«Известия» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, РФ Финанс министерстви амӑшӗн капиталне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ партарасшӑн. Кун пирки хаҫат министр ҫумӗ Айрат Фаррахов калани пирки пӗлтерет.
Айрат Фаррахов каланӑ тӑрӑх, ку программӑна малалла тӑсмалла е тӑсмалла мар пирки, ҫӗнӗ мел шырамалли ҫинчен тавлашаҫҫӗ. Чи кирли — ҫемье тупӑшне шута илни. Министр ҫумӗн самахӗсем тӑрӑх, ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мелсем те пур-мӗн. Пурне те укҫа пӗр пек уйӑрни тӗрӗс мар-мӗн.
Министр ҫумӗ программа вӗҫленсен ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мел шыраса тупмаллине палӑртать. РФ Экономика министерствинче ку шухӑша ырлаҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗн капиталӗ ача ҫуралассине ӳстермест имӗш, ҫемьесене пепкене кун ҫути маларах парнелеме хӗтӗртет ҫеҫ.
Унччен амӑшӗн капиталне 2017 ҫулччен тӑсма шухӑшланине, анчах татӑклӑ йышӑну туманнине пӗлтернӗччӗ.