![]() Лаврентий Таллеров Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Лаврентий Таллеров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу вырсарникун Шупашкарти Граждансен урамӗнчи 19 ҫуртра («Ритуальные услуги» МУП) 14-15 сехетсенче пулӗ. Таллеров Лаврентий Васильевич 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Нӗркеҫ ялӗнче (Комсомольски районӗ) ҫуралса ӳснӗ. 1976 ҫултанпа СССР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1988), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1981). Чӑваш театрӗсенче вылякан тата ӗҫлекен артистсемпе режиссерсен пултарулӑхне тӑтӑш ҫутатса тӑнишӗн ӑна Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине панӑ. Лаврентий Васильевич Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа ӳнер пайне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Маргот Клестиль-Лёффлёр Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушӑн 18-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкара Австри элчи Маргот Клестиль-Лёффлёр ҫитмелле. Хӑнасен ушкӑнӗ йышлӑ пулӗ — элчӗпе пӗрле Австрири 17 тӗп предприятисен ҫыннисем те килӗҫ. Республика пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне хӑнасем Чӑваш Республикин предприятисен ҫыхӑну биржине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗҫ, ҫавӑн пекех «Акконд», трактор кӑларакан савутпа паллашӗҫ. Программӑра Чӑваш наци музейӗпе «Тракторӑн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» те пур. Австри хӑнисемпе ҫыхӑну пуҫарас шутлисене пушӑн 18-мӗшӗнче Ехрем купса бульварӗн 3-мӗш ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ. Малтан заявка памалла. Тӗлпулусем тӳлевсӗр, 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ те 18 сехетре вӗҫленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӑлкӑш шкулӗ Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш шкулӗнче пуҫламӑш классенче вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Ф.Н. Тихонова ертсе пычӗ. Г.В. Степанова вырӑс чӗлхипе 3-мӗш класра уҫӑ урок пачӗ. Унӑн вӗренекенӗсем А.С.Пушкин юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ сценка лартса пачӗҫ. А.И.Самохвалова пӗрремӗш класра чӑваш чӗлхипе урок кӑтартрӗ. Ҫавӑн пекех «Эпӗ Раҫҫей гражданинӗ» класс тулашӗнчи калаҫу ирттерчӗ. А.Е.Иванова, Н.И.Силина та ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ. Йӑлкӑш вӗрентекенӗсем уроксенче ҫӗнӗ технологипе усӑ курчӗҫ. Компьютерпа пӗлсе ӗҫленине кӑтартрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Сывӑ пурнӑҫ йӗрки инкекрен сыхлать», — ҫак темӑпа паян Тӑвай районӗнчи Кушкӑ шкулӗнче пӗлӳ пухакан 11 класрисемпе класс сехечӗ иртрӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑл мӗнле йӗркепе пурӑннинчен нумай килет. Эрех-сӑрапа иртӗнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мӗн патне илсе ҫитерни пирки ачасемпе тӗрлӗ калаҫусем, класс сехечӗсем, конкурссем чылай иртеҫҫӗ. Хальхинче вара СПИД ҫинчен калаҫрӗҫ Портнова А.И. класс ертӳҫипе ачасем. Ачасем ҫак ыйту пирки хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ, тавлашрӗҫ те. СПИД чирӗ питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлса пыни, хальлӗхе чиртен сывалмалли мелсем ҫукки пӗтӗм тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сыхӑ пулар, киревсӗр япаларан аякка пӑрӑнар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнсан инкекӗ те айккине тарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗлӗхсемпе тӗлӗнтерме, савӑнтарма пӑрахмасть Октябрьски райповӗ. Иртнӗ ытларикун та вӑл Ӗсмел ял халӑхне черетлӗ парне турӗ. Энӗш юханшывӗ уйӑрса тӑракан ялӑн тепӗр енче (кунта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприятисемпе организацисем те, пурӑнакан халӑхӗ те пур) ҫӗнӗ лавкка хута ячӗ. Вунсакӑр хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнче райпон магазинӗ кунти халӑхшӑн халиччен те ӗҫленӗ-ха. Суту-илӳ залӗ тӑвӑртарах та хӗсӗкрех пулнӑ пулсан та тавар туянакансене кирлӗ пек тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Ҫапах та ҫакӑ халӗ — ӗнерхи пурнӑҫ, мӗншӗн тесен паян ҫӗнӗ магазинти условисем темиҫе хут хӑтлӑрах та тавар туянакансемшӗн меллӗрех. Ҫакна курах пулӗ магазин заведующийӗ С. Вотякова ҫӗнӗ вырӑна куҫнипе хӗпӗртенӗрен малашне тата та тӑрӑшуллӑрах ӗҫлессе шантарчӗ. Сутуҫӑсемшӗн кӑна мар, ял халӑхӗпе пыран-ҫӳрен хӑнасемшӗн те ҫӗнӗ магазин уҫӑлни савӑнӑҫ ӗнтӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ пысӑк пулни тавар ассортиментне самай пуянлатма май панӑ. Ытларах — апат-ҫимӗҫ продукчӗсен ассортиментне. Лавккаран инҫех мар пульница вырнаҫнине шута илсе промышленность таварӗсен кӗтесне те йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Урамра ҫил-тӑвӑл алхаснине пӑхмасӑрах Орининти культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Хальхинче куракансене Оринино ял тӑрӑхӗн пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмӗсем «Суперхуняма» тупӑшура хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Акӑ вӗсем: Е.Ф. Никитина (Лантӑш ялӗ), Р.В. Ремнева (Чамӑш ялӗ), А.Е. Иванова (Оринин сали), Р.Е. Горшкова (Оринин сали), З.П. Галкина (Патаккаси ялӗ). Паянхи курав пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ. Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе Оринин ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Венера Апполоновна Васильева пухӑннисене ҫуркунне ҫитнӗ ятпа саламларӗ, конкурса хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Конкурсанткӑсене хаклама ятарлӑ хаклавҫӑсене лартнӑ: В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, С.А. Каликов — Муркаш районӗнчи культура ҫурчӗн директорӗ, М.А. Просов, ветерансен Канашӗн пайташӗ тата В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. «Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. |
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани. Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ. Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ. Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ. Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. |
![]() 2011 ҫулхи литӑмӑрту элемӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса кӗнеке кӑларасси пирки пӗлтӗрхи конкурсра мала тухнисене чысланӑ чухне пӗлтерсеччӗ. Каланӑ сӑмаха пурнӑҫланӑ май хайлавсене пухма пуҫларӑмӑр. Пурӗ ҫӗре яхӑн хайлав пуҫтарӑнчӗ. Кӗнекен малтанлӑхи ячӗ (каярах, тен, улшӑнӗ) — «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӑлкуҫ». Унта эпир унчченхи пекех вырӑн йышӑннӑ хайлавсене ҫеҫ мар, пичете юрӑхлисене пурне те кӗртрӗмӗр. Паллах, хӑшӗ-пӗрне юсама та, тен, тивӗ — ку ӗҫе майӗпен туса пырӑпӑр. Авторсем те хӑйсен ӗҫӗсене якатса парасса шанатпӑр (пире пӗлтерме ан манӑр!) Яланхи пекех кӗнекене эпир ачасен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетесшӗн — ун валли ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр (уйрӑм хыпарпа пӗлтерӗпӗр). Тивӗҫлӗ ӳкерчӗксем кӗнерере вырнаҫӗҫ. Паян вара кӗнекене кӗртме палӑртнӑ хайлавсен йышне пӗлтеретпӗр: Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |