Культура
![]() Музейҫӗсене Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗнче кӗтсе илнӗ самант Чӑваш наци музейӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Музей туризмӗ, музейсемпе территорисен туризм хӑватне усӑ курасси» ятпа семинар ирттернӗ. Мероприятие республикӑри 17 районтан 53 ӗҫчен хутшӑннӑ. Музейҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри Арбатӗнче «Новинский починок» ансамбль тата районти таврапӗлӳ музейӗ кӗтсе илнӗ. Унтан асӑнӑн музейпа паллаштарнӑ. Семинара Наци музейӗн ерсте пыракан методисчӗ Татьяна Орлова уҫнӑ. «Музей ҫынсене илӗртекен вырӑн пулмалла», — тенӗ вӑл. Апла тӑк кашни музейӗн хӑйӗн тӗшши пулмалла. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина Чӑваш Ене илсен туризма аталантарассипе ҫур утӑм маларах пыраҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен. Труизма аталантарассипе ведомствӑсем хушшинче йӗркеленӗ канаш та (ӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗ) Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пухӑннӑран та ҫапла мӑнаҫланать иккен Сӗнтӗрвӑрри тӳри. Тепӗр енчен, маларах асӑннӑ краведени музейӗ «Пӗчӗк хуласемпе ялсен культура мозаики» Раҫҫейри проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Туризма аталантармалли пирки семинара хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов та палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 39 ҫулти арҫыннӑн суя хыпаршӑн… 190 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Мӗн тунӑ-ха вӑл? Тӗрӗссипе, киревсӗр ҫак ӗҫе вӑл 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тунӑ. Ун чухне хайхискер Чӑваш Республикин Арбитраж судне палламан ҫын шӑнкӑравласа бомба пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ҫуртран пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ. Анчах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн нимӗнле бомба та пулманни ҫиеле тухнӑ. Кун хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫтаха шырама тытӑннӑ. Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухатех ҫав. 39 арҫын сим-карттӑна Владимир облаҫӗнче туянни паллӑ пулнӑ. Анчах вӑл пытанса пурӑннӑ, регистрацине тӑнӑ вырӑнта курӑнман. Суя хыпара пӗлтерекене кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ. Ӑна кӑштах ӑннӑ темелле-ши — тӗрмене кирпӗч шутлама ярас вырӑнне штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫакна унӑн 30 талӑкра тумалла пулнӑ. Арҫын ӑна юлашки кунра тӳлеме ӗлкӗрнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫейри «Ren TV» телеканал Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Ҫӗмӗрлесем референдум ирттересшӗн-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем Чӑваш Республикинчен уйрӑлса Чулхула облаҫне кӗрес ыйтӑва татса парасшӑн имӗш. Кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ телеканалӑн «Неделя с Марианной Максимовой» (чӑв. Эрне Марианна Максимовӑпа пӗрле) кӑларӑмра калаҫнӑ. Ҫӗмӗрле районӗн халӑхне Чӑваш Республикин хальхи Элтеперӗн политики тивӗҫтермест-мӗн. Ҫавӑнпах вӗсем референдум ирттерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Хальхи историшӗн ку ҫӗнӗлӗх. Кунашкалли хальччен пулман. Чӑваш Енре Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсем те Чулхула патнелле туртӑнни пирки калаҫаҫҫӗ. Етӗрнепе Сӗнтӗрвӑрри хулисем те малтан чӑвашсен пулман-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче вырнаҫнӑ суд приставӗсем патне Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районта вырнаҫнӑ гриль-чӑх сутакан суту-илӳ киоскне хупмалли суд йышӑнӑвӗ ҫитсе выртнӑ. Киоска хуҫи хӑй тӗллӗн, яваплисенчен саккунпа килӗшӳллӗн ирӗк илмесӗр, вырнаҫтарнӑ имӗш. Суд йышӑнӑвне усламҫӑ кӑмӑлпа куҫарса кайма килӗшмен. Унтан та ытларах — автоприцеп евӗр киоска суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫынна ярӑнтарнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн усламҫӑ тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ та 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна усламҫӑ тӑна кӗнӗ пек пулнӑ — киоска илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Халӗ ют чӗлхерен илнӗ сӑмахсем анлӑ сарӑлчӗҫ те, чи малтанах квест тенин пӗлтерӗшне уҫса памалла-тӑр. Компьютер вӑййи ӑнлавпа ҫӳрет-ха вӑл. Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» квест-вӑйӑ ирттерме шут тытнӑ. Пуҫарӑва вулавӑшра ӗҫлекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ та уйӑхӑн 19-мӗшӗ таран пырӗ. Ӑна йӗркелекенсем квест-вӑйӑ ачасемпе ҫамрӑксен таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ пӗлӗвне аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ку вӑл тӑван тӑрӑха юратма та хавхалантарӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Квест-вӑййа 5–9-мӗш классенче вӗренекен ултӑ ҫынтан тӑракан ушкӑнсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн капитан та суйлама тивӗ. Ушкӑнсене йӗркелессишӗн вулавӑшра ӗҫлекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӑййа хутшӑнма заявка тӑратмалла. Тупӑшӑва хутшӑнакансен хуравлама тивекен ӗҫсемпе маларах асӑннӑ вулавӑшӑн «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» республикӑри квест-вӑйӑ» страницинче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӑнтӑрччӑ шкулӗнчи юлашки шӑнкӑрав Пирӗн сайта ҫыру килчӗ (ӑна «Кун кӗнеки» пая вырнаҫтартӑмӑр) — Валентина ятлӑскер тӑван Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи шкулта тухтӑр вырӑнне пӗтернишӗн куллянать. Пӑшӑрханмалли сӑлтавӗ те пур пек — Валентинӑн ачисем ҫав шкулта пӗлӳ илеҫҫӗ. Ялта хвелшӗр пур-ха та ӗнтӗ, анчах ҫыру шӑрҫалаканӑн шухӑшӗпе вӑл пур ҫӗре те ӗлкӗрсе ҫитеймӗ. «Ачапа тӑрук мӗн те пулин пулса иртрӗ пулсан, тен хвелшер ялти пӗр карчӑк патӗнче пулӗ?» — шикленет Валентина. Йӑнтӑрччӑ ялӗ Тӑвайран 7 ҫухрӑмра ларать. Ялта шкул, ача пахчи, хвелшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ, 3 лавкка пур. 2010 ҫулта кунта 212 кил шутланнӑ, 676 ҫын пурӑннӑ. Йӑнтӑрччӑ шкулне 100 ытла ача вӗренме ҫӳрет. |
Республикӑра
![]() «Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ тӳресемпе вӗсен ҫемье членӗсене чикӗ леш енче сипленме чарасси пирки пуҫарнине сӳтсе явнӑ вӑхӑтра республикӑри парламентарисене ют ҫӗршыври клиникӑсен VIP-карттисене ярса панӑ», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев. Швейцари почтин штампне ҫапнӑ хитре конвертсене «Тӗнчери чи лайӑх клиникӑсенче сипленесси» буклет тата ылтӑн картта чиксе янӑ иккен. «Швейцари фирминчен мӗне кура кун пек илпеклӗх-ши?» — пуҫ ватать Евсеев депутат. «Тен, ку вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн делегацийӗ Швецари Конфедерацине кайса килнин ахрӑмӗ?» — тесе шухӑшлать депутат. Чӑн та, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн йышӗ Швейцарие ӗҫлӗ виҫитпа кайнӑччӗ-ха. Евсеев хӑй патне килсе выртнӑ ылтӑн карттӑна чикӗ леш енчи сиплев кирлӗ ҫынна пама хатӗррине пӗлтерет. Анчах картта чӑннипе суйи пирки кӑна вӑл аптӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫу уйӑхӗнче иртнӗ уйӑхринчен апат-ҫимӗҫ 1,7 процент хакланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар тавар — 0,3 процент, пулӑшу кӳнин — 0,8 процент. Чӑвашстат ҫавӑн пекех этеме пӗр уйӑх пурӑнма кирлӗ апат-ҫимӗҫ пуххи мӗн хак ларнине те тишкернӗ. Ака уйӑхӗнчинчен 3 процент ӳссе вӑл 2 883,2 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫав пухӑ 16,1 процент хӑпарнӑ. Апат-ҫимӗҫрен ҫу уйӑхӗнче уйрӑмах аш-какай хакланнӑ — 6,2 прорцент, пылак пӑр (мороженӑй), ҫӑнӑх, тӑвар, соус, макарон тата кӗрпе тавраш — 3,9–1,8 процент, Ҫӑмарта хакӗ 18,7 процент чакнӑ, чӑкӑт — 1,8 процент. Апат-ҫимӗҫ мар тавартан пирус, ҫумалли хатӗр-хӗтӗр, ҫип хакланӑ. шӑрпӑк, хаклӑ чулсем, трикотаж, тир, компьютер, ҫи-пуҫ, телерадиотавар, пахчара кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, пусма 2,1–0,1 процент йӳнелнӗ. Пулӑшу кӳрессине илсен, туризм, пассажир транспорчӗпе страховани хакланнӑ. Банксем тата культура организацийӗсем хӑйсен пулӑшу хакне йӳнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн халӑхӗ ака-суха пӗтнине уявланӑ. Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева та хутшӑннӑ. Уяв Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Ял тӑрӑхӗсен наци йӑлипе килӗшӳллӗн капӑрлатнӑ автоколонна делегацийӗ культура центрӗнчен Этнографи музей комплексӗ патнелле ҫул тытнӑ. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева Йӗпреҫ районӗн халӑхне уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ. Унтан Валентина Владимировна Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ. ЧР ял-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ытти хисеплӗ ҫынсем тӑрӑшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ. Уявра хуҫалӑхсем, механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, предприятисем, организацисем хушшинче иртнӗ экономика тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем те парнесӗр юлман. Районти чи лайӑх спортсменсене те палӑртнӑ. Официалла пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ акнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара ҫуртрисем 209,5 пин гектар йышӑннӑ. Малтанласа вара 198,4 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш хресченӗ ҫуртрисене планпа пӑхнинчен 0,5 процент нумайрах акнине пӗлтерет. Ҫапах та акса пӗтермен хуҫалӑх та пур-мӗн. Ку вӑл — Улатӑр районӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӑл 98,8 процент ҫӗннӗ. Ҫӗрулмине 10 пин гектар ытларах лартнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗнчен иртнине пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗ унччен шухӑшласа хунинчен 107,6 процент лартнӑ, Улатӑр районӗ — 106,7 процент. Кайра Красноармейски районӗ пырать. Унта маларах асӑннӑ кун тӗлне ҫуррине кӑна ҫитейнӗ. Маларах республикӑн аграри ведомстви «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне акса пӗтерме шухӑшланине пӗлтернӗччӗ. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем пахча-ҫимӗҫ, сахӑр кӑшманӗ, кукуруза, пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем акаҫҫӗ, хӑмла ҫакаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |