Республикӑра
![]() Муркашсене тивӗҫнӗ диплом Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Укҫа-тенке тытса пырассипе чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫалхинче Муркаш тата Пӑрачкав районӗсем мала тухнӑ. Кун пек ӑмӑртӑва ҫӗршывра ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗ пулӑшнипе районсемпе хуласем хушшинче ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне укҫа-тенкӗ тытса пырассин пахалӑхне ӳстерессине кӗртеҫҫӗ. Кам епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ чух муниципалитетсен хыснинче хӑйсен пурлӑх тӳпин шайне, тӑкаксен тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнине, парӑмпа майлашса пынине тӗпе хунӑ. Кӑҫалхи конкурса 206 муниципалитет хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрти район уявӗ Ӗнер Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗрте район кунӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чиркӗве уҫнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сӗнтӗр икӗ ялтан: Чулкасран тата Сӗнтӗртен — тӑнӑ. Ҫимӗк ячӗпе ирех чиркӳре кӗлӳ пуҫланӑ, чан ҫапнӑ. Службӑна районти тата вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи тӳре-шарасем те, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Гаврилов, пырса ҫитнӗ. Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсенчен пӗри, Леонид Павлов, районпа ял тӑрӑхӗн хуҫисенчен юлман. Сӗнтӗр уявне ял пуҫарса яракансен тата унӑн кун-ҫулне аталантаракансен уявӗ тесе хакланӑ райадминистраци пуҫлӑхӗ Константин Никитин. Уява официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Каҫхине вара ташӑ каҫӗ йӗркеленӗ, салют та пулнӑ. Сӑнсем (71) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нина Яковлева артистка Ӗнер чӑваш сценин шутлӑ ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева 74 ҫул тултарнӑ. Вӑл Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылять. Хӑй вара 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вунулттӑра чухне ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Курса СССР халхӑ артисчӗ В.А. Орлов ертсе пынӑ. Сцена ҫине Нина Ильина пуҫласа 1961 ҫулта тухнӑ. Ӑна критиксем наци характерне, йӑли-йӗркине, пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне, ӑнлавне аван пӗлекенскер тесе хаклаҫҫӗ. Нина Яковлева калӑпланӑ сӑнарсем — пӗрпекрех те палласа илмеллескерсем. Илер-ха В. Шекспирӑн «Вуниккӗмӗш каҫӗнчи» Вилоӑна, М. Горькийӑн «Аркатакансемри» Надеждӑна, Ф. Абрамовӑн «Тӑван килӗнчи» Лизӑна. Е тата чӑваш авторӗсен пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенчи сӑнарсене: Екатерина Алексеевнӑна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», Н. Терентьев), Праскине («Праски инке хӗр парать», А. Чебанов), Сетнер амӑшне («Нарспи», К. Иванов), Амӑшне» («Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», Б. Чиндыков») тата ыттисене. 2010 ҫулта Нина Яковлевана «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Киле ҫити — оптика Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ. Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ. «Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Газ моторӗллӗ техника валли ҫакӑн пек заправкӑсем кирлӗ Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла. Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова. Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпури кӗҫех уҫӑлакан ача пахчи Ҫӗрпӳ хулинче кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Унӑн алӑкне Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе «Кӑнтӑр» микрорайонта вырнаҫнӑ 7-мӗш ача пахчинче ӗҫ хӗрӳ пырать. Ҫурт тӑвӑм мӗнле пынипе нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кӗртнӗ: газон курӑкӗ акнӑ, тротуар плиткине хунӑ, ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Пӗчӗкскерсене ҫӗнӗ ҫуртра чылай лайӑххи кӗтет. Кунта музыка, ташӑ, спорт енӗпе хатӗрленмешкӗн пӳлӗмсем пулӗҫ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ. Халӗ строительствӑна вӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ача пахчин ятне чӑвашла парсан тем пекехчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫул ҫитмен икӗ ачишӗн тупӑшӑн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ уйӑхсерен укҫа куҫарса пымалла пулнӑ. Мӗншӗн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ пирки хальхинче пуҫ ватмӑпӑр-ха (ара, ик ачашӑн, шучӗпе, тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тӳлемелле-ҫке-ха. Тен, тепре ҫемье ҫавӑрса унта та ача-пӑчаллӑ пулма ӗлкӗрнӗ-тӗр хайхи этем. Е, чим-ха, тен, икӗ хӗрарӑма алимент тӳлемелле пулнӑран-ши?..) Алиментне вара ашшӗн йӑпӑр-япӑр кӑларса хурас килмен — ӗҫӗ суд приставӗсем патнех ҫитнӗ. Вӑхӑтра тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса е ӗҫлесе юсанмалла, е хупса хумалла тӑвасси пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланнӑҫи пулнӑ — укҫа хӗсӗккипе кӑна парӑмпа татӑлса пырайман тесе ӗнентернӗ. Ӳлӗмрен кашни уйӑхӑн 10-мӗшӗ тӗлне алимент тӳлесе тӑма шантарнӑ. Анчах... пӗр хӑлхаран кӗрет тепринчен тухса каять теҫҫӗ-и-ха ун йышшисем пирки? Такси водителӗнче ӗҫлекенскер кӗҫех 110 пин тенкӗ парӑм пухса та янӑ. Анчах алимент шыракан амӑшӗсенчен пӗри приставсене ачан ашшӗ Таиланда канма кайма (тепӗр ҫынтан нимӗн те пытараймӑн) кайма пуҫтарӑнни пирки систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Галина Якимова Паян пирӗн ҫӗршывра социаллӑ ӗҫчен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмра халӗ 11 ватӑ ватлӑхри хӳтте тупнӑ. Ҫулӗсемпе ҫамрӑк мар пулин те кинемисемпе мучисем ахаль лармаҫҫӗ, социаллӑ ӗҫченсене пулӑшаҫҫӗ. Галина Якимова кинемей, акӑ, ҫурта пурӑнма килни иккӗмӗш ҫула кайнӑ. Ку вӑхӑтра вӑл пуринпе те пӗр чӗлхе тупма ӗлкӗрнӗ. Вӑйӗ ҫитнӗ таран ӗҫлет те вӑл. Хӗлле юр хырнӑ, чӑлха-нуски ҫыхса чунне уҫнӑ. Ҫуркуннене вӑл тем пекех кӗтнӗ иккен. Чечек юратаканскер социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле чечек калчи ӳстернӗ, кайран вӗсене клумбӑна куҫарса лартнӑ. Халӗ вӗсене шӑварса-ҫумласа тӑрать. Галина Якимова шучӗпе, «Чечек вӑл — пурнӑҫ. Унпа калаҫма пулать, лайӑххипе усалли пирки каласа параятӑн». Йывӑрлӑх тенӗрен, пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Икӗ упӑшки те вилнӗ, ачи-пӑчи пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ 150 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ватӑсем каланӑ тӑрӑх, ял Кивӗ Эйпеҫри ҫынсем кунта куҫса килнипе пуҫланнӑ. Ку 1864 ҫулта пулнӑ, пуҫараканӗ — Антипер. Энтепе юханшывӗ хӗрринче 98 арҫын тата 111 хӗрарӑм пурӑнма тытӑннӑ. Пурте Кивӗ Эйпеҫрен куҫса килнӗ. 1884 ҫулта кунта 51 кил, 319 ҫын, 704 гектар ҫӗр, 388 гектар вӑрман пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 15 хуҫалӑх Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗнӗ Эйпеҫрен 117-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 67-шӗ таврӑнман. Пирвайхи культура вучахӗ 1930-мӗш ҫулсенче уҫӑлнӑ. Вӑл — вулав ҫурчӗсем. Унта Павел Сергеевич Ксенофонтов тата Семен Андреевич Воробьев ӗҫленӗ. П.С.Ксенофонтов хӑй чӑваш пьесисем ҫырнӑ, ялта драма куржокӗ йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӑйӗн халӑхӗпе мухтанать. Кунтан паллӑ ҫын нумай тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Аркадий Пирожков, ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Владимир Евполов тата Владимир Воробьев, ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Николай Мустаев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ Олег Мустаев, Николай Журавлев майор-генерал… Уявра ялта пурӑнакан кашни кил-йышран пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |