Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫуркунне ҫитнӗ май кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем валли йӑва шыраҫҫӗ. Ҫунатлӑ тусӑмсене эпир те пулӑшаятпӑр-ҫке. Ачасем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗллесем хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Етӗрне районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ «Кашни кайӑка — ҫурт» экологи акцийӗ йӗркеленӗ. Ӑна кайӑксене ҫурт тупма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ара, ҫунатлӑ тусӑмсене йӑва тупса чӗпӗсем кӑларма ҫӑмӑл мар-ҫке. Акци пуш уйӑхӗн 11–26-мӗшӗсенче пулӗ. Унта ҫемьесем, ушкӑнсем, уйрӑм ҫынсем, учрежденисемпе организацисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ. Конкурсҫӑсене асӑрхаттараҫҫӗ: вӗллесене йывӑҫене сиенлетмесӗр ҫакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ. Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ. — Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов. Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ. Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пирӗн республика федерацин «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» подпрограммӑна хутшанмашкӑн суйлав витӗр тухнӑ. ЧР Ҫурттӑвӑм министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак программӑн хутшӑнма тивӗҫ Раҫҫей субъекчӗсен палӑртнӑ. 2014 ҫулта ҫӗнтерӳҫӗ пулмашкӑн Чӑваш Ене суйланӑ. Ку пирӗн республикӑна федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ илме май парать. Унпа ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнмалли ҫурт-йӗр уславийӗсене лайӑхлатма пултараҫҫӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен валли 126 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку ҫамрӑк 600-700 ҫемьене ҫуртпа тивӗҫтерме ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи техника инвентаризацийӗн бюровӗн директорне контрафактлӑ программӑсем усӑ курнӑшӑн суд тунӑ. Предприяти «AutoCad 2002», «AutoCad 2007», «AutoCad 2011» программӑсен оригиналӗпе мар, суя версийӗпе усӑ курнӑ иккен. Ҫакӑ ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмен те, анчах асӑннӑ программӑна шутласа кӑларнӑ фирмӑна 870 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн. Суя программӑсемпе усӑ курнӑшӑн директора автор правине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пӑснӑ тесе ҫулталӑклӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика депутачӗн Валерий Павловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем хушшинче эстафета иртрӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне, Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен ҫамрӑк спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах Валерий Павлов Василий Вазина 10 ҫухрӑм чупассипе республикӑра иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Республикӑри Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ парса чысларӗ. Йӗлтӗрҫӗсем ҫулӗсене кура хӗрачасемпе арҫын ачасем хушшинче тупӑшрӗҫ: 2000 ҫулта кун ҫути курнисемпе вӗсенчен кӗҫӗнреххисем, 1998–1999 ҫҫ тата 1996–1997 ҫҫ. Унтан ӑмӑртӑва аслисем хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен. «Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри предприятисем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавне Правительство ҫуртӗнче ирттересси ырӑ йӑлана кӗнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. «Чӑвашрине туян» девизпа йӗркеленӗ суту-илӗве вырӑнти агропромышленность предприятийӗсем туса кӑларакан ҫӗнӗ продукципе паллаштарас тӗллевпе пухаҫҫӗ-мӗн. Хальхинче хӑтлав Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ӗҫленӗ. Курава хӑйсен продукцине «АККонд» общество, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Юрма» агрохолдинг хутшӑннӑ. Чӑвашра маттур предприятисем тата пур та, курава вӗсем тем сӑлтава пула хутшӑнман. Е, тен, вӗсем пирӗн апат-ҫимӗҫне ахаль те пурте аван пӗлеҫҫӗ тенӗ-ши?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Скворцов Федерацин регионти ведомствисен пуҫлӑхӗсене ертсе пыма кандидатсене Мускавра ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, акӑ, Чӑваш Енӗн Ветеринари службине ертсе пымалли кандидатсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак должноҫе Сергей Сковрцов тивӗҫлӗ тесе йышӑннӑ. Комисси кандидатсен «объективлӑ даннӑйӗсене» пӑхса тухнине пӗлтереҫҫӗ. Сергей Скворцов Хусанти ветеринари институтне 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Чылай ҫул вӑл Шупашкар районӗнчи «Лапсарская» чӑх-чӗп фабрикинче тӑрӑшнӑ. Малтан — ахаль тухтӑрта. Кайран тӗп ветеринарта. 2005 ҫулта вӑл Чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен Шупашкар хула станцийӗнче выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах унта ҫур ҫулта ӗҫлемен, ӑна патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫи пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра унта вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫапла вара Сергей Скворцова «посылкӑпа янӑ ҫын» теме ниепле те май ҫук: вӑл — карьера картлашкипе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Йошкар-Ола хулинче вырнаҫнӑ Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗ тӗллевлӗ майпа вӗренме илессине пӗлтерет. Тӗллевлӗ вӗренме килӗшӗве хатӗрлеме Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствине, право тата кадр енӗпе ӗҫлекен пая пыма чӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ аслӑ шкул бакалаврсене тата магистрсене куҫӑн тата куҫӑнсӑр майсемпе вӗрентет. Унта вӑрман промышленноҫӗ, механикӑпа машиностроени, радиотехника, ҫурт тӑвӑм, вӑрман хуҫалӑхӗпе экологи, ҫутҫанталӑка йӗркелессипе шыв ресурсӗсен тата ытти факультет пур. Факультетсемпе направленисем пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен www.volgatech.net сайтра, «Абитуриент» уйрӑмра, паллашма пулать. Укҫа шеллемесен (8362) 45-02-72, 68-68-89 номерсемпе те шӑнкӑравласа ыйтма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |