Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.2 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Якутар

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче ял хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр ҫинче темиҫе коттедж лартни ҫиеле тухнӑ. Йӗркене пӑснине Росреестр ӗҫченӗсем космоснимоксене тишкернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Инспекторсем ҫийӗнчех вырӑна тухнӑ.

Коттеджсене саккуна пӑхӑнса ҫӗклемен. Ку ҫӗр ҫинче ҫурт тума юрамасть, унта тулӑ е ыраш ҫитӗнмелле. Колхозниксене, предприятире ӗҫлекенскерсене, лаптӑк панӑ. Пайҫӑсем ӑна сутнӑ, лешсем вара е пӗлмесӗр, е ятарласа ҫурт лартнӑ. Вӗсене 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫурчӗсене вара ишсе антарма та пултараҫҫӗ.

Инспекторсем 9 лаптӑкра йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пуррине палӑртнӑ. Владимир ав лаптӑка 4 ҫул каялла туяннӑ. Кунта унӑн хуҫалӑх, анчах ҫурт лартнӑ, «мунча» евӗр тет хӑй. Анчах ҫурчӗ пысӑках, мансардӑпа. Анчах ҫуртне ишсе антарсан инфаркт пулассине пӗлтернӗ вӑл.

Халӗ Росреестр ӗҫченӗсем тӗрӗслев валли документсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗр хуҫисемпе калаҫӗҫ, управление штраф тӳлеттермешкӗн чӗнӗҫ. Ҫуртсене ишсе ан антарччӑр тесен ҫынсен ҫӗре урӑх категорие куҫармалла. Анчах ку ӗҫ ансат мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/635
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫын ҫӗре хӑйсен харпӑрлӑхне илес ыйтупа вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхне, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ҫитнӗ. Хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ҫавсем сӑмахпа кӑна мар, ҫыру ҫырсах ӑнлантарнӑ.

Ял территорине кӗрекен вырӑнта уйрӑм ҫурт хӑпартас е уйрӑм хушма хуҫалӑх аталантарма ҫӗр илес шухӑшпа ҫын заявлени ҫырса парсан яваплисен ҫавӑн пирки хаҫатра пӗлтерӳ пичетлемелле. Капла тума РФ Ҫӗр кодексӗн 39.18-мӗш статйи хистет. Утӑ уйӑхӗнчи заявлени вара Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче чылайччен вырӑнтан хускалмасӑр выртнӑ - пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑна пӗлтерӳ кун ҫути курнӑ. Ҫапла хӑтланни йӗркеллӗ маррине асӑрхаттарса район прокурорӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе нумаях пулмасть хут шӑрҫаланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енӗн Строительство министерстви пресс-тур йӗркеленӗ. Чи малтанах ведомство журналистсене Шупашкар районӗнчи Якутара илсе кайнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков подрядчикпа ӑнманни пирки ӗнентернӗ. «Степ» ятлӑскер контрактра пӑхса хӑварнӑ вӑхӑта ӗҫе пурнӑҫа кӗртмен пирки ҫутӑ кӗртессе чылай ҫул кӗтме тивнӗ. Ҫӗнӗ подрядчик ӗҫе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче кӑна пуҫланнӑ. Халӗ Сад урамри 22 ҫурта тинех ҫутӑ ҫитнӗ.

Унтан Канаш районне ҫитнӗ. Унти Вӑрманкасси выҫҫелккинчи Ҫамрӑксен урамӗнче 15 пӳрт. Унта пурӑнакансем ҫутӑ кӗртессе 4 ҫул кӗтеҫҫӗ иккен. Унти тӳресем раштавра ҫутӑ пулатех тесе шантараҫҫӗ-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑҫал ҫутӑ кӗртсе пӗтермелли 6 обьект юлнӑ-мӗн. Муркаш районӗнчи Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнче трансформатор подстанцине вырнаҫтарасси юлнӑ. Тепӗр пилӗк объекчӗ — Канаш районӗнчи маларах асӑннӑ ялтисӗр пуҫне Аслӑ Асхва Пикшикра, Энтриэльте, Хӗрлӗ Чутайра тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарта.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
98
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
58
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та