Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ӗнер библиотекарьсем вырӑнне унта ытти чух кӗнеке вулама ҫӳрекенсем ӗҫленӗ. Ҫук-ха, лешсем ӗҫрен кайса пӗтнипе мар. Вулавӑш кунне халалласа унта хӑй тытӑмлӑх кунӗ йӗркеленӗ.

Вулавӑшра хӑйне евӗр мероприяти пулнине халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенчен вулавӑш енне ҫул кӑтартакан паллӑсем те систернӗ-ха. Сӑмах май, ачасем хӑйсем те парне хатӗрленӗ. «Библиотекӑсен кунӗпе саламлатпӑр!» тесе вӗсем асфальт ҫинех ҫырса хунӑ.

Кайран вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти пуҫланнӑ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи Тамара Григорьева ӗҫтешӗсене тата вулакансене уявпа саламланӑ май Наталия Осипова пай пуҫлӑхне республикӑн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

 

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑр ҫул урлӑ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем асӑннӑ тытӑмӑн дежурство пайне систернӗ.

Часах айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл полицай капитанӗ, асӑннӑ тытӑмра инженер-электроникра тӑрӑшакан арҫын пулнӑ иккен. «Киа Спектра» машинӑна светофора пӑхӑнмасӑр хӑваланӑскер эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Унӑн ӗҫтешӗсен шучӗпе пӑхма вӑл хӗрӗнкӗрехӗн туйӑннӑ.

Полицайсен сумне ярать тесе халӗ капитана ӗҫрен хӑтарнӑ.

 

«Ачана ӑс кӗртес тесен, ӑна тапкӑ-ҫупкӑ парса илмелле». Ҫак меслет ҫине тайӑнса пулмалла Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн 9 ҫулхи ачине «тӑн» кӗртсе пурӑннӑ. Шкулта панӑ килти ӗҫсене тӗппипех пурнӑҫлама пултарманишӗн ашшӗ хӑйӗн ачи ҫине пӗр хутчен мар алӑ йӑтнӑ. Ытларах сыпкаланӑ вӑхӑтра ашшӗ хӑйне «вӗрентекен» шутӗнче хума тытӑннӑ. Ку ырӑ мар пулӑм пирки йӗрке ӗҫченӗсем сиснӗ, вара «ачашӑн тӑрмашакан» ашшӗне айӑп тунӑ.

Паянхи куна пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ.

 

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пирки хыпарланӑ чух эпир «Ҫырса илме йывӑр пулӗ» тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та йӗркене пӑсакансем Чӑвашра та тупӑннӑ-мӗн. Ун пек пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Унта тӗрӗслевпе хаклав материалӗсене Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Ҫавӑн пек хӑтланнӑ хӗрӗн ӗҫне халӗ пӑрахӑҫласси пирки сӑмах пырать.

Асӑрханӑ ытти ҫитменлӗх пирки каласан, Комсомольскинчи вӑтам шкулта экзамен хыҫҫӑн материалсене кӑлтӑкпа пухнине палӑртнӑ. Теприсем карас телефонӗпе усӑ курнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ иккен. Экзамен бланкӗсене чылай ҫӗрте ӑна тытакансемсӗрех шутлани те йӗркене пӑсни шутне кӗрет. Шупашкарти 18-мӗш лицейре экзамена вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал кӑлтӑксем паллӑ, патшалӑх экзаменӗсем вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ нумайланма та пултарӗ.

 

ҪУ
28

16 пляж уҫӗҫ
 Вера Эверкки | 28.05.2013 17:57 |

Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.

Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.

 

Паянхи пресс-конференцире
Паянхи пресс-конференцире

Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.

Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ.

Малалла...

 

Хӗмленеҫҫӗ кӑна мар-ха, ҫап-ҫуттӑн ялкӑшаҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче Ӗпхӳ хулинче «Аэробика планети» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Мускаври, Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи, Новосибирскпа Омскри тата ытти ҫӗртен маттур яшсемпе хӗрсем пухӑннӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче 30 спортсмен пулнӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 номинаципе тупӑшма тивнӗ. Хӑйсен пултарулӑхне пӗчченшерӗн те, мӑшӑрпа та, виҫшерӗн те, ушкӑнпа та кӑтарнӑ. Юлашки ҫулсенче тата аэродэнс тата аэростеп текен енсем хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ 11 ылтӑн, 7 кӗмӗл, 3 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ. 15-17 ҫулсенчисем кунсӑр пуҫне пӗрремӗш вырӑна тухса Кубока тивӗҫнӗ, 9-11 ҫулсенчисем иккӗмӗш вырӑншӑн Кубокпа таврӑннӑ.

«Ӑмӑртӑвӑн чи лайӑх артибучӗ» Кубок та пулнӑ иккен. Ку вӑл судьясен хушшинче. Ӑна Чӑваш Ен представителӗ Оксана Дьячук тивӗҫнӗ.

 

Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.

Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.

 

Этем темиҫе ӗмер хушши ҫанталӑка сӑнать пулин те унӑн пур вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлсех ҫитереймест-ха. Ак, хальтерехри пулӑмсенех пӑхас — ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ ҫитнӗ пулин те хӗвеллӗ кунсемпе пӗр танах ҫумӑр ҫӑвать, пӑр ӳккелени те пулкалать.

Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче республикӑра ҫанталӑк пӑсӑк тӑчӗ — ҫилӗ те таврара самай алхасрӗ, ҫумӑрӗ те хытӑ ҫурӗ. Республикӑн хӑш-пӗр районӗсенче вара ҫумӑрпа пӗрлех пӑр ҫунине те палӑртаҫҫӗ. Канаш хулинче аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пек пӑр ӳкнӗ иккен. Вӗсем йывӑҫ, чие тӗмисемпе улмуҫҫисене, помидор, купӑста кальчисене шар кӑтартнӑ. Юрать-ха ҫак пулӑм ытти тӑрӑхсене айӑкран иртсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62962.html
 

Ҫапла тӑвасси пирки Шупашкар хула влаҫӗсем асӑрхаттараҫҫӗ. Халӗ машинӑсем килсерен тенӗ пек пулса кайрӗҫ те (тата хӑш-пӗр ҫемьере пӗрре кӑна-и?) хурҫӑ утсем валли вырӑн ҫитменни ет вӑрттӑнлӑх мар-ха. Ҫапах та машинӑсене курӑк ҫине хӑпартса лартма та никама та ирӗк паман. Яваплӑхӗ пирки «Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен» республика саккунӗнче уҫӑмлӑн пӑхса хӑварнӑ. Уйрӑм ҫынсен 500–2 000 тенкӗ кӑларса хума тивет, должноҫ йышӑнса ларакансен — 2 пинтен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 5 пинтен тытӑнса 20 пин тенкӗ таран.

Урапа (машина) лартмалли йӗркене пӑснисем пирки паян хула администрацийӗн планеркинче те калаҫнӑ. Тротуар ҫине лартнӑшӑн ҫу уйӑхӗнче кӑна 37 протокол шӑрҫаланӑ, тротуар тӑрӑх кайнӑшӑн — 16. Тирпей-илем кӳрессин йӗркине (кунта машинӑсене курӑк ҫине лартни те кӗрет) 123 хутчен протокол шӑрҫаланӑ. Кунта эпир ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫырни пирки каларӑмӑр. Унсӑр пуҫне хула администрацийӗ те ку ыйтупа ӗҫлет, тӗрӗслесе тӑрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 3651, 3652, 3653, 3654, 3655, 3656, 3657, 3658, 3659, 3660, [3661], 3662, 3663, 3664, 3665, 3666, 3667, 3668, 3669, 3670, 3671, ... 3930
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 03

1950
75
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
21
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...