Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫакӑн пек шухӑшлать республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева. Сӑмахӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра «Улах сӑри» уявне ирттерни пирки-ха. Анатри чӑвашсен йӑлана кӗнӗ уявне Васанти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Ларшников пуҫарнӑ.
Уява ялти хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: асламӑшӗсен арчисенчен чӑваш наци кӗписемпе капӑрлӑхне кӑларнӑ, сӑра вӗретнӗ, кукӑль-пӳремеч, капӑртма пӗҫернӗ.
«Улах сӑрине» Кивӗ Шӑмӑршӑ клубӗ ҫумӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ уҫнӑ. Унтан пухӑннисене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин уяв ячӗпе саламланӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» ансамблӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑра ҫырса илнӗ хӗрсен «Улах сӑри» уявне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тури тата анат енчи, Пушкӑртри чӑвашсенчен ҫырса илнӗ йӑла юррисене шӑрантарнӑ, ташшисене ташланӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева мероприятие йӗркелекенсене тав тунӑ. «Герман Ларшников пек энтузиастсем пур чухне чӑваш культури аталанать, йӑли-йӗрки нумайлӑха упранса юлать», — пӗтӗмлетнӗ вӑл.
