурах! Çутта кăлараççĕ!" теесси çеç юлать.
Унччен вара, эсир, Аксар хăта, Украинăна хĕстерем пекки тукаланă чухне савăнкалани те пулкаланă. Салтакри "хоххолсем" чунăра илнĕ имĕш. Мĕнех, халĕ хăвăрăн чунăра илеççĕ. Анчах та "хоххолсем" мар, пачах урăххисем....
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 09:37
Акапасар шучĕпе ку киревсĕр ĕç шутланмасть пулĕ.
Agabazar // 4476.9.6528
2014.09.28 13:56
Agabazar
Чăваш халăхĕ çине тата тепĕр телей йăтăнса анчĕ........
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 21:30
Чи малтан Чăваш республикинче Красноармейски сăмаха чăвашла çырма сĕнетĕп.
Степан И. // 4186.57.1361
2015.02.04 23:56
Ку чӑнни.Нумай ялсенче районта ҫемьере те ачасемпе ятарласа вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытларах учительсен ҫемьинче ҫапла хӑтланаҫҫӗ.
петр // 5059.3.5746
2015.03.13 19:04
Сутӑнчк идеологипе политикине Аслӑ Аттелх вӑрҫӑ хыҫҫӑнах шкула кӳртме тытӑнчӗҫ СССР тӑшманӗсем. Ҫавна вӗреннисем социализм потенциалне халӑха валли уҫса памасӑр СССРа аркатрӗҫ. Кусем те ҫавах пулаҫҫӗ.
И.Я.Яковлев Халалне итлемеҫҫӗ ашшӗ-амӑшсем те Пысӑк Пуҫлӑхсем те.
Эрех ӗҫе-ӗҫе пуҫ миммисем те айванаҫҫӗ.
Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем